![]() Чӗмпӗрти чӑваш ҫурчӗ Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать. Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ. Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ. Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ. |
![]() «Янташ» хӗрӗсем Нарӑсӑн 14-15-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Юрату кунне халалласа «Ах, юрату, юрату» пысӑк концерт ирттереҫҫӗ! Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра. Концертра «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ытти паллӑ артисемсем те хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Валерий Клементьев, Александр Нефрит, Дипендра Мани тата ыттисем. Пурне те ҫак концерта йыхравлатпӑр!!! «Янташӑн» тепӗр концерчӗ вара Трактор тӑвакансен кульутра керменӗнче пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑйӑ саманчӗ Иртнӗ канмалли кунсенче Вӑрмарти хоккей лаптӑкӗнче Вӑрмарпа Тӑвай районӗсен хоккей ушкӑнӗсем хушшинче тӗлпулу иртрӗ — вӗсем ҫак вӑйӑра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ. Кӳршӗллӗ районсен ушкӑнӗсен тӗлпулӑвӗ 5:5 счётпа вӗҫленчӗ. Матч хыҫҫӑнхи хушма вӑхӑтра вара мала вӑрмарсем тухрӗҫ — 2:1. Пӗлме: нарӑсӑн 14–15-мӗшсенче Йӗпреҫре республикӑн VI хӗллехи ял спорт вӑййисем иртӗҫ. Ку тӗлпулу икӗ ушкӑншӑн та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленас тӗлӗшпе самай пысӑк пулӑшрӗ теме пулать. Сӑнсем (85) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать. Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ. Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ. Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла. Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче (Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлет) кӗнеке эрни уҫӑлчӗ. «Кӗнеке — лайӑх юлташ» утренник иртрӗ. Хӑнана, ачасем патне, Буратинӑпа Пӗлменскер пуканесем ҫитрӗҫ. Буратино ачасене тупмалли юмахсем пачӗ. Хӑнана, ачасем, кӗнеке ҫинчен ваттисен сӑмахӗсем, сӑвӑсем каласа пачӗҫ. Буратино кӗнеке мӗнрен пулнине, ӑна кӑларма нумай ҫын кирлине каласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлерӗҫ. Пӗлменскере телеграммӑсене салатса пама хаваспах килӗшрӗҫ. Буратино пӗтӗм ачасене вулавӑша хӑнана чӗнсе хӑварчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Н. Плотников сӑнӗ Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман. Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ. ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй посёлока нумай пулмасть Туҫи ялӗнче шар курнӑ кил-йышсем куҫа пуҫларӗҫ. Вӗсем кунта вӑхӑтлӑха кӑна вырнаҫӗҫ — хӑйсен ялӗнче ҫӗнӗ ҫурта хӑпартса лартиччен. Ӑна кӑҫалах, юпан 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Ҫыранхӗрри урамӗнчи 8-мӗш ҫурта ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, 4 ҫемье куҫрӗ. Ыттисене ҫек эрне вӗҫӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн. Вӑхӑтлӑх хваттерсемпе пурӗ 8 ҫемье усӑ курма килӗшнӗ. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Туҫи ялӗнче газ сирпӗннине пула пурӗ 40 ҫын хваттерсӗр юлнӑ. Ыттисем хальлӗхе хӑйсен тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑнма шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен. Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ. Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кураври пуканесем Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ. «Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ. Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет. «Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |