Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула урамӗсене епле юсанине тӗрӗсленӗ. «Урам варрисене юсаҫҫӗ пуль-ха. Ҫын сахал ҫӳрекен вырӑнсене кӗрсе пӑхасчӗ», — тесе шухӑшлакансене лӑплантарар. Шупашкарта кӑна мар, хӑш-пӗр район центрӗсенче те нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенчи ҫул-йӗре юсассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев тӗп хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче тата Кадыков урамӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе кӑсӑкланнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫын йышлӑ ҫӳрекен ҫурт-йӗре хитре тытса тӑрассишӗн кӑна мар, картишсене те куҫран вӗҫертменнишӗн тав тунӑ. Республика ертӳҫи вара ҫынсене те хамӑр пурӑнакан вырӑна типтерлӗ ыйтма чӗнса каланӑ.
Картишсене юсас калӑпӑшлӑ ӗҫе Шупашкарта 2011 ҫулта пуҫарнӑ. Икӗ ҫулта 344 лаптӑка юсанӑ. Кун валли 59,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.