Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑрнар округӗнчи Малти Ишек шкулӗнче Чӑваш халӑх ӳнерҫине Праски Виттине (Виталий Петрович Петров) халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫак шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Хисеплӗ ентешне сума сума сумлӑ хӑнасем, педагогсем, шкул ачисем тата ӳнерҫӗн мӑнукӗ Кирилл Коробков килнӗ. Шкулта ӑс пухакан ачасем хӑнасем валли пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗ.
Сӑмах май, шкул 2016 ҫултанпа Праски Витти ячӗпе хисепленет. Ку ята ӑна ӳнерҫӗ 80 ҫул тултарнӑ май панӑ. Виталий Петрович ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар хулинче Праски Виттин ӗҫӗсемпе панно хатӗрленӗ.
