Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.
Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).
Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская».
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Андеевна Горбунова пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Лидия Андеевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ. Унтан вӑл фельдшерпа акушер шкулӗнче ӑс пухнӑ, кун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Нина Андреевна ҫемйипе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ, вӗсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл 5 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленсе пурӑнать.
Лидия Горбунова «Ӗҫ вӗтеранӗ» медале тивӗҫнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне Лидия Горбунова 23 ҫулта пулнӑ. Вӑл юратнӑ мӑшӑрне фронта ӑсатнӑ, виҫӗ ачипе пӗчченех тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑма тӗпренчӗкӗсене ура ҫине тӑратма ҫӑмӑл пулман.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Лидия Андреевна 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче 1918 ҫулта кун ҫути курнӑ. Лидия Андреевна Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне пӗтернӗ, мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Курган тата Киров облаҫӗсенче акушеркӑра ӗҫленӗ. 1976 ҫулта вӑл Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Халӗ Лидия Горбунова хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн 5 мӑнук тата вӗсен 3 ачи пур. Юбиляра РФ Президенчӗ Владимир Путин открытка ярса саламланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра парад нихӑҫанхинчен вӑйлӑрах иртессе шантараҫҫӗ. Унта пирӗн ентеш Иван Торин ветеран хутшӑнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет ҫарне илнӗ. Вӑл танк ҫарӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл. 1943 ҫулхи кӗркунне Кейӳне ирӗке кӑларнӑ чухне йывӑр аманнӑ. 1945 ҫул пуҫламӑшӗнче Иван Торина, III ушкӑн сусӑрне, демобилизациленӗ.
Ветеран халӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнать, шкул ачисемпе тӗл пулса йывӑр тапхӑра аса илет. Иван Тимофеевича II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Иван Торин Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Вӑл парада хутшӑнма хатӗр. Мускава Раҫҫейри мӗнпур регионти ветерансем ҫитӗҫ.
Сӑмах май, парада 16,5 пин ҫар ҫынни, 201 ҫар техники, 143 вертолетпа самолет хутшӑнӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин тата Мӗшӗл ялӗсенче уявсем иртрӗҫ. Мӗшӗл ял кунне вара паллӑ чӑваш ӳнерҫи Николай Васильевич Овчинников ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр, ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене парнесемпе чысланисӗр иртмерӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те халӑх умӗнче сӑмах каларӗҫ, саламларӗҫ.
Мӗшӗл ял кунӗнче ытларах паллӑ ӳнерҫӗн пурнӑҫне аса илчӗҫ — уява та Николай Васильевич ҫуралнӑ ҫурт умӗнче ирттерчӗҫ. Порьфирьева Ева Васильевна — ӳнерҫӗн иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ — ӳнерҫӗн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн амӑшӗн портретне (ӑна ӳнерҫӗ ӳкернӗ) халӑха кӑтартрӗ. Чи кӑсӑкли — «Евчӗ» ӳкерчӗк ҫинче сӑнланнӑ 91-ри Алексеева Р.Е. — хӑй те уявра пурччӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ахаль ларманни курӑнчӗ — ял кунӗ тӗлне вӗсем «Пирӗн паллӑ ентеш» курав йӗркеленӗ.
Аксарин ял кунӗ вара клуб умӗнче иртрӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхшӑн та хаваслӑ кун пулчӗ иккен — ҫак кун унӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Ӗсмел райповӗн суту-илӳ лавккисемсӗр пуҫне Аксарин ялне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем илемлетнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ял вулавӑшӗ хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, ҫулталӑк хушшинчекенеке вулама кунта 630 ҫын ытла ҫӳрет — Урхас Кушкӑран, Йӗрӗх Ҫырминчен, Тури Упакассинчен. 1975 ҫулта йӗркеленнӗ вулавӑшра темиҫе клуб ӗҫлет: «Асӑм», «Солнышко», «Колосок», «Подворье».
Нумай пулмасть «Колосок» клубӑн пайташӗсем Мӗшӗлте хӑнара пулчӗҫ — ку ялта Данилова З.Ф. пурӑнать, упӑшкипе пӗрле хӑйӗн килӗнче тӗрлӗ чӑх-чӗп ерчетет. Каласа хӑварас пулать, Зинаида Фоминична Урхас Кушкӑ ял вулавӑшне час-часах ҫӳрекен вулавҫӑ, ҫавӑнпа та клуб пайташӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Даниловсен картинче мӗнле кӑна кайӑк ҫук пулӗ? Тӗрлӗ тӗслӗ чӑхсем, кӑркка, кӑвакал, цесарка... — пурне те каласа тухас та ҫук. Чи юратнисем вара — ылтӑн тата кӗмӗл тӗслӗ хир чӑххисем. Кил хуҫисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем тахҫанах турткӑш туянасшӑн пулнӑ — нумай пулмасть ҫак кайӑк вӗсен картинче вырӑн тупнӑ та иккен. Хальлӗхе аҫи кӑна, кӑштахран амине те илсе килесшӗн.
Нумай пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ Урхас Кушка шкулӗнче ачасене Н.В. Овчинников пултарулӑхӗпе паллаштаракан урок-лекци иртрӗ. Чаплӑ ӳнерҫӗ вӗсен ялӗнче ҫуралса ӳснине кура ачасем ун кун-ҫӳлӗпе интересленсех паллашрӗҫ. Николай Овчинников Мӗшӗлте ҫуралса ӳснӗ, амӑшӗн тӑван ялӗ те юнашарах — Караньял.
Вӗренекенсем ӳнерҫӗ тунӑ ӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ, «Ӗмӗтлисем» /хыпар ҫӑлкуҫӗнче чӑвашла ятне илсе кӑтартман/ картинӑна вара сӳтсе те яврӗҫ. Ӳкерчӗкре ӳнерҫӗ вӗсен ҫулхи ачасене, ачаран паллӑ тавралӑха сӑнласа кӑтарнӑ.
Ачасем урока тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Хӑш-пӗрисен ӑсӗнче чаплӑ ҫын пулас ӗмӗт те ҫуралчӗ пулӗ.
Ыран, юпан 14-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Николай Овчинников ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Николай Овчинников Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Мӗшӗлте ҫуралнӑ. Ялти шкул сукмакне ҫичӗ ҫул таптанӑ хыҫҫӑн вӑл пӗлӗвне ӳстерес тесе Улатӑрти ӳнерпе гравюра училищине вӗренме кайнӑ. Кайран ун валли хӑй алӑкне Ленинградри ӳнер академийӗ уҫнӑ. Пӗр курс вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑрҫӑ пуҫланнӑ пирки унӑн академине пӑрахса кайма тивнӗ. 1939-1945 ҫул хушшинче Николай Васильевичӑн салтак пурнӑҫӗпе пурӑнма тивнӗ. Ҫапах та вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй ӗмӗтне пӑрахман, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. Каярах вӑл аспирантурӑра пӗлӳ пухнӑ, А.М. Герасимов пултарулӑх мастерскойӗнче вӗреннӗ.
Николай Ваисльевич — СССР художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, профессор, К.В. Иванов ячӗллӗ ЧАССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ.
Николай Овчинников ҫут тӗнчерен 2004 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ҫапах та ун пултарулӑхӗ пурӑнать — вӑл ӳкернӗ ӳкерчӗксем яланах пирӗн куҫ умӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |