![]() Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ пулин те, вӑл кун ҫинчен паян та Шупашкар хулин хӑш-пӗр ҫыннисемпе ШӖМ ӗҫченӗсем сӑмахлаҫҫӗ. Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ирхине Граждански урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кафене вӑрӑ-хурах чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ пулнӑ-мӗн. Асӑннӑ кафе ЧОП сыхлавӗпе усӑ курса тӑнӑ. Ҫурт-йӗрти сигнализаци ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑсем кафене кайса пӑхнӑ. Анчах вӑл вӑхӑталла вӑрӑ тарма та ӗлкернӗ иккен. Хуралҫӑсем нимӗнле иккӗлентерекен пулӑма асӑрхаманнипе каялла ҫул тытнӑ. Вӑрӑ-хурах вара ҫав вӑхӑтрах каферен инҫе мар тӑнӑ. Хуралҫӑсем кайнине сиссенех пӗр иккеленмесӗр таврӑнса икӗ система блокне, 3 монитора, 3 флэшкарта вӑрласа тухнӑ. Ҫарату вырӑнне полицин 5-мӗш пайӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Кафе пӳлӗмне тӗпченӗ, видео ҫыракан камерӑн материалӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем шырава тухнӑ. Ку вӑхӑталла вӗсем кам ҫаратма пултарнине те пӗлнӗ ӗнтӗ. Хураха полицин 5-мӗш пайӗн ӗҫченӗсем ҫав кунах 19 сехетсенче тытса чарнӑ. Кафене ҫаратаканни Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын тесе шутлаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑрӑ-хурах кӗске вӑхӑт хушшинчех полицайсен аллине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Красноармейскинчи ҫӗнӗ палӑкӗ Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне палӑртакан хӑйне майлӑ палӑкпа пуянланнӑ. 76 миллиметрлӑ девизи тупине ялти Мухтав монумӗнчӗпе ҫуммӑн вырнаҫтарнӑ. Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫинче тупӑ чи анлӑ усӑ куракан хӗҫ-пӑшалсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӗсемпе самай хушӑ усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак кӑрал паянхи кун та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. «Вӑрҫӑ палӑкне Чӑваш Республикине Курган облаҫӗнчен ҫитернӗ. Тупӑна вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлнелле палӑка майлаштарса лартассине вӗҫленӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче. Ял таврашӗнче ҫавӑн йышши палӑксене лартасси ӳсекен ӑрӑва паттӑрлӑх туйӑмне ӳстерессе, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессе, чунӗсенче ҫирӗплетме пулӑшасса шансах тӑрас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнчипе паллӑ чӑваш сӑвӑҫи К.В. Иванов хӑйӗн «Нарпи» поэминче этемӗн мӑнаҫлӑхӗ пирки ҫапла ҫырать: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Вӑйли ҫук та этемрен: Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче Хуҫа пулса вӑл тӑрать». Чӑнах та, ҫутӑ тӗнчере этемрен вӑйли ҫук пекех туянать. Анчах пур этем те хӑй тӗнчинчен иртейместех. Кирек хӑш саманара та, кирек хӑш вӑхӑтра та тулли е «катӑк» пурнӑҫпа пурӑнакансене этемлӗх чысӗнчен кӑларакан кӑлтӑксем пур. Вӗсем шутне сывлӑха самаях хавшатакан тӗрлӗрен алкоголь шӗвӗксем, ӳпкене пӗтерекен чӗлӗмсем кӗреҫҫӗ. Кашни ҫулах тенӗ пек пуҫлӑхсем асӑннӑ ыйтупа пуҫсене ватаҫҫӗ, хытӑ меслетсем шыраса ҫынна сиенлӗ йӑларан пушшех хӑтӑлтарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кӑҫал та, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗнче ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗрӗ. Ку саккун обществӑллӑ вырӑнсенче чӗлем туртма чарать имӗш. Ҫынсем йышлӑрах ҫӳрекен вырӑн шутне вӑрӑмрах маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене те кӗртнӗ иккен. Ку хыпара ИТАР-ТАСС пӗлтерӳ агенстви те ҫирӗплетет. Вӑрӑм ҫула тухнӑ пассажирсен хушшинчи чӗлӗме паклаттарма кӑмӑл тӑвакансем «чунӗсене» малашне чарӑну тунӑ вӑхӑтра ҫеҫ, платформа ҫине тухса кантарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ача ҫураласси ҫемьере яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Пепкем ҫуралнӑранпа ашшӗ-амӑшӗсене ырӑ тӑрмашусем кӗтеҫҫӗ. Ачана ят парасси те хӑйне май самаях шутлатаракан ӗҫ-пуҫ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепке мӗнле ятӑрпа пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑни — пӗтӗмпе ашшӗ-амӑшӗнчен килет. Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче ака уйӑхӗнче пӗтӗме 163 пӗчӗк шӑпӑрлан ҫуралнӑ имӗш. Вӗсенчен 79 — арҫын ача, 84 — хӗрача. Хулана пӗтӗмӗшле илсен вара ака уйӑхӗнче 657 пепке ҫуралнӑ. Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ пепкемсене ят панӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ ытларах Кирилл (10) тата Александр (8) ятсем кӑмӑлланӑ. Асӑннӑ уйӑхра хӗрача ячӗсем хушшинчи чи паллӑ ят вара — Виктория (9) тата Полина (6). Унсӑр пуҫне ҫак районтах ашшӗ-амӑшӗ ачана ят парас ӗҫ-пуҫра хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулакан ятсем те тӑтӑшах усӑ курнӑ: Матвей, Марк, Арнольд, Евдоким, Ролан, Богомил, Ева, Злата, Ариадна, Раиса, Амелия, Мариям, Таисия тата ыт. те. Ҫак йыша вуланӑ майӑн вӗсен хушшинче чӑвашла ятсем ҫуккине сайра тӗл пулаканнисен шутне кӗменнипе ӑнлантарма пулӗччӗ те, анчах та чӑннипе вара вӗсем ҫинчен халӑх пӗрре те пӗлмест пулас. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу кунӗсем ҫитнӗрен ҫурт-йӗрсенче ӑшӑту тапхӑрӗ вӗҫленчӗ пулин те коммуналлӑ хуҫалӑхсӑм ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. 2013–2014 ҫулсенчи ӑшӑту сезонне хатӗрленес тӗллевсемпе «Коммуналлӑ технологисем» ТМЯО предприяти ҫитес кунсенче Шупашкар хулинчи магистраллӑ, кварталлӑ вӗри шыв пӑрӑхӗсен каналӗсен гидравлика тӗрӗслевне ирттерме паллӑртнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи («В.И. Чапаев ячӗллӗ ПО», ТЭЦ-1, ТЭЦ-2 ФГУП котельни) планпа киллешӳллӗн ҫу уйӑхӗн 14–17 кунсем хушшинче ҫурт-йӗрсенче вӗри шыв кранран вӑхӑтлӑха юхма чаранӗ. Хула центрне тивӗҫтерекен ТЭЦ-1 котельнинче вӗри шыва ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшччен чарӗҫ. Кӑнтӑр районӗнче (ТЭЦ-2) ӗҫсем ытларах пырӗҫ, 14–18 кунсем хушшинче. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вара кил-ҫуртсенче 14–16-мӗш кунсем хушшинче вӗри шыв юхма чарӑнать. Унсӑр пуҫне тата «Коммуналлӑ технологи» организаци кӗркуннехи-хӗллехи 2013–2014 ҫулсенчи ӑшӑту тапхӑрне хатӗрленес тӗллевсемпе ятарлӑ план хатӗрленӗ. Планпа килӗшӳллӗн ӑшӑту тетелӗсен 9 яхӑн ҫухрӑма, 17 хурана, шыва вӗрилентерекен 20 секцие, 10 насуса тата 25 техника ҫурт-йӗрӗсене тӗплӗ юсав кӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Дмитрий Топовин ӑсчах тупнӑ япаласене кӑтартать Чулхулари Лобачевский ячӗллӗ патшалах университечӗн археологӗсем укҫасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем Богородски районӗнчи ӗлӗкхи вил тӑпрана тӗпчеҫҫӗ. Маларах вӗсене ҫак ӗҫшӗн укҫи-тенкине тӳленӗ иккен, анчах пӗлтӗр укҫа ҫӑлкуҫӗ сӳнсе ларнӑ. Ҫавах та кӳршӗлле тӑрахри ӑсчахсем алла усса лармаҫҫӗ — укҫа кӗтсе ларсан ҫак вил тӑпри патне «хура шыравҫӑсем» ҫулӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсем ӑслӑлӑх шайӗнче ӗҫлемеҫҫӗ-ҫке — чи кирли пуян тупра тупасси. Истори тӗлӗшӗнчен пуян япалана вӗсем паха тимӗр шайӗнче ним мар сутса яма пултараҫҫӗ. Ак, тӗслӗхрен, пӗлтӗр археологсем кунта пин ҫурӑ ытла выртнӑ хӗҫе тупнӑ — авринчи кӗмӗл ҫак таранччен упранса юлнӑ, тутӑхман. Укҫа-тенкӗне вара федераци шайӗнче уйӑраҫҫӗ иккен, вырӑнти влаҫрисем патне сукмак хывнинче усси тухман. Кӳршӗлле тӑрӑхри Богородски районӗнчи вил тӑпри IV–VI ӗмӗрсенче пулнине палартаҫҫӗ. Ун чухне вӑл тӑрӑхра финн йӑхӗсем пурӑннӑ, вӗсем меря, муром, мӑкшӑсемпе ҫармӑссем ҫине пайланса пӗтеймен пулнӑ-ха. Археологи тата истори тӗлӗшӗнчен пӑхсан унта тупнӑ япаласем чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла, ӗнертенпе пирӗн сайтра хыпарсен йышӗ 2 500 иртрӗ. Малтанхи кӑтартӑва, 1 500 хыпар йышне эпир 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫитсеччӗ (2 пин шутне палӑртмасӑр хӑварса). 500 хыпара ҫырма ун чухне пире ҫулталӑк (2010, ҫурла вӗҫӗ) кирлӗ пулчӗ пулсан, хальхинче информаципе пуянланас ӗҫ самах хӑвартланчӗ теме пулать. Унсӑр пуҫне пирӗн малашне ҫӗнӗ проект ӗҫлеме пуҫлӗ — «Хыпарла 2». Унпа килӗшӳллӗн эпир ятарласа икӗ журналиста тытӑпӑр — вӗсем кунне 5-шер хыпар ҫырма шантараҫҫӗ. Кама илессине палӑртрӑмӑр теме пулать — ун пирки сире, вулаканӑмарсем, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗлтерӗпӗр. Кашни кун пирӗн сайт 10 ҫӗнӗ хыпарпа пуянланса пыни пирӗн сайтра ҫӗнӗ ҫынсем ытларах явӑҫасса шанатпӑр. Енчен те сирӗн Чӑвашри тӗрлӗ енлӗ хыпар-хӑнара пӗлсе тӑрас килет пулсан — пирӗн пата хӑнана кашни кунах кӗрсе тухни пӑсмӗ. Эпир тӳре-шаран ӗҫӗнчи кӑлтӑкӗсене те, вӗсен ӳсӗмӗсене те палӑртсах тӑрӑпӑр. Тӗрлӗ сферӑри хыпарсене ҫутатӑпӑр — ял хуҫалӑхӗнчен пуҫласа экономика таранах. Чӑваш ҫӗрӗнчисене ҫеҫ мар, Раҫҫейпе тӗнче шайӗнчисем те пулӗҫ. |
![]() Хулара пурӑнакансен паянхи кун та самаях ҫивӗч тӑракан ыйту вӑл — хӑйсем пурӑнакан ҫуртӑн подъезденче мӗнлерех майпа яланлӑха тасалӑхпа йӗрке тытса пырасси. Ҫӳп-ҫап пӑрахма, ӳнерҫӗ ӑсталӑхне хӳме ҫинче аталантарма юратакансем ҫуртра пурӑнакансемпе, подъезд хӑнисем хушшинче те самаях тупӑнаҫҫӗ. Шупашкар хулинче, Короленко урамӗнчи 6-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ подъездра нумай та пулмасть ҫак ыйтупа хӑйне евӗрле кӗрешме шутланӑ. Вырӑс чӗлхипе хут таткинче ҫырнӑ питлевлӗ чӗнӳ «Ҫуп-ҫап пӑрахрӑн пулсан — нӑрӑхлатма ан ман» подъездра ҫӳпӗлеме юратакансем валли хӑйне майлӑ девиз пулса тӑчӗ тейӗн. Пыльчӑк ҫинче йӑваланса выртма юратакан чӗрчун ятне илес маррисем тӳррех паллӑртнӑ ҫын йӗркисене пӑхӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 6-мӗш подъездра нӑрӑхлатакан ҫын юлманнине ӗнентереҫҫӗ. |
![]() Ҫу кунӗсем ҫитнӗрен вутпа кӗрешекенсен ӗҫӗ самаях ӳсрӗ. «Хӗрле автан» никама та, нимӗн те шӗллемесӗр хӑйӗн вутӗнче кил-ҫурт пурлӑхне те ҫынсен пурнӑҫне те илсе каять. Вутпа ҫунтарнӑ курӑк хыҫҫӑн ҫӗнӗ тата ем-ешӗлрех, ӑнӑҫлӑ курӑк ӳссе ларасса ӗненекенсем кунсерен ӳсекен симӗслӗхе чӗртсе ярса пушар инкекне лекеҫҫӗ. Паянхи куна Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑран курӑк чӗртсе инкек тухнӑ 580 пулӑм регистрациленӗ. (Пӗлтер ҫак вӑхӑтпа килешӳллӗн 224 пулӑм). Ҫу уйӑхӗн 1-5 кунсем хушшинче пушар сиксе тухнӑ шучӗ 160 ҫитнӗ. Курӑка асӑрханулӑрах ҫунтарманнине пула республикӑра 8 пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ҫунакан курӑкран ҫулӑм кӳршӗри ҫурт-йӗрсем ҫине куҫа пӗтемӗшле 6 тӗрлеререн усӑ куракан строенийӗсем пӗтернӗ. Вут айӗнче пӗтне кил-ҫурт таврашӗнчи хуҫалӑх шучӗ малашне те ӳсме пултарӗ. Пӗтӗмпе ҫын асӑрханулӑхӗнчен килет. Вут-ҫулӑм проблемине ҫиелтен пӑхакансем нумай чухне хӑйсем куҫа-куҫӑн ҫак инкекпе тӗл пулсан ҫеҫ вут-ҫулӑм хӑрушлӑхне ӑнланса илӗҫ, тен, малашне те асӑрхануллӑрах пулӗҫ. «Хӗрле автана» чӗртрӗр пулсан, тархасшӑн, хӳринчен ан вӗҫертер. Асӑрхануллӑрах пулӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Шупашкар хулинчи машин тӑвакан текникумра вӗренекен студента вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн суд 7 ҫуллӑха колонийе ӑсатмалла тунӑ», — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикин прокуратуринче. Следстви материалӗ тӑрӑх юпан 29-мӗшӗнче 19 ҫулхи Сергей Абржин техникум коридорӗнче вӗрентекенпе тытӑҫса илнӗ. Студента тата унпа тӑракан каччӑсене техникум преподавателӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли ҫинчен асӑрхаттару туни килӗшмен пулас. «Ытти вӗрентекенсемпе студентсем умӗнчех Абржин тата следстви ятне-шывне тӗпчесе ҫитереймен каччӑсем преподавателе ураран ӳкерсе алӑпа-урапа ҫапса-тапса ҫав терийӗх хаяррӑн ватнӑ», — паллӑртаҫҫӗ следстви хутӗнче. Ҫак тискерлӗхе пула преподаватель хытах сусӑрланса инвалид тӑрса юлнӑ. Хӑйне тунӑ айӑпа Абржин пайӑмлӑ ҫеҫ йышӑннӑ. Студент шухӑшӗпе вӑл вӗрентекен сӑмахӗсемпе килӗшсех кайман, вара чӑтса тӑраймасӑр преподавателе алла чышкӑласа питрен ҫиҫсе янӑ. Ҫакна пула вӗрентекен ура ҫинче тытӑнса юлаймасӑр бетонлӑ урай ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ. Анчах судӑн медицина эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Сергей Абржин каланӑ сӑмахсем суя пулнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |