![]() Рашид Нургалиев Республикӑна Раҫҫей шалти ӗҫсен министрӗ Рашид Нургалиев килсе кайнӑ. Чӑваш Енре вӑл 3 уйӑх каялла пулнӑччӗ. Ун чухне министр республикӑри ведомство аппарачӗн ӗҫченӗсемпе курса калаҫнӑ. Хальхинче Рашид Нургалиев Ҫӗнӗ Шупашкарти шалти ӗҫсен пайӗнче пулчӗ. Унта ӗҫлекенсемпе канашлу ирттерчӗ. Дежурнӑй чаҫра министр «хӑрушсӑр хула» тытӑмӗн ӗҫӗпе паллашрӗ, урамсенче видеосӑнав йӗркеленине хак пачӗ. Ун хыҫҫӑн Рашид Нургалиев Республикӑри шалти ӗҫсен уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗ. Кӑрлачран полици ӗҫченӗсен шалӑвне ӳстересси пирки министр тепӗр хут шантарса каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Наци библиотекинче сусӑррисен прависене хӳтӗлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва прокуратура, Наци библиотеки тата «Раҫҫейри юристсен пӗрлешӗвӗн» Чӑваш енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Инвалидсене хӳтӗлес тӗлӗшпе саккунсене епле пурнёӑҫлани пирки Анна Бочкарева прокурор пӗлтерчӗ. Ҫитменлӗхсем сахал мар. Ҫуртсенчен нумайӑшӗнче пандуссем вырнаҫтарман. Тротуарсенче коляскӑпа анса хӑпармалли, машина лартмалли ҫӗрте ятарлӑ вырӑнсем ҫукки сусӑрсене чылай чӑрмав кӳрет. Сусӑр ҫынсене раштавӑн 4-мӗшӗнче иртекен суйлава хутшӑнма майсем туса парасси пирки те калаҫрӗҫ тӗл пулура. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав участокӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем ҫитӗҫ. Право сехетне килнисем эмелпе, техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтерессипе, пӗлӳ илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хускатрӗҫ. Ҫакнашкал тӗлпулусем тӑтӑшах ирттермеллине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Пӗрле хутшӑнса ӗҫлесен кӑна йывӑрлӑхсене татса пама пулать. |
![]() «Раҫҫей хулисен ҫӗнӗ ҫулӗсем» программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Ленин районӗнче ача-пӑча вылямалли 27 ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Богдан Хмельницкий урамӗнче пурӑнакансем те ҫакнашкал парнене тивӗҫнӗ. Кунта пӗчӗккисем валли ярӑнса анмалли тата тӗрлӗ чуччу пур. Аса илтеретӗп, ҫак тӗллевпе Ленин районне 7 миллион та 400 пин тенке яхӑн укҫа уйӑрса панӑ. Вӑйӑ хатӗрӗсен пахалӑхне, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтернине халӗ специалистсен ятарлӑ комиссийӗ тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӑкӑт шкулӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗ (методисчӗ Перепелкина Е.С.) чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ. Ӑна Ухсай Яккӑвӗ чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие тӗплӗн хатӗрленчӗҫ, йышлӑн хутшӑнчӗҫ, вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чи малтанах Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем, «Сӑмах илемӗ» литература кружокне ҫӳрекенсем (ертӳҫи — Тинюкова Н.К. учительница), хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Ухсай сӑввисем тӑрӑх йӗркеленӗ «Юратрӑм эп... сире!» музыкӑпа литература композицийӗ пурне те килӗшрӗ. Поэтӑмӑрӑн пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкерчӗҫ конференцие хутшӑннисем: Табакова М.З., Иванова Н.В., Тинюкова Н.К., Хлебникова Г.Ф., Павлова Л.В, Никитина Н.П. докладсем турӗҫ, Самарина В.А., Кулакова С.П., Анюрова Е.В. презентацисемпе паллаштарчӗҫ, Никитина С.П. тата Хлебникова Г.Ф. поэта халалласа ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Перепелкина Е.С. конференци ӗҫне пӗтемлетсе лайӑх хак пачӗ, вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе те паллаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Семинарта. Н. Плотников сӑнӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗш кунӗнче, Шупашкарти 59-мӗш шкулта «Успешное обучение чувашскому языку в начальней школе» (чӑв. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси») проект шутӗнче ятарлӑ семинар иртрӗ. Пуҫламӑш классен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑйсен ӗҫӗпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Проекта пурнӑҫланӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ҫинче та чарӑнса тӑчӗҫ, ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех Николай Плотников вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн тата тӑванла ытти сайтсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗ. Тепӗр семинар 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртӗ. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси» проект паянхи кун Шупашкарти икӗ шкулта пурнӑҫланать. Чи малтанах вӑл 10-мӗш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче вара унта 59-мӗш шкул та хутшӑннӑ. |
![]() Тунтикун, юпан 31-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ тӗнче тетелӗнчи фантастикӑллӑ хайлавсен литература ӑмӑртӑвӗн I тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан конкурса икӗ хут сахалтарах ӗҫ ярса пачӗҫ пулин те ӑмӑрту малалла пырать. Малалла иккӗмӗш тапхӑр пуҫланать — ярса панӑ хайлавсене тишкересси тата вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава палӑртасси. Хӑш сӑвӑ-калав мала тухнине эпир хамӑрах палӑртма пултаратпӑр пулсан, халӑх сасӑлавӗнче эсир пулӑшмасӑр май килмӗ. Вулӑр! Сасӑлӑр! — Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава тупма пулӑшӑр. Чӳкӗн 26-мӗшӗччен вӑхӑт чылай (сасӑлавӑн юлашки кунӗ). «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне раштавӑн 1-мӗшӗнче тӑвӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ыран, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти «Mega-Galaxy» кану центрӗнче ҫулсерен иртекен «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа тата Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне кашни тӑрӑхран икшер хӗр хутшӑнӗ — Чӑваш Республикинчен, Тутарстанран, Пушкӑртран, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Перӗм облаҫӗсенчен, Мускавран. Пурӗ 10 хӗр: Алиса Королева (Чуваш Ен), Виктория Локтева (Чуваш Ен), Аида Чентаева (Тутарстан), Милана Ильдюганова (Тутарстан), Наталья Антонова (Пушкӑртстан), Наталья Павлова (Пушкӑртстан), Екатерина Кудякова (Мускав), Лариса Максимова (Мускав), Елена Васильева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Анастасия Ахмерова (Чӗмпӗр облаҫӗ). Ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать. Кану-ӑмарту хаваслӑ иртессе пӗрре те иккеленес ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Театр актёрӗсем Иоаким Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак тапхӑрта артистсем сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ. Халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ. Чӑваш халӑх драма театрӗ 1966 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна Виталий Горбунов пуҫарса янӑ. 40 ҫул ӗнтӗ пултарулӑх ушкӑнне Нина Панина ертсе пырать. Вӑл — паллӑ режиссер, пултаруллӑ педагог, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Халӑх театрӗн репертуарӗ пуян. Куракан умне пултарулӑх ушкӑнӗ 7 спектакль кӑларма пултарать. Вӗсен шутӗнче Волковӑн «Туй икерчи», Угаринӑн «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ», Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн», Нина Панинӑн «Йӑх вӑрманӗ» тата ыттисем. Ҫӗннисенчен пӗри репертуарта грузи драматургӗн «Ханума» пьеси. Кӑҫалхи сезона та артистсем ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласшӑн. Спектакльсенче усӑ куракан япаласене, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫне артистсем хӑйсем ӑсталаса илемлетеҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем репетицисем ирттереҫҫӗ, ҫитӗнӗвсене, ҫитменлӗхӗсене пӗрле пухӑнса сӳтсе яваҫҫӗ. |
![]() Музей экспонанчӗ. Foto.cheb.ru сайт сӑнӗ Юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта Трактор историйӗн музейӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Раҫҫейре официаллӑ йӗркепе шута илнӗ пӗрремӗш музей шутланать. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Косачев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский хутшӑнчӗҫ. Республика тӗп хулишӗн музей уҫӑлни чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарти агрегат завочӗн клубе умӗнче культурӑпа кану программи пуҫланчӗ, «Аталану парадӗнче» иртнӗ ӗмӗрти тата ку чухнехи техникӑна кӑтартрӗҫ. «Ҫак музей чӑваш халӑх культурине пуянлатать. Мӗншӗн тесен ӑс-хакӑл пуянлӑхне, халӑх пурлӑхне упраса хӑвараймасан — малашлӑх ҫук», — терӗ Чӑваш Ен ертӳҫи трактор историйӗн музейне уҫнӑ ҫӗре пухӑннисене саламланӑ май. «Музее никӗслекенсене тав тӑватӑп. Раҫҫейри трактор тӑвас ӗҫ историйӗ пуян, вӑл ҫамрӑксене ҫитӗнӳ тума хавхалантарӗ» — тесе ҫырчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑнасен кӗнекинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Факультет ӗҫченӗсем Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чӗлхесен факультечӗ хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Икӗ кун хушши факультетра наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кунта ҫӗршыври тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ ӑсчахсем ют чӗлхесемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, конференцире республикӑри шкулсенче ӗҫлекен учительсем те хутшӑнса тӗрлӗ ыйтусемпе пухӑннисене паллаштарчӗҫ. Уява кунтан вӗренсе тухнӑ учительсемпе переводчиксем, бизнесменсем, наука ӗҫченӗсем, республика шайӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пӑлханса хутшӑнчӗҫ, хӑйсене ӑс панӑ преподавательсене чунтан тав турӗҫ. 1951-мӗш ҫултанпа факультетран 4000-е яхӑн специалист вӗренсе тухнӑ. Вӗсем шкулсенче акӑлчан, нимӗҫ, хрантсус чӗлхисем вӗрентеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче факультетра тӑлмачсене те вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Ют чӗлхеҫӗсене Мускавпа Санкт-Петербург та, АПШпа Германи те, Аслӑ Британипе Испани те, Голландипе Бельги те, Бразили тата ытти ҫӗршывсенче те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Серегина О.Ф., Звонилов И.В., тата ыттисем факультета чылай ҫул ертсе пынӑ, 1994 ҫултанпа факультет деканӗ Никитинская Л. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |