Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Культурӑпа ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем уҫӑ ҫыру ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.09.2013 20:35 | 1872 хут пӑхнӑ
Уҫӑ ҫырури алӑ пуснисем
Уҫӑ ҫырури алӑ пуснисем

Илле Иванов журналиста хӳтӗлесе паллӑ ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем уҫӑ ҫырупа тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин Аслӑ судне «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна 2012 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче «экстремистлӑ» тенине ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ, Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснисен шухӑшӗпе статья халӑхсем хушшинче нимӗнле хирӗҫӳлех те ҫуратмасть, унта Алексей Кудрин автор чӑваш чӗлхин статусӗ пирки хӑйӗн ирӗклӗ шухӑшне пӗлтернӗ ҫеҫ. Куншӑн никама та айӑплама юрамасть.

Алӑ пусакансен йышӗнче: В.Г. Родионов философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Н.А. Енилин халӑх художникӗ, Н.А. Исмуков Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи, А.В. Кулагин депутат, Н.И. Егоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Ф.И. Мадуров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, В.С. Пряников Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлах ӗҫченӗ, Б.Н. Глинкин кире пуканӗпе спорт мастерӗ, В.Ф. Павлов Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗ.

Уҫӑ ҫырупа кунта паллашма май пур.

#Сӗтев, #судсем, #чӑваш чӗлхи, #уҫӑ ҫырусем, #ҫырусем

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 08:17
Ку уçă çыруна вырăссем çырнă-им?
Agabazar // 3300.20.8974
2013.09.14 09:54
Agabazar
Йăнăшмастăп пулсан, А.В.Кулагин депутат (ЛДПР партирен) вырăс.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 10:19
Çав сăлтав пирки вырăсла çырнă-им? Е чăваш чĕлхин Чăваш республикинче вырăнĕ çуккине пĕлтерет ку çыру?
Agabazar // 2459-1655
2013.09.14 13:18
Agabazar
Тĕленмелле сиртен Migulaj! Çынсем уççыру çырса паттăрлăх кăтартнă. Эпир пур тĕп ыйтуран таçта аяккалла пăрăнатпăр. Ахăртнех уççрăвăн чăвашла варианчĕ те пур пуль-ха.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 13:45
Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çукки Agabazarа тĕлĕнтерет. Юрать ĕнтĕ савăнтармасть пулсан.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.14 14:30
Чăваш Патшалăх депутачĕн чăваш чĕлхине пĕлмелле мар-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем