Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Тӑрӑнсене мӗншӗн нимӗн те кӑсӑклантармасть?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 04.09.2014 22:03 | 3014 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Азиз Бадировпа (сылтӑмри) Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров
Азиз Бадировпа (сылтӑмри) Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров

«Шупашкар районӗнчи «Туруновский» ЯХПКра ҫак тарана ҫитсе те тырӑ вырма тухман. Комбайнсене арестленӗ. Сӑлтава тӗпчесе уҫӑмлатма вырӑна ҫитрӗмӗр», — тесе хыпарларӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат.

Вячеслав Григорьев журналист ӗнентернӗ тӑрӑх, хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров ирех пӑсӑк кӑмӑллӑ пулнӑ, мӑншӗн тесен хир карапне ҫӗрле такам юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ. Механизаторсем маларах асӑрхаман пулсан шар ытларах крума пултарнӑ иккен, мӗншӗн тесен ун пек техника арканатчӗ иккен.

Хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров Азербайджанри пӗр ялта ҫитӗннӗ, уй-хире пӗчӗкренех кӑмӑлланӑ-мӗн. Шкул ҫулӗсенче вӑл Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен пачах та пӗлмен. Каярах, Баку университетӗнче математик пулма хатӗрленекенскер, ҫу кунӗсенче студентсен строительство отрячӗпе Совет Союзӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ҫавӑн чухне Ҫӗмӗрле районӗн каччипе ҫывӑх туслашнӑ. Пӗр вӑхӑт Ҫурҫӗрте вӑй хунӑ, суту-илӳре те ӗлкӗрнӗ. Усламҫӑ Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ.

Пӗррехинче Чӑваш Енри юлташӗ ӑна хӑнана чӗннӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ иккен. Кунта Азиз чӑваш хӗрӗпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан ҫемье ҫавӑрнӑ. Чӑваш Республики уншӑн ҫапла майпа иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ.

Ют ҫӗрте те усламҫӑ пулма пӑрахман вӑл, предприяти уҫнӑ. Темиҫе ҫул каялла вара пултарулӑхне ҫӗр ӗҫӗнче тӗрӗслесе пӑхас килнӗ.

Шупашкар районӗнчи юхӑннӑ «Туруновский» ял хуҫалӑх производство кооператив пуянлӑхне вӑл укҫалла туяннӑ. Ҫавӑнпа Бакури хваттерӗсене те, кунти предприятие те сутнӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пин ҫурӑ гектара ҫитернӗ. Тӗпрен илсен тӗштырӑ ҫитӗнтернӗ. Пӗр вӑхӑт ҫӗрулми те лартса пӑхнӑ.

Вӑрманкас Тӑрӑн таврашӗнчи ҫӗр тӑмлӑ. Ҫуркунне юларах пиҫсе ҫитет. Ытти хуҫалӑх акса пӗтерет, унта вара тин тытӑнаҫҫӗ тесе ӗнентерет журналист. Ҫавна май «иккӗмӗш ҫӑкӑра» кӑларма йывӑр килнӗ. Юлашки ҫулсенче вӑраха кайнӑ ҫумӑра пула уйра вӑл сахал мар юлнӑ. «Эсӗ чӑваш мар, Кавказ ҫынни», — тесе ҫӗнӗ хуҫана ӗҫре ура хуракансем те пулнӑ имӗш. Комбайна сӑтӑр туни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ-тӑр тесе пуҫ ватать иккен.

Азиз Магеррамович халӗ тыр-пул ҫеҫ туса илет. Техникӑна арестленин сӑлтавӗ вара ҫапларах. Хуҫалӑх территорийӗнчех Кавказран килнӗ тепӗр ҫын предприяти уҫнӑ. В—Эрмен чӑх-чӗп ӗрчетсе услам тума шухӑшланӑ имӗш. Банкран пысӑк кредит илнӗ, Азиза ҫӑкҫӑ пулма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ, ара, вӑл та хӑй пекех кӑнтӑртан вӗт. Анчах эрмен таса чунлӑ пулман, тарса ҫухалнӑ. Суд приставӗсем А. Бадирова уншӑн 15 млн тенкӗ тӳлемелле тунӑ. «Туруновский» ЯХПК парӑмӗсемпе татӑлма «Туруновский» агрофирма» ООО йӗркеленӗ имӗш. Ҫӗнӗ общество чӑмӑртанӑ май вӑл кредит илме май килтернӗ. Урӑхла каласан, пӗр хуҫалӑхне аталантарса теприне «шурлӑхран» сӗтӗрет имӗш. Тӗрӗссипе, агрофирма пурлӑхне тӗкӗнмен-мӗн, ЯХПК техникине кӑна арест хунӑ (ҫӑкҫӑ пулма кооператив урлӑ килӗшнӗ). Комбайн ҫавӑнпа «ирӗклӗхре» юлнӑ.

ЯХПКн — 118, агрофирмӑн 410 гектар ҫинче тыр-пул пухса кӗртмелле. Урпа тата ҫурхи тулӑ.

— Ҫуркунне вӑхӑтра та ытларах акма май килетчӗ. Акана хутшӑнакансем пӗлтермесӗр-систермесӗр е касӑва, е урӑх ҫӗре тухса каятчӗҫ. Эпӗ чармастӑп, черет ҫитсен ӗне касӑвне каймаллах ӗнтӗ. Анчах хӑвӑрӑн вырӑна акаҫӑ тупса хӑварӑр тетӗп. Ҫын тупнӑшӑн ҫеҫ хамӑн кӗсьерен 500 тенкӗ кӑларса паратӑп. Ҫук, итлемеҫҫӗ. Вӑхӑчӗ вара иртет. Ҫавна пулах 558 гектар ҫинче ҫеҫ акма ӗлкӗртӗмӗр, — тесе ӑнлантарнӑ Азиз Магеррамович хаҫатҫӑна.

Халӑха нимӗн те кӑсӑклантармасть иккен. Ҫав кун чылайӑшне журналист ӳсӗр курнине пӗлтерет. Тырӑ турттаракан водитель те ҫук иккен.

Кӑнтӑрла иртсен Иван Иванов юсавлӑ комбайна хускатса урпа уйне ҫул тытнӑ. Азиз Бадиров вара тырӑ турттарма ЗИЛ-130 автомашина рулӗ умне вырнаҫнӑ.

#ял хуҫӑлӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #вырма, #комбайнсем, #Вӑрманкас Тӑрӑн

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем