Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ пикет иртмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 11.03.2014 21:40 | 1316 хут пӑхнӑ
Политика

Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ.

«Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар.

Шупашкарта ирттерекен акцире «Вӑрҫа хирӗҫ», «Мире мир» тата ытти ҫавӑн йышши лозунгсем илсе тухмалла. Асаилтеретпӗр, Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр митинг иртмелле. Ӑна Украина халӑхне пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсене унта ирӗксӗр илсе тухаҫҫӗ имӗш.

#Шупашкар, #митингсем, #ЧППУ, #РПР-ПАРНАС, #политика, #Крым, #Украина

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1740.html
 

Комментари:

Agabazar // 1502.83.6397
2014.03.11 22:42
Agabazar
Çарне тахçанах кĕртнĕ ĕнтĕ унта.....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем