Пирӗн республика территорийӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнӗҫ. «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль ӑҫтан каясси пирки татса калама хальлӗхе иртерех-ха. Проекта хатӗрлекенсем икӗ май сӗнеҫҫӗ-мӗн: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Ҫапах та Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн Михаил Янковскин пӗлтернине тӗпе хурсан, малтанхи варианчӗ пурнӑҫа кӗресси пирки ытларах шанма пулать теме май пур. Вӑл проект пурнӑҫлансан чукун ҫул Кӳкеҫ патӗнчен каймалла. Кӑнтӑр вариантпа ҫул хывсан Шупашкартан 13,5 ҫухрӑм инҫерех иккен. Укҫа ҫине куҫарсан кӑнтӑр вариант йӳнӗрех ларать. Тата ҫулӗ те кӗскерех пулӗ: уйрӑмлӑхӗ 10 километр ытларах.
«Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль Раҫҫейӗн 10 регионӗпе иртмелле: Мускав; Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем; Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл, Пушкӑртстан республикисем; Пермь тата Свердловск облаҫӗсем. Ҫул тӑршшӗ 1 620 километрпа танлашмалла. Пуйӑс сехетре 400 ҫухрӑм таран хӑвалӗ. Ҫапла вара вӑрӑм ҫула вӑл 8 сехетре ҫӗнейӗ.