Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑнсан шар курнӑ арҫынна Чулхулари пульницӑна куҫарнӑ. 39 ҫулти пациента тухтӑрсем Пиҫсе кайнисене сиплекен центра ӗнер, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, илсе кайнӑ.
Арҫынна реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ, ӑна искусствӑлла мелпе ҫывӑратса янӑ, искуствӑлла аппаратпа сывлаттараҫҫӗ.
Шупашкарти тухтӑрсем арҫына пулӑшас тесе хӑйсенчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ, кайран, унӑн сывлӑхне пӗр пек тытса тӑма май килсен, ӑна Чулхулана куҫарма йышӑннӑ.
Арҫын сывлӑхӗ тӑванӗсене те, тухтӑрсене те пӑшӑрхантарать, анчах ӳт пиҫсе кайнӑ вырӑнсем ытлах нумай мартан шурӑ халатлисем ырра шанасшӑн.
