Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чунҫӳрев-2014 вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.07.2014 20:56 | 2349 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Чӑваш сӑрчӗ ҫинче. Н. Плотников тунӑ сӑн
Чӑваш сӑрчӗ ҫинче. Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.

Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.

Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.

Каялла таврӑннӑ май Пушкӑртстанри Чӑваш Хурамалне кӗрсе концерт лартрӗҫ. Хапӑлласа кӗтсе илнӗ ял халӑхне 3 сехет тӑршшӗ концерт лартса пачӗҫ.

Ҫулҫӳреве вӗҫлекен чарӑнусем Тутарстанри Пӳлерте тата Пӑлхарта пулчӗҫ. Пӳлерте Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗнчи сивӗ шывпа сапӑнчӗҫ, Пӑлхарта — ҫулсерен улшӑнса пыракан музей комплексӗпе паллашрӗҫ.

Сӑнсем: 1-мӗш пай (1 135 сӑн), 2-мӗш пай (510 сӑн, Эл Ойын). Ҫавӑн пекех «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи Чунҫӳрев ушкӑнӗнче (854) паллашма май пур.

#Пӑлхар, #Пӳлер, #Учук, #чӑвашлӑх, #Алтай, #Тӗмен, #Тобольск, #Слакпуҫ, #Пушкӑртстан, #Чунҫӳревсем, #Тутарстан, #Чӑваш Хурамалӗ, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем