![]() Якутин патшалӑх пухӑвӗ Якути патшалӑх пухӑвӗн депутачӗсем хӑйсен Президентне Ил дархан ятпа улӑштарма сӗннӗ. Чӑвашла куҫарсан, тӑрӑх ертӳҫи пулать. Якутлипе пӗрле вырӑсли те пулӗ — Глава. Республика пуҫлӑхӗн ячӗ икӗ чӗлхеллӗ пулни икӗ халӑха — якутсемпе вырӑссене — туслӑрах пурӑнма май парӗ тесе шутлаҫҫӗ депутатсем. Каласа хӑварас пулать, сӗнӳсем хушшинче ытти вариантсем те пулнӑ: дархан (чӑв. «ертӳҫӗ»), аан дархан («аслӑ ертӳҫӗ»), багылык («кӑлава», «пуҫлӑх»). Вӗсене пӑрахӑҫласа «ил дархан» суйласа илнӗ. Ку ятсене кӗртме республика Конституцине улшӑнусем кӗртме тивӗ. Ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра пӑхса тухма палӑртнӑ — ҫӗртмен 8-мӗшӗнче. Чӑн та республикӑн ертӳҫи ячӗ тӗп халӑх чӗлхипе те пулсан епле килӗшӳллӗ пулӗччӗ. Сӑмахран, вырӑсла «Глава» ҫумне чӑвашла ята та хушсан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Валентин Абрамов Паян ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов вилсе кайнӑ. Сывпуллашу ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ЧНК ҫурчӗ умӗнче иртӗ. 10 сехет тӗлне пымалла. Кайран тӑван ялне, Кӑшнаруя, пытарма илсе кайӗҫ. Валентин Александрович Абрамов 1958 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑшнаруй шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ, Чурачӑк шкулӗнче 11 класлӑ пӗлӳ илнӗ. 1977-82 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ-ра аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1983 ҫултанпа университетӑн чӑваш филологипе культура факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Валентин Александрович филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Ӑна чылай хисеп хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе, «ВДНХ СССР ҫамрӑк хутшӑнаканӗ» медальпе чысланӑ. | ||
Масар ҫулӗ![]() Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ вӑхӑтлӑх. Кунта эпир хӑнара ҫеҫ. Кашни ҫын юлашкинчен ҫак ҫут тӗнчерен масар ҫулӗпе леш тӗнчене ӑсанать. Пирӗн вара, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – вилнӗ ҫынсене хисеплесе асӑнасси, вӗсене асра тытасси, масар ҫине кайса ун йӗри-тавралӑхне тирпейлесе тӑрасси, масар синчи хӗрессене, палӑксене упрасси, ҫӗнетесси, вӗсен вил тӑприйӗсене тирпейлесе тӑрасси. Нумай ялсенче масар патне пыракан ҫула асфальт е хыт чул сарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах нумай ялсенче ҫак ҫул питӗ япӑх. Унчченхи вӑхӑтра колхозсен вӑйӗпе сарнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫак ҫула тирпейлеме ытларах ял халӑхӗ хӑй тӑрӑшать. Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗн аслӑ урамне совет саманинче асфальт сарса юлайнӑ пулсан масар патне каякан ҫул питӗ япӑхччӗ. Кашни ҫулах ҫимӗкре ял халӑхӗпе пӗрлех ютра пурӑнакан Вӑтаел ҫыннисем масар ҫине вилнӗ тӑванӗсене асӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫав кун чылай чухне ҫумӑр ҫунипе масар патне машинӑсемпе пыма ҫав тери йыварччӗ. Ку нумайӑшне пӑшӑрхантаратчӗ. Ҫавӑнпа ютра пурӑнакан Вӑтаелсем пуҫарнипе кӑҫал ҫак ҫула тирпейлеме шутларӗҫ. | ||
![]() Ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче Республика шайӗнче иртнӗ «Архив хучӗсенчи истори» ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата таврапӗлӳ ӗҫӗсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин культура тата наци политикипе архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫсем палӑрнӑ: «Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӑн историйӗ» поминацире: • лауриатсем — Козлов Федор Николаевичӑн «Голод 1921-1922 годов и изъятие церковных ценностей в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри 1921-1922 ҫулсенчи выҫлӑх тата чиркӳн хаклӑ япалисене туртса илни) монографийӗ; Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Максимова Анна Геннадьевна, Поликарпова Алина Анатольевна, Потатурина Марина Викторовна — хатӗрленӗ «Ради жизни на земле» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурӑнма) виртуаллӑ курав; • дипломантсем — Алжейкина Галина Владимировнӑн «Чувашский республиканский Дом народного творчества в XX веке» (чӑв. Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗ XX ӗмӗрте) монографийӗ; Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Васильева Татьяна Петровна, Выйкин Сергей Ильич, Питернова Валентина Федоровна, Чибис Александр Алексеевич, Щербаков Сергей Владимирович — хатӗрленӗ «Неизвестная война: секретные постановления Совнаркома Чувашской АССР и Чувашского обкома ВКП (б) за 1941-1945 гг. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ташша яра пар!![]() Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь культура ҫуртӗнче районти ташӑ коллективӗсен фестиваль-конкурсӗ пулчӗ. «Ташша яра пар!», фестивале Иккӗмӗш Хурашашра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата Тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне — Алексей Дмитриевич Мокина — асӑнса пӗрремӗш хут ирттерчӗҫ. Фестивале 21 коллектив хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Жюри членӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ администрацин культурӑпа спорт тӗп эксперт-специалисчӗ Александр Самсонов, «Колибри» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗн коллективӗн балетмейстерӗ Наталья Храмова. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне чылай коллектив ҫӗнсе илчӗ. 1-мӗш вырӑна Херлӗ Чутайри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна вара икӗ ушкӑн тухрӗ — Хӗрлӗ Чутай шкулӗн тата Хӗрлӗ Чутайри культурӑпа кану центрӗн ташӑ ушкӑнӗсем. 3-мӗш вырӑна Штанаш, Хӗрлӗ Чутай тата Питӗркасси ял тӑрӑхӗсенчи ташӑ ушкӑнӗсем тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупӑр тӑхӑнтартнӑ самант Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пушкӑртра пулчӗ — кунта Чӑваш культура кунӗсем пуҫланчӗҫ. Мероприятисем Ӗпхӳ, Стерлӗ тата Пушкӑртстанӑн ытти ял-хулисенче иртеҫҫӗ. Чи малтанах Михаил Васильевич «Чǎваш-Арт: изобразительное искусство современной Чувашии» ӳнер куравӗпе паллашрӗ (М.В. Нестеров ячӗллӗ ӳнер музейӗнче вырнаҫнӑ). Пушкӑртстанри наципе культура пӗрлӗхӗсен хастарӗсемпе те курса калаҫрӗ — тӗлпулу Пушкӑртстанӑн наци музейӗнче иртрӗ. Чӑваш культура кунӗсене вара «Нефтяник» КК уҫрӗҫ. Сӑмахсем каланӑ май пирӗн Элтепӗр Пушкӑрт тӑрӑхӗн Пуҫлӑхне шупӑр тӑхӑнтартрӗ, Рустэм Хамитов вара пушкӑртсен елянӗпе бурекне парнелерӗ. Культура керменӗнчи мероприяти «Нарспи» мюзикл лартнипе вӗҫленчӗ, К.Иванов ҫуралнӑ тӑрӑхра ӑна Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем лартрӗҫ. Чӑваш культура кунӗсем Пушкӑртра икӗ кун пыраҫҫӗ — ӗнер тата паян. Паянхи программа: Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Сарпике» балет; «Ҫавал» ансамбль концерчӗ (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ); литература каҫӗ (пушкӑрт тата чӑваш ҫыравҫисен тӗлпулӑвӗ); Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн концерчӗ (Пишпӳлек ялӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Муркаш районӗн хаҫачӗ пуҫласа 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номер «Колхозник сасси» ятпа пичетленнӗ. Хаҫат эрнере пӗр хут, 1200 экземплярпа тухса тӑнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ Ф.И. Малышкин пулнӑ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ятпа район хаҫачӗ 1965 ҫулта тухма пуҫланӑ. Редактор пулса номерсене пичете В.