Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Раҫҫейри видеокамерӑсем Пушкӑртри тӳпере метеорит ӳкнине ӳкернӗ. Кун пирки «Новости от телеканала UTV» (чӑв. UTV телеканал хыпарӗсем) Telegram-канал пӗлтерет.
Ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, метеорит Ҫӗр атмосферинче ҫунса кайнӑ. Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ. Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ.
«Шултра метеорлӑ юхӑмсем хальхи вӑхӑтра ҫук. Ку вӑл пӗр-пӗр юхӑм шутне кӗмен метеор пайӗ пулма пултарать», — пӗлтернӗ Пушкӑрт планетарийӗн астрономӗ Татьяна Денисова.
Астрономи пулӑмне куракансем метеорӑн хӳри Туслӑх монуменчӗ патӗнче пурӗ те 5-7 ҫеккунт ҫеҫ сӑнама май килнине палӑртнӑ.
2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.
Анатолий Иванов нумаях пулмасть экспедицирен таврӑннӑ. Вӑл Атӑл леш енчи Когояр кӳлӗ патӗнче, Шупашкар районӗнче, пулнӑ. Унччен вӑл ҫак кӳлӗ метеорит ӳкнӗ хыҫҫӑн пулса кайнине пӗлтернӗччӗ. Ку — унӑн шухӑшӗ. Хальхинче те вӑл хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен япала тупнӑ-мӗн.
Анатолий Северный поселокран инҫех мар тӑватӑ чул тупнӑ. Лайӑхрах сӑнанӑ та — ирӗлнӗ хӑйӑр татӑкӗсем-мӗн. Вӗсене хӑйӑр ӑшӗнче тупнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, импакт-кантӑк пысӑк температура витӗмӗпе хӑйӑртан пулать. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна тупни унта метеорит ӳкнине ҫирӗплетме пултарать.
Ҫавӑнта пурӑнакан ҫынсем те тахҫан метеорит паллисене тупнӑ теҫҫӗ. 1983 ҫултанпа унта пурӑнакан хӗрарӑм вӑрманта тӗттӗм чие тӗслӗ чулсем пӗрре мар тупнӑ. Вӗсем — чышкӑ пысӑкӑш.
Хӑйӗн теорине чӑнах та ӗнентерес тесе ӑсчахӑн метеорит катӑкне тупасшӑн. Анчах йывӑр ку. 15–16-мӗш ӗмӗрсенче патша чӑвашсене, марисене тимӗр ӗҫне ӗҫлеме чарнӑ. Кунта метеорит катӑкӗсем пулнӑ тӑк вӗсене йӑтса кайма пултарнӑ имӗш. Анчах геолог чарӑнса тӑрасшӑн мар. Тепӗр ҫулла вӑл каллех Атӑл леш енне экспедицие каясшӑн.
Анатолий Иванов геолог Чӑваш Енре 10 пин ҫул каялла метеорит ӳкнине ҫирӗплетет. Ку кӑна мар. Экспедици хыҫҫӑн ӑсчах Шупашкар районӗнчи Когояр кӳлӗ (Атӑл леш енӗ) метеорита пула пуҫланнине ӗнентерет.
Кратерсене вӑл спутник ӳкерӗвӗ пулӑшнипе нумаях пулмасть тупнӑ. Анатолий Иванов кӳлӗ ҫывӑхӗнче метеорит йӗрӗсене палӑртнӑ. Ытти метеоритсен юлашкине тупма пулать-и? Ҫапла. Анчах геолог вӗсем ҫӗр айӗнче тарӑн выртнине ҫирӗплетет.
Когояр кӳлӗ — сипленмелли пылчӑк вырӑнӗ. Вӑл пулӑшнипе ҫынсем юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв тытӑмӗн, сывлав органӗн, апат ирӗлнин тата ытти чир-чӗртен сипленеҫҫӗ.
1985 ҫулта унта пылчӑк кӑлармалли хатӗр вырнаҫтарнӑ чухне 1,5 килограмм таякан чул тупнӑ. 2008 ҫулта Хусанти патшалӑх университечӗн геологи музейӗнчи Ҫӗр ҫине ӳкнӗ метеоритсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав чул ҫавнашкаллиех пулни палӑрнӑ.
Анатолий Иванов ҫитес вӑхӑтра экспедици йӗркелесе метеоритсем ӳкнӗ вырӑнсене кайса курма палӑртать.
Ҫулталӑк каялла Челепи хули ҫине метеорит персе аннӑччӗ. Ӑна пула хулари пин ытла ҫын шар курнӑччӗ.
Сочире иртекен олимп вӑййинче те ҫак пулӑма аса илсе икӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене метеорит тӗпренчӗкӗсене кӗртсе лартнӑ медальсемпе чыслӗҫ. «Телейлисен» йышне ҫарт-ту йӗлтӗрӗн тата таканпа (конькипе) чупассин спорчӗн ҫӗнтерӳҫисем лекнӗ иккен. Пурӗ 50 медаль хатӗрленӗ, вӗсенчен спортсменсене 10-шӗ ҫеҫ лекӗҫ. Ыттисем сувенир евӗр валеҫӗҫ.
Малтанах медальсемпе паян чыслама шут тытнӑ пулнӑ, анчах олимп комитечӗ ларса шутланӑ хыҫҫӑн вӑл медальсемпе спортсменсене каярах чыслама йышӑннӑ — курма килнисем мӗншӗн икӗ медальпе чысланине ӑнланмӗҫ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла май метеоритлӑ медальсене ҫӗнтӗрӳҫӗсен наци олимп комитечӗсене парӗҫ — лере вара уйрӑммӑн чыслӗҫ. Паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене ахаль медальсемсӗр те хӑвармӗҫ.
Иртнӗ вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫӗр чӑмӑрӗпе юнашар Челепи метеоричӗ пысӑкӑш астероид вӗҫсе иртнӗ иккен. Ҫуммӑнах теме пулать — хушши 11 пин ҫухрӑм кӑна пулнӑ.
Мускаври патшалӑх университечӗн астрофизикӑпа ҫӑлтӑр астрономийӗн кафедрин профессорӗ Владимир Липунов каласа панӑ тӑрӑх уҫлӑхри ӗскере Уйӑх орбитин хыҫӗнче асӑрханӑ имӗш. 17 метр пысӑкӑш, 10 пин тонна йывӑрӑш астероида «Мастер» системӑпа курма пултарнӑ.
Аха, ҫапла — сӗм ӗлӗк авал, 5 пин ҫул каялла, Египет халӑхӗ шӑрҫасене метерит ванчӑкӗсенчен ӑсталанӑ пулать. Кунашкал пӗтемлетӗве Лондонри университет колледжӗн тӗпчевҫисем тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче вӗсем Петра музейӗнче упранакан шӑрҫасене тӗпченӗ. Маларах ытти ӑсчахсем вӗсене тимӗртен тунӑ тесе шутланӑ пулнӑ, британи ӑсчахӗсем вара ку шухӑш йӑнӑш пулнине кӑтартма пултарнӑ.
Мӗнрен тунине пӗлес тесе тӗпчевҫӗсем рентген мелӗпе усӑ курнӑ — шӑрҫасем тутӑхнине пула ансатрах майпа пӗлме май пулман иккен. Авалхи ҫынсемшӗн тимӗр те магнетит та пӗр евӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене вӑл вӑхӑтра уйӑрайман имӗш. Хайхи рентген пайӑркисем шӑрҫасенче никель, кобальт, фосфор тата германий тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ — ку пӗтӗмпех материалӗ магнетит пулнине ҫитӗплететсе панӑ.
Мӗнрен тунине тӗпченӗ май ӑсчахсем шӑрҫана епле ӑсталанине те ӑнланма пултарнӑ — вӗсене иккен шӑратса хатӗрленӗ, шӑтӑк туса мар. Ҫапла май авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне те тӗпчевҫӗсем лайӑхран пӗлейнӗ.
Чӗлепи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чӑпаркӳлӗ ячӗ кӑҫал унта метеорит персе аннӑ хыҫҫӑн тӗнчипех сарӑлчӗ. Ак тепӗр хыпар те ҫитрӗ — ун ячӗпе астероида, е урӑхла каласан, пӗчӗк планетӑна ят панӑ иккен.
Унччен 1994 СМ 13 №37645 ятпа ҫӳренӗ тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере 1994 ҫулта Бельги ӑсчахӗ Эрик Эльст шыраса тупнӑ иккен.
Марспа Юпитер хушшинче вырнаҫнӑ астероида ҫак ята парас шухӑш бельги ӑсчахӗн Чӑпракӳлӗ хулари конференцине кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Вӑл ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче шӑп та лӑп персе аннӑ метеорита сӳтсе янӑ та иккен.
Чӑпаркӳлӗ астероид пысӑках мар, диаметрӗ те унӑн 4 ҫухрӑм ҫеҫ. Ҫав таврашра унашкал космос ӗскерӗсене хальхи вӑхӑтра пурӗ 11 пине яхан тупнӑ. Ят парас умӗн вара астероидӑн орбитине палӑртмалла иккен, унсӑрӑн ку хисепе вӗсем тивӗҫеймеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |