Ачалӑх теттесемпе, юмахсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗчӗк чухне «Ҫарӑк», «Йӑвача» тата ытти юмахпа паллашман ҫын пур-ши? Ҫак кӗнекесем — хаклӑ тупра.
Надежда Григорьева (Яковлева) вара ачасене ӑсталанӑ юмах сӑнарӗсемпе паллаштарать. Вӑл Шупашкарти ача пахчинче ӗҫлет. Унта юмах сӑнарӗсен хӑйне евӗр кӗтес пур. Пӗтӗмпех Надеждӑн амӑшӗ Мария Михайловна ҫыхнӑ. Кӗтес пуян: халӑх тата литература юмахӗсен сӑнарӗсем пур.
Теттесем ҫемҫе. Мария Михайловнӑн ӗҫӗсем пӗчӗкскерсене савӑнтараҫҫӗ. Ачасем уйрӑмах пӳрнене тӑхӑнтартмалли теттесемпе выляма кӑмӑллаҫҫӗ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.14 09:14 | |
Ачасене ăсталанă юмах сăнарĕсемпе мĕнле чĕлхепе паллаштараççĕ? Сăнӳкерчĕкĕнче ют чĕлхери сăмахсене курма пулать. |