Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӑмӑрту иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 13.09.2013 08:18 | 1842 хут пӑхнӑ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Советская Чувашия» хаҫат Андриян Григорьевич Николаев космонавта асӑнса ирттерекен спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнассишӗн, ҫавӑн пекех районти «Пирӗн пурнӑҫ» парнишӗн чупассипе «Тӗп» стадионта фестиваль иртрӗ.

Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ялхуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен администраци заместителӗ Владимир Храмов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ Галина Ястребова, «Поддержка» страхлакан кампанин начальникӗ Виталий Чишкин тата ӑмӑртусен тӗп судьи Алексей Никитин саламласа пурне те ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Пухӑннисем чи малтанах пурте пӗрле кар тӑрса физзарядкӑна хутшӑнчӗҫ. Хускану йӗркине Наталья Храмова ертсе пычӗ.

Малтанах ӑмӑртусем кил-йышсен хушшинче иртрӗҫ. Малти вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи Макаровсен ҫемьи тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри Кондратьевсен ҫемьи пулчӗ, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньри Макаровсен ҫемьи.

Спорт уявне тӗрлӗ спортсмен ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Шкулсем хушшинче мала Хусанушкӑньсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — Штанашсен команди, виҫҫӗмӗшсем — Тури Ҫӗрпӳкассисем. Вӑтам шкулсем хушшинче чемпион ятне Хӗрлӗ Чутай шкулӗ йышӑнчӗ.

Хӗрарӑмсен ушкӑнӗсем хушшинче — «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача пахчин команди, арҫынсен хушшинче — «Хастар» спорткомплекс ушкӑнӗ мала тухнӑ. Ял тӑрӑхӗсем хушшинче Пысӑк Этменсене ҫитекенсем пулмарӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкарта иртекен спорт уявне хутшӑнӗҫ.

Сӑнсем: 1 пай (135), 2 пай (65)

#спорт, #ӑмӑртусем, #Пантьӑк ял тӑрӑхӗ, #Хусанушкӑнь, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Тури Ҫӗрпӳкасси, #Пысӑк Этмен ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем