Трак тӑрӑхӗнче чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа пултарулӑх фестивалӗн ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Акӑ, тин кӑна республикӑри районсем хушшинче иртекен уҫӑ инҫет викторина вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ тата методикӑпа информаци центрӗ йӗркеленӗ. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхӗпе культури вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инҫет викторина ыйтӑвӗсем Нестер Янкасӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин тишкерме хистеҫҫӗ. Электрон почтипе пурӗ 248 хурав килчӗ. Республикӑри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районӗнчен – 84, Вӑрмар районӗнчен – 22, Елчӗк районӗнчен – 20, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен – 16, Вӑрнар районӗнчен – 12, Канаш районӗнчен - 10 хутшӑннӑ. |
Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӑрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти шкулсенче 10-мӗш класс вӗренекенӗсем хушшинче иртрӗ. Унта кашни шкулта чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ.. Вӗсем чӗлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсене тишкерчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Вӗсем вара финалта, 3-мӗш турта, тупӑшрӗҫ. Ачасем аналитикӑлла тата тӗпчев ӗҫне ҫывӑх ӑнлавсене тишкерчӗҫ. «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне Пикшик шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Анисимова Ольга ҫӗнсе илчӗ (учителӗ – Тихонова Л. |
Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт, Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе. Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр, Вӑл халӗ кирлӗ халӑха! Ухсай Яккӑвӗ Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар пулчӗҫ. Кашни класрах вӗрентекенсем «И.Я.Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. Сӑмах май, пирӗн ялти Яков Макарович Макаров 1883-1887-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран Теччӗ ҫывӑхӗнчи пӗр ялта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. Анастасия Ивановна Игнатьева та Яковлев шкулӗнче ӑс пухнӑ. Ӗмӗрне ачасене вӗрентсе ирттернӗ . И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. |
Паян, акан 24-мӗшӗнче «Халап хапха тӑрринче...» ятлӑ литература конкурсӗ пуҫланать! Ӑна ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене тӑван ене, унӑн культурипе историне, юмах-халапне тӗпчес, литература пултарулӑхне аталантарас, тӑван халӑхӑн, тӑван ял-хулан, тӑван тавралӑхӑн чи кӑсӑк енӗсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Литература ӑмӑртӑвне шкул ачисем, вӗрентекенсемпе профессиллӗ ҫыравҫӑсем шутне кӗмен ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин верентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе историйӗн пайӗ, «Чӑваш халӑх сайчӗ», Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр те эпир кун йышши конкурса ирттерсеччӗ. |
Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ. Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ. Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ. Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ: 1. |
Ыран, кӑнтӑрла, 13 сехетре «Чӑваш Ен» наци радиовӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, наци вулавӑшӗ умӗнче, ятарлӑ митинг иртӗ — пухӑннӑ халӑх ҫӗнӗ радиостанцине итлеме пултарӗ. Эфира радиостанци Йӗпреҫри (УКХ 72,41 МГц) тата Ҫӗрпӳри (FM 105,0 МГц) передатчиксем урлӑ тухӗ. Пралук тӑрӑх ӑна Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере тата Канашра виҫҫӗмӗш кнопка урла итлеме пулӗ.
|
Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн 1000-мӗш номерӗ тухрӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Хаҫат кӑҫал 20 ҫул тултарать. |
Ака уйӑхӗн 16-мӗш кунӗнче «Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗнче районти шкулсенчи чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унта пӗрремӗш турта ҫӗнтернӗ 10 вӗренекен хутшӑнчӗ. Конкурса ачасем хӑйсен пӗлӳ шайне тӗрӗслерӗҫ. Жюри членӗсен вӗсенчен 5 ача суйласа илмелле. Вӗсенчен пӗри вара виҫҫӗмӗш турта ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрӗ, «Ҫамрӑк ӑсчах — 2009» медаль ҫӗнсе илӗ. Ку конкурс кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗнче «Ҫамрӑк ӑсчах — 2007» ята Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗренекенӗ Степанова Татьяна ҫӗнсе илнӗччӗ, «Ҫамрӑк ӑсчах — 2008» ята вара Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Анисимова Надежда тивӗҫнӗччӗ. Конкурс проекчӗн идейине пурнӑҫа кӗртекенӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Конкурс йӗркипе ҫак сайтра паллашма пулать: http://mixailov.21426s06.edusite.ru/
|
Акан 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче те ҫуракине тухрӗҫ. Чи пӗррӗмӗш ку ӗҫӗ «Гигант» ЯХПК-ан I бригади пуҫарӑнчӗ. «Ирень» ятлӑ сорта лартас умӗн удобренипе имҫамлаҫҫӗ — шӑтма пулӑшакан Террасила, Алга 600 микроудобренине, ӳсме пулӑшакан Новосила хута яраҫҫӗ. Уй-хирте тӑрӑшса ӗҫлекенсене район пуҫлӑхӗ С.А. Николаев та пырса саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ.
|
Ака уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулав залӗ илемлӗ сӑмахлӑх тусӗсемпе тулчӗ. Вӗсен йышӗнче пултарулӑх интеллигенцийӗн тӗрлӗ сийӗсем пурччӗ. Пӗрисем – чӑваш литературин сумлӑ тӗчевҫисем: Юрий Артемьевпа Георгий Федоров профессорсем, Валентин Абрамовпа Юрий Яковлев тата Вячеслав Ендеровпа Вера Никифорова ӑсчахсем. Теприсем – проза ӑстисем: Борис Чиндыковпа Аристарх Дмитриев, Надежда Ильинапа Измаил Исемпек тата Владимир Степановпа Ион Шеремет. Виҫҫӗмӗшсем – поэзи пахчин шӑпчӑкӗсем: Раиса Сарпипе Петӗр Яккусен, Марина Карягинӑпа Надежда Сельвестрова. Чӗлхеҫӗсем те самаях йышлӑ: Атнер Хусанкайпа Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецовпа Леонид Петров... Кӗвве-ҫемме кӑмӑллакансем Николай Казаков композитора тӳрех палласа илчӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |