Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа газ хакӗ 4,1% ӳсет. Ҫапла майпа 1 пин кубла метршӑн 4688,54 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Ҫак йышӑнӑва ӗнер Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ.
Чӑваш Енри тариф тата конкурентлӑ политикӑн патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш ҫурҫулта газ хакӗ ӳсмен. Утӑ уйӑхӗнче хак ӳснӗ хыҫҫӑн НДСа шутламасан 1 пин кубла метршӑн 3973,34 тенкӗ тӳлемелле. Вӗсенчен 3 057 тенки — курттӑмӑн туянмалли хак. Газа куҫармалли хак — 704,31 тенкӗ.
Патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем газшӑн 3 905 тенкӗрен (Мӑкшӑ Республикинче ҫакӑн чухлӗ тӳлеҫҫӗ) пуҫласа 7 900 тенкӗ таран (Сарӑту облаҫӗ) тӳлеҫҫӗ.
Баллонри газшӑн вара (1 килограмшӑн) 29,18 тенкӗ кӑларса хумалла. Потребитель патне илсе ҫитерес тӗк — 30,41 тенкӗ. Ҫапла майпа хак 4,2% ӳсет. Баллонри газа курттӑмӑн туянмашкӑн 1 тоннӑшӑн 10 480 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку — 422 тенкӗ ытларах.