![]() Патреккел ял хорӗ Патреккел авалтанпах анатри чӑвашсен юрӑллӑ ялӗ шутланнӑ. Ҫавӑнпа та иртнӗ ӗмӗртех, 1922 ҫулта, ялта хор йӗркеленни тӗлӗнтермӗш мар, хисеплӗ пулӑм. Ҫавӑн чухнех чӑмӑртаннӑ пултаруллӑ йыш тӑван халӑха вуншар ҫул ӗнтӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарать, пурнӑҫа илем кӳрет, килӗштерсе ӗҫлеме хавхалантарать, вӑй-хал хушать. Патреккел артисчӗсем парнелекен ҫепӗҫ юрӑсемпе сатур ташӑсене Раҫҫейӗн тӗп хулинче Мускавра та, ҫӗр-шывӑмӑрӑн ытти ял-хулинче те курса, итлесе савӑнаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫак пултарулӑха пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ хор Пӗтӗм Союзри тата Раҫҫейри халӑх пултарулӑх фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Республикӑри «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» тӑватӑ фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене, Чӑваш Республикин ӗҫпе юрӑ уявӗсен хисеп дипломӗсене, комсомолӑн тӗп комитечӗн хисеп хучӗсене, 2008 ҫулта, Раҫҫейӗн тӗп хулинче, Мускавра иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен 8-мӗш «Акатуйӗн» тав ҫырӑвне парса чысланӑ. «Патреккел халӑх хорӗ — аваллӑхпа малашлӑх кӗперӗ», — теҫҫӗ халӑхра. Кӑҫал халӑх хорӗ 90 ҫул тултарать. Ӑна 20-мӗш ҫулсенче шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ Ольга Васильевна Миловидова йӗркелесе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ — Акатуй — пулать. Вӑл Винновка ращинче 11 сехетре пуҫланать. Программӑра: • чӑваш Кӗрешӗвӗ (тӗп парне — така); • облаҫран тата Чӑваш Республикинчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ; • халӑх, ача-пӑча, спорт вӑййисем; • кире пукан йӑтасси; • тӗрлӗ конкурссем. Уява уҫма Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов та хутшӑнать. Хапӑл туса кӗтетпӗр! |
![]() Юсав саманчӗсем Халӑхшӑн шыв яланах пӗлтерешлӗ пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ те ял вырӑнне суйланӑ чухне шыв пуррипе ҫуккине тӗпе хунӑ. Ҫапла май хитре те илемлӗ вырӑнсене суйламасӑр, шывлӑ вырӑна куҫса ларнӑ. Чӑн та шывсӑр епле пурӑнӑн? Шыв ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра та ҫивӗччисенчен пӗри. Ӗлӗкрех ҫӑлсемпе ҫырмасене ҫӳренӗ пулсан паянхи кун ял халахӗ ытларах шыв пашнисемпе, колонкӑсемпе усӑ курать. Вӗсем те юрӑхсӑра тухаҫҫӗ. Нумай пулмасть Красноармейски районӗнчи Танӑш ял халӑхӗ выранти шыв пашнине юсама пикенчӗ — ку ӗҫе хӗле тухиччен, ҫуллахи вӑхӑтра туни, паллах, выранлӑрах. Темиҫе кун хушшин нимелле ӗҫлесе шыв пашнине юсарӗҫ-юсарӗҫех. Халь ӗнтӗ хелле те ҫулла та шывсӑр лармӗҫех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Регионсем хушшинчи «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ «Авалхи пӑлхарсем ӳнер ӑсталӑхӗнче» ятпа тӗнче шайӗнчи ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет. Ҫак темӑсемпе ӳкерме юрать: ○ Метте (Модэ) империйӗ; ○ Аттил империйӗ; ○ Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ; ○ Ӑспарух Танай ҫине куҫни, Танай Пӑлхарне никӗҫлени; ○ Перещепинӑри Купратӑн вилтӑприйӗ; ○ Хасар хаканатӗнчи Сӑварсен патшалахӗ; ○ Танай Пӑлхарӗн историйӗпе ӑс-пурлӑхӗ; ○ Ылтан Уртапа Хусан ханлӑхӗ вӑхӑчӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе ӑс-пурлӑхӗ. Ӑмӑрту 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗпе 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене ярса памалли адрессем: 428000, Раҫҫей, Чӑваш Республики, К.Маркс ур., 38 ҫурт, 5 корп., 402 пӳлӗм. (ӗҫ вырӑнӗ); 428027, Раҫҫей, Чӑваш Республики, Эгер бульварӗ, 47 ҫ, 113 хв. (кил). E-mail: tafajev@gmail.com. Инҫесас: 8-917-673-21-85 (карас), (8352) 62-61-49 (ӗҫри), 54-67-10 (килти). Профессор Тафаев Геннадий Ильич. |
![]() Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче «Савӑнатӑп эс пуртан» альбом тунхӑ ятпа Тактор тӑвакансен Культура керменӗнче Анатолий Никитин композитор хӑй кӗвӗленӗ юрӑсенчен йӗркеленӗ концерт ирттерет, пурне те пырса курма сӗнет! Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Концерта «Янташ» ушкӑн тата ытти паллӑ юрӑҫсемпе артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Билетсене культура керменӗн кассинче туянма пулать (тел. 51-25-20). Тактор тӑвакансен КК адресӗ: Шупашкар, Эгер бульварӗ, 36 ҫурт. |
![]() Карап стартра Темиҫе хут куҫара-куҫара пынӑ хыҫҫӑн SpaceX компанин Dragon карапӗ тинех пӗтӗм тӗнчен космос станцийӗ патне вӗҫсе кайрӗ. Темиҫе минут иртсен карап орбитӑна ӑнӑҫлӑ тухрӗ. Унӑн вӗҫевне NASA кӑтартса тӑчӗ — ҫапла май патшалӑх тума хутшӑнман чи пӗрремӗш космос карапӗ епле вӗҫнине пӗтӗм тӗнче сӑнама пултарчӗ. Dragon карапа, чӑвашла ӑна Аҫтаха теме пулать, космос уҫлӑхне Falcon 9 (ӑна та SpaceX ӑсталанӑ) ракета кӑларчӗ. Карапра ҫын ҫук, вӑл станцие апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ хатӗрсем илсе ҫитермелле. Каялла пушӑ таврӑнмӗ — 660 кило таякан кирлӗ мар япала станцирен антарӗ. Ку вӗҫеве темиҫе хут те куҫарчӗҫ. Кӑҫал (маларах пӗлтӗр палӑртнӑччӗ те, чӳк вӗҫӗнче, анчах ӗҫ тухмарӗ) чи малтан унӑн акан 30-мӗшӗнче вӗҫсе хӑпармаллаччӗ, анчах та, кӑлтӑксем тупӑннӑран, вӗҫсе хӑпарасси пулмарӗ. Кайран вӑхӑта ҫӑвӑн 19-мӗшне куҫӑрчӗҫ — карап дивгателӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн компьютер вӑй-хӑват хатӗрӗсенчен пӗринче пусӑм кирлинчен ытла пысӑк хӑпарса кайнине асӑрханӑ. Халь вара, тинех, карап космос уҫлӑхне хӑпарма пултарчӗ. Мӗнех, космоса патшалӑх пулӑшӗвӗсӗр те тухма пулать — кӑна PayPal тӳлев системине никӗслекенсенчен пӗри Элон Маск кӑтартса пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесс районӗнчи Эврел ялӗнче Совет Союзӗн Паттарӗн Виктор Иванович Ерменеевӑн бюстне уҫрӗҫ. Ун авторӗ — чӑваш халӑх ӑсчахӗ Николай Кондрашкин. В.И.Ерменеев ҫак ялта 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1944 ҫулта фронтра артилерист пулнӑ — тупӑсен командирӗ. Нимӗҫсен самолёчӗсем бомба пӑрахма пуҫласан наводчик аманать. Ерменеев ун вырӑнне йышӑнать те 3 самолётне персе антарать. Уява Геройӑн мӑшӑрӗ Ольга, ветерансем, пуҫлӑхсем, ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ. Митинг хыҫҫӑн «Савӑнӑҫ» тата «Телей» ансамбльсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ. |
![]() Николай Васильевич Фёдоров Паян Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Министрсен Кабинечӗ йӗркеленчӗ. Правительствӑна унчченхи президент Дмитрий Медведев ертсе пырӗ. Малтанхи министрсенчен ҫурри тенӗ пек хӑйсен вырӑнӗсене упраса хӑварчӗҫ — хӑшӗ-пӗри валли ҫеҫ ҫӗнӗ правительствӑра вырӑн тупӑнман. Сӑмахран, энергетика ыйтӑвӗсемпе малашне Александр Новак ӗҫлӗ. Минздравсоцразвити министерствине икке пайланӑ хыҫҫӑн — малашне Ӗҫ министерствипе Сывлӑх сыхлав министерстви пулӗҫ — Татьяна Голикова валли вырӑн тупӑнман. Сывлӑх ыйтӑвӗсемпе Вероника Скворцова ӗҫлӗ, Ӗҫ министерствине Максим Топлин ертсе пырӗ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствине вара малашне Николай Фёдоров ертсе пырӗ — пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл унччен нумай ҫул хушши пирӗн республика президенчӗн ӗҫне туса пычӗ. Малашне вара пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурхи тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене Вӑрнар районӗнче 9670 гектар акса хӑвармалла. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫ кӑтартӑвӗ — 7212 гектар е плана 75% пурнӑҫланӑ. Ҫурхи тулӑ 2026 гектар, урпа — 4600, пӑрҫа йышши культурӑсем 585 гектар акса хӑварнӑ. «Луч», «Мураты» хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне хывса пӗтернӗ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуҫалӑхӗсен тырӑ пуссинче те ӗҫ вӗҫленмелле. Кӗр тыррисен пӗр лаптӑкӗ ҫанталӑк условийӗсене пула пӗтнине шута илсе «Луч» кооперативра ҫурхисене планпа палӑртнинчен 130 гектар ытларах акса хӑварнӑ. «Кӗҫех уй-хир ем-ешӗл кавирпе витӗнӗ», — савӑнӑҫне пытармарӗ Вячеслав Егоров механизатор. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пуринчен пысӑк: тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 3148 гектар акмалла. Ҫак вӑхӑт тӗлне пулас тухӑҫ никӗсне 1840 гектар хывнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑракансем ҫуллен кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ. Акӑ Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хальлӗхе 155 гектар акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |