Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атӑл

Атӑл, — Европӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ юханшыв, Раҫҫей патшалӑхӗ тӑрӑх юхать. Валдай сӑртӗнчен пуҫланса Каспи тинӗсне юхса кӗрет. Европӑра чи пысӑк юханшыв шутланать. Тӑрршӗ 3 530 ҫухрӑм. Бассейн лаптӑкӗ 1 360 пин км².

Вӑтам эмӗрсенче юханшыва Итиль е Этель тесе чӗннӗ. Античность вӑхӑтӗнче (хальхи эрӑн пӗрремӗш эмӗрсем) Ра тесе чӗннӗ.

Атӑла пӗтӗмпе 200 шыв юппи юхса кӗрет. Чи пысӑккисем Селижаровка, Тверца, Молога, Шексна, Унжа, Ока, Сӑр, Ветлуга, Сӗве, Чулман Атӑл, Самар, Мӑн Иргиз, Еруслан, Ахтуба.

Атӑл ҫинче нумай шыв управҫи туса лартнӑ.


 
Категорисем: Атӑл
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-07-28 06:13:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 22696 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем