Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: Праски Витти пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 90 ҫула кайнӑ пулнӑ вӑл.
Виталий Петрович Петров ӳнерҫӗ кӑна мар, наци ӳнер искусствин чӑн-чӑн символӗ пулнӑ. Вӑл авалхи чӑваш символикине хальхи формӑсемпе пӗрлештерме пултарнӑ.
Праски Витти Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче 1936 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗсене патшалӑх та, общество та хакланӑ. Вӑл – ЧР Халӑх ӳнерҫи, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Унӑн ӗҫӗсем тӗнчипех сарӑлнӑ: музейсенче, харпӑр коллекцисенче упранаҫҫӗ.
Хальлӗхе хӑҫан та ӑҫта сывпуллашасси пирки хыпар ҫук.
Agabazar // 2310.98.5057
2026.01.30 20:32 | |
Эх, унпа пĕрре курса калаçасшăнччĕ (сăмахран, хайхи пĕçемтонимĕ тĕлĕшпе). Пулмарĕ... | |
Станьял // 3514.79.9839
2026.01.30 22:23 | |
КАЛЛЕ-МАЛЛЕ ПАЙТАХ ПАЙЛАНӐ ШУХӐШСЕНЕ, ВЁҪНЕ ПЁРКХ КУРАЙМАРӐМӐР...ТЁНЧЕ ПЁТСЕН ТЕ ЧӐВАШ ИСТОРИЙЁЧЕ ЮЛАТӐН ЭСЁ ЧӐВАШ САНА ХАКЛАСА УПРАМА ПЁЛЕЙМЕРЁ ҪАВ, МЁН ТӐВӐН ЁНТЁ ПИРЁН ИНКЕКЛЁ ҪАК КУН= ҪУЛА! | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.31 05:03 | |
Шел!.. Питĕ шел!..
Тахçан эп хам 1993 çулти сентябрĕн 3-мĕшĕнче çырнă "1993 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă палламан чăваш ачине" ятлă сăввăма Виталий Петровича халалланăччĕ - хăй ыйтнипе. Кăшт каярах - 1994 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче - эп ун ячĕпе "Этюд" ятлă сăвă çыртăм: "Художник мастерскойĕ. Художник кĕреки. Çурта. Туркай (вăл эпĕ). Тата Праски Витти. (...)" Тăпру çăмăл пултăр, Виталий Петрович! Чăваш халăхĕ сана нихăçан та манмасть! Валери ТУРКАЙ. 31.01.2026 | |
