Ӗнер Шупашкарти Университет урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хытах сехӗрленнӗ — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш подъездсенче пурӑнакансем тӗтӗм шӑршине сиснӗ иккен. Аялти хутра пурӑнакансене сывлама уйрӑмах йывӑр пулса кайнӑ.
Хӑраса ӳкнӗскерсем часрах урама чупса тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле — асӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ аптека, банк, парикмахерски ӗҫченӗсем. Кӗҫех пушарнӑйсем те персе ҫитнӗ — ара, вӗсене пӗр арҫын путвалтан тӗтӗм тухни пирки хыпарланӑ-ҫке. Ҫӑлавҫӑсем икӗ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе ҫитсе тӑнӑ. Вырӑнта вӗсем путвала анса пӑхнӑ та ҫулӑм асӑрхаман. Кайран управляющи компани ҫыннисем ку ҫуртра пӑрҫаран дезинсекци ирттернине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ун пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ теҫҫӗ-мӗн, лешсем вара курман, илтмен, пӗлмеҫҫӗ иккен.