Халӗ тем тӗрлӗ ӑмӑрту та йӗркелеҫҫӗ те тӗлӗнмеллиех ҫук-тӑр. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен управлени нумаях пулмасть ирттернӗ тупӑшура вара хӑйсен пултарулӑхне йытӑсем кӑтартнӑ. Паллах, хӑйсем кӑна мар-ха. Кинолог-инструкторсемпе пӗрле.
Йытӑсен нумай енлӗ тупӑшура ӑмӑртма тивнӗ. Сӑмахран, йӗрлеме, машинӑна шырама, йӗркене пӑсакана тытса чарма, йывӑрлӑха ҫӗнме… Кинологсем ерсте пынипе тӑватӑ ураллӑ туссем ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ. Ӑмӑртура 9-мӗш, 3-мӗш тата 6-мӗш колонире тӑрӑшакан кинологсем мала тухнине палӑртнӑ. Ҫӗнтерме, паллах, йытӑсем ҫине тӑнипе май килнӗ.