Малӑкла ҫӑкри![]() Авӑнӑн 16-17-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Малӑкла районӗ «Малыклынский каравай» ятпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑх культурисен иккӗмӗш фестивальне ирттерчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Ҫӗнӗ Малӑкла район администрацийӗ тата Чӗмпӗрти Халӑх культура ценрӗ. Уява Тутар, Чӑваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Чӗмпӗр, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сӑр районӗсенчен пурӗ 20 юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ (250 ытла артист) килсе ҫитнӗ. Уявӑн тӗп шӑнӑрӗ — чӑвашсем. Хӑнасене кӗтсе илме ҫӗнӗмалӑкласем тӑватӑ хутлӑ пысӑк, кӑпӑшка ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Ӑна чи сӑваплӑ вырӑна — сцена умне вырнаҫтарнӑ. Икӗ енӗпе тырӑ кӗлтисем лартса тухнӑ. Унсӑр пуҫне килнӗ хӑнасене парне пама 100 ытла ҫаврака, илемлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрленӗ. Пӗлме: Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи халӑх йышӗнче чӑвашсем 4-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ — 17%. Ытти халахсен йышӗ: тутарсем 31%, мӑкшӑсем 28%, вырӑссем 21%, ытти халӑх (чикансем, эрменсем, азерсем) — 5%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӗмпӗрте «Декоративно-прикладное искусство народов Симбирского Поволжья» (Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӗмпӗр халӑхӗсен илем ӳнерӗ) этнографи музейӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ музей экспозицийӗнче хальлӗхе 120 экспонат. Вӗсем хушшинче тутар патшин арӑмӗн Сююмпикен кӗпин копийӗ, чӑваш, тутар, мӑкшӑ халӑхӗсен кӗписем, чӑвашсен вӗтӗ шӑрҫапа тата укҫасемпе илемлетнӗ пуҫ хатӗрӗсем — хушпупа тухья, кӗнчеле, Атӑлҫи халӑхӗсен савӑт-сапи, тӑм савӑт тата чӑваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ! Музея курма пыракансем наци литературин куравӗпе паллашма тата сыхлавҫӑ пукане (оберег) маҫтӑрлама вӗренме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Радио кунӗ![]() Чӑваш радиовӗшӗн кӑҫалхи ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ — пӗрремӗш передача эфира тухнӑранпа 85 ҫул ҫитет. Унта ӗҫлекенсем районсене ҫитсе радио итлекенсемпе куҫа куҫӑн тӗл пулассине йӑлана кӗртрӗҫ. Чӑваш телерадиокомпанире ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнӗ хальхинче Ҫӗмӗрле районне ҫитрӗ. Чӑваш радио корреспонденчӗсемпе кӑларӑмсене ертсе пыракансем хӑйсене итлекенӗсемпе Турхан ялӗнче тӗл пулчӗҫ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те уява хутшӑнчӗҫ — хӑйсен юррисемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Тӗлпулура чылай конкурс иртрӗ. Радио ӗҫченӗсем хастаррисене пурне те парнесемпе чысларӗҫ. Турхансем эфира тухакансемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Хӑйсене килӗшекен сасӑсене киленсе итлесе ларчӗҫ. 85-мӗш ҫул Чӑваш радио хумӗсем ҫинче ҫӗнӗ хыпарсемпе тӗрлӗ кӑларӑм тухса тӑраҫҫӗ. «Ӑраскал», «Шӑнкӑрав», «Атӑлпа Урал хушшинче» — чи аслисен йышӗнче. Корреспондентсем республикӑра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ҫутатма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хускатаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши тӗлпулусем ирттерни радио ӗҫченӗсене халӑхпа ҫывӑхланма май парать. | ||
![]() Авӑн уйӑхӗнче Интернет педканаш ӗҫленине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫакна канашлӑва кӗрекенсен йышӗ ӳсни аван кӑтартса парать — виҫӗ эрне хушшинче чӑваш вӗрентекенӗсен тетелӗнчи калаҫӑвӗпе куллен 30-60 ҫын интересленнӗ. Кӑҫалхи ҫул республикӑри тата унӑн тулашӗнчи педагогсем уйрӑмах 5-мӗш Интернет педканашӑн уйрӑмлӑхӗсемпе, интернетри «Чӑваш шкул ТВ» телевиденипе, уроксенче усӑ курмалли тӗрлӗ материалсемпе, ӗҫ программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тӗрлӗрен конкурссемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех педагогсенчен нумайӑшне вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗ, ачасен пуплев тата ҫыру ӑсталӑхӗ чакни шухӑшлаттарать. Педканашра ҫӗкленӗ ыйтусем тавра пуҫланӑ калаҫу аталансах пырать, вӗрентекенсен каламалли ҫителӗклӗ пулни те сисӗнет. Ҫавна шута илсе педканашӑн официаллӑ ӗҫне юпан 17-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Юлия Силэм Юпан 2-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ Юлия Александровна Силэм ҫуралнӑранпа 60 ҫул тулать. Ҫак юбилея хатӗрленсе Патарьел районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Ӑна литература ӗмӗрлӗхех тыткӑна илнӗ» ятлӑ кӗнекесен куравӗ хатӗрленӗ. Унта Юлия Александровна ҫырнӑ кӗнекесем тата ун ҫинчен паллӑ писательсем ҫырнӑ тӗрлӗ материалсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра прозаик библиотека ӗҫченӗсемпе тӗл пулма килӗшнӗ. Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен Союзӗн членӗ (1992), ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни. Юлия Силэм 1951 ҫулта юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ. Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейри техосмотр ирттермелли хакӑн чи пысӑк виҫи икӗ пин тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки РФ Экономаталану министерствин патшалӑхӑн экономика йӗркелевӗ департаментӑн директор ҫумми Евгений Ковтун пӗлтернӗ. Асилтеретпӗр, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Дмитрий Медведев Президент техосмотр ирттермелли йӗркене улшӑнусем кӗртекен саккуна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ун тӑрӑх тепӗр ҫултан пуҫласа ОСАГО килӗшӗвне тума техосмотр талонӗ кирлӗ. Виҫӗ ҫултан кӗҫӗнрех транспорта ку ӗҫрен хӑтарнӑ. 3-7 ҫулти машинсен техосмотрне икӗ ҫулталӑкра пӗрре, ыттисен вара — кашни ҫулталӑкра ирттермелле пулӗ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех машин техника нормине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеме уйрӑм ҫын компанисене те ирӗк параҫҫӗ. Ку ӗҫе тума вӗсен Раҫҫей автостраховщикӗсен пӗрлӗхӗнчен аккредитаци илмелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нумаях пулмасть республикӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Малтанхи кунсенчех унта 200 тонна яхӑн ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче йӗркеленӗ суту-илӳ лаптӑкӗсенче 9 миллион та 747 пин тенкӗлӗх пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Ҫынсем хӗл каҫмалӑх ҫӗрулми, сухан, купӑста, ытти пахча-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккасенче консервланӑ ҫимӗҫ, пыл, ҫӑмарта, йывӑҫ тӗмӗсем, ҫырла, тырӑ сутаҫҫӗ. «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасене уйрӑм хуҫалӑхсемсӗр пуҫне Муркашри чӑх-чӗп фабрики, Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванраххине кура пахча-ҫимӗҫ те йӳнӗрех. Тӗслӗхрен, 1 кило • ҫӗр улми — 6-9 тенкӗ; • сухан — 10-18 тенкӗ; • кишӗр — 8-12 тенкӗ; • купӑста — 5-8 тенкӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Муркашри стадионта ҫӑмӑл атлетсен кросӗ иртрӗ. Спортпа туслисем Валентина Егорова Олимп чемпионӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Шел пулин те, спортсмен уява хӑй килеймен, ӑмӑртӑва вара тӗнчипе паллӑ Вера Соколовӑпа Нина Охотникова ҫӑмӑл атлетсем хутшӑнчӗҫ. Муркаш районӗнче ҫак ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, кӑҫал ӑна 20-мӗш хут ирттерчӗҫ. Хутшӑнакансен шучӗ 600 яхӑн. Чупу кунӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрлештерчӗ. Трасса ҫинче тупӑшса вӑй виҫес шухӑшлисемсӗр пуҫне уява чылай хӑна, спортпа туслисем пухӑнннӑ. Чылайӑшӗ кунта хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйланине кӑтартас, ыттисене те спортпа туслашма чӗнес тесе хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа старта ватти те, вӗтти те тухрӗ. Ача-пӑча садне ҫӳрекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнса уявӑн чи ҫамрӑк спортсменӗсем пулнипе асра юлчӗҫ. Тупӑшӑва вӗсем кӑҫал пӗрремӗш хут хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва ӑста атлетсемпе пӗрлех район администрацийӗн ӗҫченӗсем, предприятисемпе организацисен командисем те тухрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Туризм кунӗ![]() Паян — Туризм кунӗ. Ӑна халалласа республикӑра фестиваль йӗркеленӗ. Пуҫарӑвӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Енри туризмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа аталантарасси. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» (чӑв. «Шурӑ чул») физкультурӑпа сиплев центрӗнче хӑйне евӗрлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Вӑйне тӗрӗслеме республикӑри 3 хулапа 4 районтан 18 ушкӑн килнӗ. Кунта туризм ветеранӗсен, шкулта вӗренекен туристсен пӗрлехи пухӑвӗ пулчӗ. Чылай конкурс иртрӗ. Тупмалли вырӑна электронлӑ чипсемпе палӑртнӑ карттӑпа ҫула тухасси, чӑнкӑ ту ҫине улӑхасси тата темтепӗр. Кашни ушкӑн ҫӗнтерме тӗрӗшрӗ. Олимп резервӗсен 5-мӗш шкулӗнче вӗренекенсем нумай енӗпе ыттисенчен маттуртараххи палӑрчӗ. Байдарка киммипе ярӑнмалли конкурс чи хавасли пулчӗ. Кунта карапа тӗрӗс тытса пыма пӗлмелле. Ку енӗпе Муркаш районӗнчи Валентина Егорова Олимп чемпионӗ ячӗллӗ спорт шкулӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Вӗрен туртмалли ӑмӑртура «Белые камни» сиплев центрӗн ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ. | ||
![]() Карач ял тӑрӑхӗн ялӗсем Вырсарникун Карач ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем ҫутҫанталӑкпа туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ — «Йывӑҫ ларт та ӑна упра» программӑна кӗрекен мероприятие хутшӑнса Куславкка–Шупашкар автоуҫул хӗрринче пин ҫурӑ хурӑн хунавӗ лартрӗҫ. Ку ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Карач ялӗ Куславкка районӗн анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку ял тӑрӑхне пурӗ 9 ял кӗрет: Илепар, Карач, Кӗҫӗн Карач, Мениҫырма, Минкӗш, Паланкасси, Ҫатрӑк, Тулпай, Якунькасси. Вӗсем пурте Енӗшӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ. Кашни ялӗ хӑйне евӗр, кашнийӗнчех мӗнле те пулин уйрӑмлӑх, хитрелӗх пур. Ҫавӑнпах пулӗ ку вырӑна халӑх Тискер Иван вӑхӑтӗнчех вырнаҫа пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |