Шавлӑ кӳршӗ-аршӑпа пурӑнса курман ҫын ҫакӑ епле нушалантарнине ӑнланмӗ. Ӳлӗмрен ун йышшисене кӑрарах явап тыттарма пуҫлӗҫ. Шӑв-шавшӑнах хупса хумӗҫ-ха, анчах кӗсьене аванах ҫӳхетме тивӗ. Ҫакна Административлӑ майпа правӑна пӑсни пирки калакан республика саккунӗнче пӑхса хӑварнӑ. Улшӑнусене ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ҫуллахи каникула каяс умӗнхи 14-мӗш сессире йышӑнса хӑварчӗҫ.
Эрне варринче каҫхи 23 сехетрен тытӑнса ирхи 7-ччен, канмалли кунсенче тата уявсенче 22-рен тытӑнса 8-ччен шавланишӗн 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран штарфлама юрать. Унччен чи пӗчӗк штраф виҫи 200 тенкӗпе танлашнӑччӗ. Должноҫри ҫынсем ҫапла хӑтлансан вӗсене 1–1,5 пин тенкӗ тӳлеттерӗҫ; предприяти-организацисене — 2–5 пин тенкӗ. Пӗрре асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн татах шавласан штраф виҫи те ӳсӗ. Ун йышши уйрӑм ҫынсене 1–3 пин, должноҫрисене 3–10 пин, юридици сӑпачӗсене (унта предприяти-организаци кӗрет) 5–15 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ.