Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнчи «Ивушка» питомникре кабачок уявне ирттерӗҫ. Ку мероприяти – 6 ҫултан аслӑраххисем валли. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкар хулинчен ҫитме меллӗ пултӑр тесе тӳлевсӗр трансфер яраҫҫӗ. Анчах унта лекес тесен маларах 222-420 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Уява пахча-ҫимӗҫпе ылмашӑнас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал кабачок, кавӑн е панулми ӑнса пулчӗ тӗк пӗрле илсе пырӑр – питомник куншӑн бонуссем парӗ.
Уявра хӑнасем кабачок вӑлчине тутанса курма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ярмӑрккӑсем, халӑх вӑййисем пулӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫулла ку питомникре Ҫырла фестивалӗ иртнӗ.
