Паян аслӑ шкулсем хӑйсен сайчӗсенче вӗренме кӗме тивӗҫҫисен списокӗсене пичетлеме тивӗҫ. Списока пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта чи малтанах шкул олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисене, кайран ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисемпе тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене асӑнмалла.
Утӑн 30-мӗшӗ тӗлне ҫав категорисен тӗрлӗ хутсен оригиналне пырса памалла та 31-мӗшӗнче ҫавсем вӗренме кӗни пирки хушу пичетлӗҫ.
Вӗренме кӗме сӗннисенчен ыттисен оригиналсене ҫурлан 4-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Тепӗр кунне ҫурлан 5-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартӗҫ.
Кун хыҫҫӑн та аслӑ шкулсенче пушӑ вырӑнсем юлсан вӗсем иккӗмӗш тапхӑр йӗркелӗҫ. Ҫурлан 8-мӗшӗччен ҫӗнӗ абитуриентсен хучӗсене йышӑнӗҫ те ҫурлан 11-мӗшӗнче вӗренме иккӗмӗш тапхӑрпа кӗнисем пирки хушу кӑларӗҫ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал Чӑваш Енри аслӑ шкулсене пурӗ 3 пин ытла абитуриент валли хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.