Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет тата «Чӑвашлӑх управҫи» пӗрлешӳ уяв ирттерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.03.2014 21:28 | 1567 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Ӗнер Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитечӗ тата конгресс ҫумӗнчи «Чӑвашлӑх управҫи» хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ республикӑри тата тулай чӑвашсем валли тӗлпулу каҫӗ йӗркелерӗ. Кун пекки пуҫласа иртрӗ. Ҫулӗ ҫывӑх мар та, инҫетри тӑванӑмӑрсем килсе ҫитейменччӗ, анчах хамӑр патри хастарсем пухӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑнса пынӑ.

Уява Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ. Салам сӑмахӗ самай пулчӗ пулин те хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет пайташӗсем чуна ыраттаракан самантсене те сӳтсе яврӗҫ. Ҫав шутра — хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентессине.

Вӗрентессе вӗрентеҫҫӗ-ха, анчах темшӗн-ҫке ачасем ӑша хывма ҫунмаҫҫӗ. Унтан та ытларах — чӑваш ашшӗ-амӑшех чӑваш чӗлхи урокӗ тӗпренчӗкӗмӗрсен пуҫӗсене минретет кӑна тесе каланине илтме тивет. Сӑмах май каласа хӑварсан, ҫак ыйтӑва паллаканӑмсемпе паян хускатнӑ май: «Киле ҫитсен эсир ачӑрсемпе епле чӗлхепе калаҫатӑр?» — тесе тапӑнтӑм та вӗсенчен пӗри: «Ача мар, шкул программине кӗртнӗ учебникри хӑш-пӗр сӑмаха хам ӑнланмастӑп. Ҫакӑ вӑл ачасене чӗлхерен пистерет», — тесе касса татрӗ. Тепри тата: «Ачама шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен те манпа ҫине тӑрсах вырӑсла калаҫать те», — тесе тӗлӗнтерчӗ… Ку вӑл ӗнтӗ «Чӗлхе пӗтет!» тесе кӑшкӑрса ҫӳрес вырӑнне хамӑр енне ҫаврӑнса пӑхмаллине пӗлтерет пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ачамӑрсемпе чӑвашла калаҫмаллине, лавккара чӑваш-сутуҫӑпа, троллейбусра чӑваш-кондукторпа чӑвашла юмахламаллине.

Юрӗ, ӗнерхи патнех таврӑнам-ха. Уява ЧНКн хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Нина Петрова тата унӑн ҫумӗ — «Чӑвашлӑх управҫи» хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Нина Димитриева ертсе пычӗҫ. Мероприятие ҫавӑн пекех комитетӑн ытти членӗсем: Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова, «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова (комитетра вӑл ҫыруҫӑ), Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Евдокия Андреева, Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ Василиса Иванова, Раиса Сарпи поэт тата ытти хастар пулчӗҫ.

Хӗрарӑмсене уявпа саламлама республикӑн Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков килсе ҫитрӗ. Савӑк юрӑ-кӗвӗ те нумай янӑрарӗ. Ҫав шутра паллӑ композитор Юрий Жуков кӗвӗленӗ юрӑсем йышлӑ пулчӗҫ. Уява вӑл хӑй те хутшӑнчӗ.

#ЧНК, #чӑваш чӗлхи, #Бичурин тата хальхи самана, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем