Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра ӗҫлекен Людмила Турковская «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» ята тивӗҫнӗ.
Людмила Николаевна — физика учителӗ. Хӑй вӑл Ҫӗмӗрле хулинче 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «физик, преподаватель» специальноҫа алла илни ҫинчен калкан дипломпа вӗренсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра физика учителӗ пулса 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Аслӑ квалификаци категориллӗ учитель. 1995 ҫултах ӑна «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ. 2003 ҫулта хӗрарӑм Чӑваш Республикин Президенчӗн премине «чи лайӑх учитель» пулнӑ май тивӗҫнӗ. Тепӗр ҫулхине ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ят панӑ.
Педагог тӗрлӗ шайри конкурсра та пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ.
