Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулнӑ. Шӑп ҫак вӑхӑтра «01» пульт ҫине пушар тухни пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗньялта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑмӑн йывӑҫ сарайӗ ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтермешкӗн 2 сехет ытла кирлӗ пулнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма юнашарти ҫуртсене тата «тимӗр урхамаха» куҫма паман. Анчах сарай тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара 25 кролик пулнӑ. Вӗсем тата 11 тюк ута ҫунса кайнӑ.
Халӗ пушар тухнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.