Т. Смирнов алӑ пуснӑ. Хальхинче хаҫат эрнере виҫӗ хутчен вулакан патне ҫитнӗ. Тиражӗ те малтанхи номерсемпе танлаштарсан тӑватӑ хут пысӑкрах пулнӑ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ. Самани те улшӑнчӗ. Район хаҫачӗ вара унчченхи пекех районта пурӑнакансемшӗн кӗтнӗ хӑна пулса тӑрать. Кӗтнӗ хӑна ҫеҫ мар, шанчӑклӑ канашҫӑ та, ҫывӑх юлташ та. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» халӗ 4635 экземплярпа саланать. 21 район хаҫачӗ хушшинче ку 4-мӗш кӑтарту. Пысӑкрах тиражпа паян Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Патӑрьел район хаҫачӗсем ҫеҫ пичетленеҫҫӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» республикӑри тӗрлӗ конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 4 хутчен ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗчӗ, «Прессӑн ылтӑн фончӗ» пахалӑх паллине тивӗҫрӗ. 8 пинмӗш номер пичетленнӗрен район хаҫатӗнче тӗрлӗ ҫулсенче редакторта ӗҫленисене ятран аса илер: Ф. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Пӗлтӗрхи уйлӑхра Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшпе 15-мӗшӗсенче чӑвашсен обществӑлла «Хавал» пӗрлӗхӗ ҫулсерен ирттерекен «Хавал» чатӑр уйлӑхне йӗркелет. Малтанхи хутсенче кайса курнисем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — ӑна чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене кашни ҫул пухӑнассине йӑлана кӗртес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш чӗлхине вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашла пӗлекенсемпе хутшӑнса чӗлхене туйма, халӑх кун-ҫулӗпе, ун культурипе тачӑрах паллашма пухӑнаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке темине те ҫӗклеҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ. Уйлӑхра ҫавра сӗтелсем, лекцисем, тренингсем иртеҫҫӗ, спорт пирки те манмаҫҫӗ — вӑй-хал культурне ҫирӗплетесси йӑлана кӗнӗ те ӗнтӗ. Паллах, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттермесӗр уйлӑх нихҫан та пулман — нумай-нумай тӗпчевҫӗ, ӑсчах кунта пулса курнӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ. Кайса курас кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан — «Вконтакте» халӑх тетелӗнчи ятарлӑ ушкӑна кӗрсе пӑхӑр, унти информаципе паллашӑр. Кӗскен: уйлӑх Шупашкарта иртӗ, эрне хушши пурӑнма 3 000 тенкӗ кирлӗ пулӗ (апат-ҫимӗҫ, ытти тӑкаксем). Утӑн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Вулавӑшри курав Ялти кашни кил умӗнче — паллах, унта пурнӑҫ пур пулсан, тӗп киле ҫулла кӑна килсе каймаҫҫӗ пулсан — чечексем ешереҫҫӗ, иртен-ҫӳрен куҫне савӑнтараҫҫӗ. Вӗсенне кӑна мар пуль, хитре ҫеҫкесем хуҫисен кӑмӑлне те ҫӗклеҫҫех. Нумай пулмасть Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра вырнаҫнӑ вулавӑшра тематикӑллӑ курав уҫӑлнӑ — «Чечеклӗ юмах». Чечекпе илемлетме юратакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ — мӗнлисене лартасси, вӗсен вырнаҫӑвӗ — пурте ҫыпӑҫуллӑ пулмалла. Пӗлсе лартсан чун савӑнӗ, кӑмӑл ҫӗкленӗ. Шӑп та лӑп ҫакӑн пирки вӗренме пулать те куравра. Информаци ҫителӗксӗр пулсан, Тӗнче тетелӗ пулӑшӗ — вулавӑша килсен ун ӗҫченӗсем пулӑшаҫҫех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нарӑсӑн-1-мӗшӗпе акан 30-мӗшӗ хушшинче пирӗн пӗрлӗх «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче эпир ӑна пӗтӗмлетрӗмӗр, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Чи малтанах, шутласа хунӑ тӑрӑх, мала тухнисене хисеп хучӗсемпе ҫулталӑк вӗҫӗнче парнесем парса чыслас тесеччӗ. Анчах чылайӑшӗ ыйтнипе хисеп хучӗсене маларах пама килӗшрӗмӗр. Ҫапла май хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене эсир Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине пырса илме пултаратӑр. Май пулсан, 2012-2013 вӗренӳ ҫулӗн 1-мӗш ҫурҫулӗнче комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр хут ирттерме тӑрӑшӑпӑрах! | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |