Илемлӗ чӑваш тӗрри, Илемлӗ чӑваш тӗрри Тӗрлеме пӗлсен кӑна. Халӑх юрринчен
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлчӗ. Клуба вулав центрӗн ертӳҫи Татьяна Уразаева уҫрӗ. «Ҫак клубӑн пӗлтерӗшӗ – чӑваш халӑхӗн авалхи пуянлӑхне упраса хӑварасси тата ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварасси» - пуҫларӗ сӑмахне вӑл. Чӑваш тӗррин историри аталанӑвӗ пирки, хальхи вӑхӑтра мӗн шайра аталанса пыни пирки Валентина Минеева ал-ӗҫ ӑсти каласа пачӗ. Унӑн ҫак кунсенче тӗрлесе пӗтернӗ, 18 ӗмӗрти орнаментсенчен йӗркеленӗ, сӗтел ҫиттийӗ чӑн-чӑн асамлӑх пекех туйӑнчӗ залра ларакансемшӗн. Кунта кашни эрешӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. «Чи варринче – хӗвел, тӑватӑ айккинче уйӑх паллисем», - тӑсрӗ сӑмахне тӗрӗҫӗ. Залра ытларах Калинин районне кӗрекен шкул ачисем тата Шупашкарти механикӑпа техника техникумӗн студенчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем Валентина Алексеевнӑна тӑршшӗпех хӑйсене интереслентерекен ыйтусем парса пычӗҫ. |
Акан 23-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Янташӑн» черетлӗ концерчӗ иртет — вӗсен ҫӗнӗ программине курма кӑмӑллакансене пурне те унта чӗнетпӗр! Ҫӑвӑн пекех сире савӑнтарма чӑваш эстрадин ытти ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леонида ыйтмалла). «Янташ» — чӑваш эстрада ушкӑнӗ. Ӑна Анатолий Никитин 1992 ҫулта йӗркелесе янӑ. Кунта чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ: Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ыттисем те. |
Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула районти пултаруллӑ вӗренекенсем СССР космонавт-летчикӗ А.Г.Николаев 80 ҫул, Х.М.Миначев академик 100 ҫул, СССР тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх учителӗ П.Н.Чернов 80 ҫул ҫитнине халалланӑ 4-мӗш наукӑпа практика конференцине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи конференци Раҫҫейри Ҫамрӑксен тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпе тӗл килчӗ. Чаплӑ уява Елчӗк район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов хутшӑнчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Шкулта мухтавлӑ юбилярсен ячӗсемпе чаплӑ стендсем йӗркеленӗ. Халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов мухтавлӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлне палӑртса анлӑ доклад турӗ. Петр Никифорович Чернов 1929-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ аслӑ аттелӗх вӑрҫи ҫулӗсемпе тӗл килнӗ май ҫӑмӑлах пулман. |
2009 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисен ирӗкри семинарӗ иртрӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Тутарстан, Пушкӑрт Республикин, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсен пуҫламӑш класс шкул вӗрентӳҫисем пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара ЧРИО ӗҫтешӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.П. Кондратьева доцент ертсе пычӗ. Элӗкри вӑтам шкулти пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисем аслӑ категориллӗ ӑстаҫӑсем Т.Г. Чашкова, Ф.Н. Иванова, Н.Л. Иванова, Г.Г. Арсентьева кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчи шкул ӗҫтешӗсем валли наци шкулӗнчи чӑваш чӗлхи уҫӑ урокӗсене, ҫаплах уроксем хыҫҫӑн 1-4 классенче вӗренекенсемпе вӑйӑпа хевтелӗх ӗҫӗсене ирттерсе кӑтартрӗҫ. Семинарпа пӗрлех шкул директор ӗҫӗсене тытса пыракан В. К. Волков мультимедиапрезентаци меслечӗпе Элӗк шкулӗн пурнӑҫӗпе пӗтӗм енлӗ паллаштарчӗ. В.М. Путеровпа Т.Г. Чашкова авторсен электронлӑ пулӑшу хатӗрӗсен семинарӗ те иртрӗ. Аякри чӑваш вӗрентӳҫисем Элӗкри литературӑпа тӑван ен тӗпчев халӑх музейне ҫитсе курчӗҫ. Хӑнасем уроксемпе семинара хавхаланса ырларӗҫ, вӗрентӳҫӗсене уроксемшӗн, шкулра хӑйсене хапӑл йышӑннӑшӑн чӗререн тав турӗҫ, малашне те пултарулӑх ӗҫӗсенче ӑнӑҫу сунса сывпуллашрӗҫ. |
Акан 11-мӗшӗнче, Андриян Николаев юбилейӗ тӗлне, Толиккасси шкулӗнче «Спорт тата космос» ятлӑ фотокурав уҫӑлать. Ӑна Космонавтика кунне залалласа йӗркеленӗ. Кураври сӑнӳкерчӗксенче Андриян Николаев космоса вӗҫме епле хатӗрленнине, тӑван ҫӗрте иртнӗ тӗлпулусемпе, ӑмӑртусемпе паллашма май пур. Ҫавӑн пекех Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартакан документлӑ фильма курма пулӗ. Шкула Шуршӑлти музей директорӗ А.Н.Тукмаков та килӗ — унпа тӗлпулу иртӗ. Курава йӗркелекенсем: «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» МУК ЧРМ, «СССР летчик космонавтӑн А.Г. Николаевӑн мемориаллӑ комплексӗ» ГУК. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
|
Улатӑрта 2013 ҫул тӗлне Сӑр хӗрринче хула валли нумай функциллӗ ҫӗнӗ кану вырӑнне туса лартӗҫ. Унта спорт площадкисем, пляж, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма май паракан база пулӗ. Кӑҫал ҫак кану вырӑнне кӗрекен пляжа тума пултаракансене шыраса тупма конкурс пуҫарса янӑ. Пляжа тума 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Кану вырӑнӗн проектне Шупашкарти «Проект – мастер» ТМЯО хатӗрленӗ. Проекта хальхи вӑхӑтра Сӑр урлӑ хывакан кӗперӗн сылтӑм енче тума палӑртнӑ. Ун пӗтӗмӗшле хакӗ 41 млн. тенкӗпе танлашать.
|
Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 пинрен иртрӗ. Ӗнер, акан 6-мӗшӗнче 10 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Хайдеггер Мартин ятлӑ нимӗҫ философӗ ҫинчен пулчӗ. Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 125 пин ытла статья тупма пулать) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (3,7 пин), удмурт (400 патнелле), пушкӑрт (430), ҫармӑс, мӑкшӑ (300 ытла), ирҫе (700 патнелле) уйрӑмӗсем. Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать! |
Акан 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансене пӗрлештерекен «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлать. Чӑваш тӗрри тӗлӗнмелле хӑй евӗрлӗ. Кашни эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. Тӗрӗре хӗрлӗ, хура, симӗс, сарӑ тата кӑвак тӗссемпе усӑ курнӑ. Тӗс килӗшӗвӗ пӗр тикӗс, анчах нумай чухне вӑл ҫутӑ ялтӑркка кӗвве куҫать. Пирӗн вӑхӑтра та халӑх ӑстаҫисем хушшинче пултаруллӑ тӗрӗҫӗсем нумай. Вӗсем — Валентина Минеева, Евгения Жачева, Татьяна Жаркова т. ыт. те. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем авалхи меслетсемпе сахал мар усӑ кураҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗлӗх те нумай кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ эреш-ӳкерчӗке вӗсем чечексене, ытти тӗрлӗ ӳсен-тӑрана пӑхса тӑваҫҫӗ. «Тӗрӗ тӗнчи» клубра эпир чӑваш тӗррин кун-ҫулне, культурӑри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне, тытӑмне тишкерӗпӗр. Ҫавӑн пекех практика занятийӗсемпе мастер-классем те пулӗҫ. Мастер-классене паллӑ тӗрӗ ӑстисем ирттерӗҫ. Кам та кам чӑвашӑн асамлӑ тӗррипе интересленет, тӗрлеме вӗренме кӑмӑл тӑвать, ҫавсене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. |
Трак ен тӑрӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Акӑ, хальхи кунсенче республикӑри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлӑ ирттерекен инҫет викторина пырать. Ӑна йӗркелекенӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Виталий Михайлович Михайлов. Паянхи куна 59 хурав килнӗ те ӗнтӗ. Викторина Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӗҫленет. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен районти шкулсенче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен аслӑ класра вӗренекенсем хушшинче "Ҫамрӑк ӑсчах" вӑйӑ-конкурс иртмелле. Вӑл виҫӗ турпа иртет. Пӗрремӗш турӗ шкулсенче иртет, унта шкулти чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен ачана суйласа илеҫҫӗ. Иккӗмӗш турта вара виҫҫӗмӗш тура лекессишӗн тупӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулать. Вӑл чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен 5 ача хушшинче иртӗ. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йӗркелесе пырать. |
Мӑн Шетмӗ шкулне уҫнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ. Халӗ вӑл хӑйсен ентешӗ — Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев — ячӗпе хисепленет. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑтам шкул юбилее пӗрле паллӑ тума кунтан вӗренсе тухнисемпе ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парассишӗн ырми-канми вӑй хунисене, хӑнасене йыхравларӗ. Вӗсене (200 ытла ҫынна) ачасем ҫӑкӑр-тӑварпа, хавас юрӑпа кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисем малтанах шкулпа, вӗренӳ пӳлӗмӗсемпе, ал ӗҫӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Уява Р.Г.Герасимовӑпа И.Н. Петрова йӗркелесе пычӗҫ. Шкул директорӗ, район Пухӑвӗн депутачӗ А.И.Васильев вӗрентӳ учрежденийӗн 175 ҫулхи историйӗпе паллаштарчӗ, шкул халӗ мӗнле пурӑнни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ресурс центрӗ шутланать, унта 138 ача вӗренет. Пурлӑхпа техника никӗсӗ пуян. Шкулта 26 компьютерлӑ класс пур, 5 учитель хӑйӗн сайтне уҫнӑ. Мӑн Шетмӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ. Шкул коллективне сумлӑ юбилейпе район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев саламларӗ. Ку уяв сирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шкул пуянлӑхӗ — учительсемпе вӗрҫнекенсем тата кунта пӗлӳ илсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнисем. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |