Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш апат-ҫимӗҫӗн историйӗпе пахалӑхӗсем ҫинчен — «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» брошюрора

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 12.09.2013 23:09 | 1658 хут пӑхнӑ

Чӑваш Ен экономаталануминӗ наци кухнин историйӗпе, йӑлипе тата уйрӑмлӑхӗпе паллаштарас тӗллевсемпе вырӑс тата акӑлчан чӗлхипе «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» ятарлӑ брошюра кӑларнӑ.

Кӗнекере Чӑваш Республикин обществӑлла апатлану организацийӗсем сӗннӗ чӑваш халӑхӗн тата паянхи кунсенчи кухньӑн рецепчӗсене илсе панӑ, сӑнӳкерчӗкесемпе илемлетнӗ. Уйрӑмах унта ҫӗрулмирен, хӑй тӗллен ӳсекен ӳсентӑранран, сӗт-ҫу таврашӗсенчен тата чустаран пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пирӗн республикӑра ҫеҫ мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ. Ҫакӑн пек апат-ҫимӗҫ шутне — какай шӳрпи, шӑрттан, хуплу, чӑкӑт, хуран кукли тата ытти кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне брошюрӑра Чӑваш Республики ҫинчен, чӑваш кулинарийӗ тӗрлӗ шайри фестивальсенче, чемпионатсенче, олимпиадӑсенче тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен тата «Чӑваш биопродукт» тавар палли ҫинчен калакан хыпарлав пур.

#апат-ҫимӗҫ, #кӗнекесем

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.13 08:23
Мĕн сăлтав пирки Чăваш апат-çимĕçĕн историйĕпе пахалăхĕсем çинчен çырнă кĕнекене чăваш чĕлхипе кăларман? Ку вăл чăваш чĕлхине пуянлатни пулмасть-и е чăваш чĕлхи тислĕк вырăнĕнче пулнине кăтартать-и?
Agabazar // 3581.89.2018
2013.09.13 08:47
Agabazar
Микулайăн комментарийĕ халлĕхе курăнмасть, анчах мĕн çырнине малтанах пĕлеп: кĕнеке чăвашла маршăн пăшарханать пулас.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.13 17:16
Тĕнчере чи малтан тăван чĕлхепе çыраççĕ. Ун хыççăн ют чĕлхесем çине те куçараççĕ. Пачах та урăхла мар.
2013.09.13 20:05
Аçтахар Плотников
Ку кĕнеке рекламăллă япала, çавăнпа та ман шутпа кунта чăваш чĕлхине ыйтни ытлах вырăнлă мар. Тепĕр енчен «Чăваш тумĕ» кĕнеке те рекламăллисен шутне кĕрет пуль, анчах Николаев В.В. ăна чăвашла тата вырăсла кăларма ăс çитернех. Акăлчанли пирки те манман.
Agabazar // 1337.77.5963
2013.09.13 20:39
Agabazar
Мĕншĕн чăваш чĕлхин реклама чĕлхи пулмалла мар? Капла каласа эпир леш Чулхулари арбитраж сучĕн хăраххи пулатпăр. http://www.irekle.org/news/i1265.html Тепĕр енчен, Слапух Турра, хуть вырăсла тата акăлчанла тухнă-ха. Пачах кăлармасса та пултарнă вĕт!
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 08:20
Чăваш чĕлхине ют чĕлхесемпе усă курса пулăшни вăл - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине кăтартать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем