![]() Нумаях пулмасть Пушкӑртстанӑн Ермеккей районӗ регионти тӗрлӗ культурӑсен тӗп центрне ҫаврӑнчӗ. Ҫулсерен ҫак тӑрӑх Ик регионӗнче пурӑнакан халӑхсен «Земля предков» (чӑв. «Асаттесен ҫӗрӗ») фестивальне ирттерет. Кӑҫал шучӗпе вӑл — вуннӑмӗш. Регион пӗлтерӗшлӗ уявра асӑннӑ тӑрӑхри ял Канашӗсен «Килӗшӳпе туслӑх ялӗ» наци ҫурчӗсене курма пулчӗ. Унта пушкӑрт‚ вырӑс‚ тутар‚ удмурт‚ украин тата мӑкшӑ халӑхӗсен культурисемпе паллаштарчӗҫ. Эрехӗррипе Хурамал ял хутлӑхӗсен ҫуртӗнче вара чӑваш кӗписем‚ тӗрленӗ тата шӑтӑкла ҫыхнӑ япаласем‚ палас тӗртмелли хатӗр‚ ҫатан‚ хӑмла хунавӗсем‚ ҫил арманӗ тата ыттине курава тӑратнӑччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ чӑвашлӑх тени кашни утӑмрах туйӑнчӗ. Республикӑн 12 районӗнчи тата Эрӗнпур облаҫӗнчи хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхне Культура ҫуртӗнче компетентлӑ жюри хакларӗ. Кунта та тӗрлӗ халӑх ташши‚ юрри-кӗвви янӑрарӗ. Шел пулин те‚ чӑваш ушкӑнӗсенчен фестивальте Пелепейри «Илем» фольклор ансамбле ҫеҫ курма пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Гюго каланӑ тӑрӑх, халӑхсене вӗсен литературипе виҫеҫҫӗ. «Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем — этем чунӗн тӗп конструкторӗсем», — тесе вӗрентетчӗҫ пире педагогсем. Вӗсем саспалли вӗренме пуҫланӑ ачан ӑс-тӑн тӗнчине пӗчӗкрен никӗслеҫҫӗ, ҫитӗнекенсен чунӗсенче чи кӑткӑс конструкци хӑпартаҫҫӗ — ӑс-тӑн конструкцине. Ҫавӑнпа та ҫыравҫӑн пултарулӑхӗнчен питӗ нумай килет. Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майнинче вырӑнти сӑвӑ ҫыракансене чысларӗҫ. Нарӑс уйӑхӗнче Юхма Мишши ертсе пыракан ЧР Писательсен союзӗн членӗсен ретне тӑнӑ Лидия Угахинӑпа Михаил Константинов тӗрлӗрен обществӑлла премисем илме тивӗҫрӗҫ. Чыслава Юхма Мишши, Лидия Угахина, Михаил Константинов, шкул ачисем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Константин Яковлев ҫыравҫӑсене чечек ҫыххисем парса саламларӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Чурин Юхма Мишшине Алексеевски районӗ ҫинчен тухнӑ кӗнекен пӗрремӗш экземплярне парнелерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ларура Авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинче право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ хӗсмет ертӳҫисем, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Канашлӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсене хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлесси пулнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Суйлавсем нимӗнле пӑтӑрмахсемсӗр, граждансен прависене пӑсмасӑр, суйлав саккунӗпе килӗшӳллӗн питӗ таса иртмелле. Пирӗн паянхи тӗллев — республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне сӑнаса тӑрасси, халӑха тӗрӗс информацие пӗлтересси», — тенӗ Чӑваш Ен Президенчӗ. Культура, вӗренӳ, спорт учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ҫинчен те уйрӑммӑн каланӑ. Шалти ӗҫсен пайӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех хутшӑнса ӗҫленипе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тӗплӗн паллаштарнӑ. «Эпир тӑвакан пур ӗҫӗн те халӑхсем хушшинчи йӗркелӗхе тытса пыма, ҫынсен сывлӑхне упрама, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшмалла», — тенӗ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ сайт ӗҫлеме тытӑнчӗ — Чӑваш чӗлхи сайчӗ. Тӗнче усӑ куракан ISO 639-1 стандартпа килӗшӳллӗн пирӗн чӗлхен кочӗ — cv. Вӑл стандартӑн 1-мӗш пайне 2002 ҫулта кӑларнӑ, унта пурӗ 136 чӗлхе кӗнӗ (ҫав шутра пирӗн те). 1998 ҫулта ISO 639 стандартӑн 2-мӗш пайне хатӗрлеме пуҫланӑ — унти чӗлхе кочӗсем виҫӗ саспаллирен тӑмалла пулнӑ. Пирӗн чӗлхе валли CHV кода уйӑрнӑ. Ҫак кодсем пирки калаҫӑва мӗншӗн пуҫларӑмар-ха? Сӑлтавӗ вара сайт адресӗнче — вӑл питӗ кӗске, чӗлхе кочӗ евӗрлӗ: CHV.su. Астуса юлма та, браузер йӗркинче ҫырма та питӗ ҫӑмӑл. Сайта чӗлхен тетелти алӑкӗ евӗр тунӑ — унта кӗрсен эсир чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти сайтсене лекме пултаратӑр: электронлӑ вулавӑша, чӗлхе комиссине, сӑмах пуххисен сайтне, инҫет вӗренӳ центрне, орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайтне, педагогсен канашлӑвне. Тепӗр май каласан, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан валли пӗтӗмпех пур! Сайта малалла та аталантарма палӑртнӑ — сӑмахран, чӑваш чӗлхи пирки тӗрлӗ чӗлхепе ҫырса тухма.
Пӗлетӗр-и эсир? ГОСТ 7.75–97 та чӗлхесен кочӗсене палӑртать. Чӑваш чӗлхине ун тӑрӑх «чув», «chv» саспаллисемпе кӑтартма сӗннӗ. Чӗлхен цифрлӑ кочӗ те унта пур — 795. Ҫавӑн пекех тӗнчере ытти стандартсем те ҫук мар: сӑмахран, LS-2010 тӑрӑх чӑваш чӗлхи кочӗ — 44-ААА-аа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Авӑн-юпа уйӑхӗсенче республикӑри кашни ялпа хулара «Йывӑҫ лартса ӳстер» акци иртет. Ҫак тапхӑрта урамсемпе парксене, ҫырма-ҫатрана тӗмӗ-йывӑҫ нумай лартса хӑварма палӑртнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви «Йывӑҫ лартса ӳстер» акцин кӗрхи тапхӑрӗнче авӑнӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен 2010 ҫулта вут-ҫулӑмра пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетес тӗллевпе ӗҫлес пирки пӗлтернӗ. Кун пек ӗҫ-пуҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче те ирттнӗччӗ. Ун чух 35 гектар лаптӑкра 130 пине яхӑн хунав лартнӑ. Республикӑра ҫӗнӗ парксемпе аллейӑсем уҫас, ҫырма хӗррисене йывӑҫсем лартса тухас тӗллевпе субботниксем ирттернӗ. Ӗҫ-пуҫа йӗркелеме влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсем, вӑрман хуҫалӑхӗсем, шкул ачисемпе ахаль ҫынсем нумай тӑрӑшнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви халӗ те ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене, вӗрентӳ учрежденийӗсене, хулара тата районсенче пурӑнакансене «Ҫунса кайнӑ вӑрмансене ҫӗнетер» акцие хастар хутшӑнма йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫак кунсенче тепӗр мемориал хӑмипе пуянланчӗ. Ӑна Раҫҫей ҫарӗн пӗртен-пӗр хӗрарӑм-генералне, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавта, Совет Союзӗн Геройне Валентина Терешковӑна халалланӑ. Аса илтерер, Валентина Владимировна Восток-6 караппа космоса 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вӗҫнӗ. Виҫӗ талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ унӑн вӗҫевӗ. Валентина Терешкова Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар, вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял кинӗ. Урӑхла каласан, ентешӗн летчик-космонавтӑн Андриян Григорьевич Николаевӑн мӑшӑрӗ. Ҫӑлтӑрлӑ ҫемье 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ. Шел те, нумая тӑсӑлман вӗсен телейӗ, хӗрӗ Елена ҫуралсан ҫемье саланнӑ. Валентина Терешковӑна Ҫӗнӗ Шупашкар унччен те сума сунӑ-ха, хула депутачӗсен канашӗн Ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе пӗр урама унӑн ятне панӑ, 1967 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вара ҫак урамӑн пӗрремӗш ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурта уҫнӑ самант Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ. «Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти электроаппарат заводӗнче вӑрттӑн майпа туса хатӗрленӗ реле хатӗрӗсене тӗп турӗҫ. Виҫӗ пысӑках мар компани пуҫлӑхӗсем суя продукцие ҫӗршывӑн 19 тӑрӑхне ӑсатса тӑнӑ, суту-илӳ питӗ ӑнӑҫлӑ пынӑ. Ҫавах та ултавҫӑсене тупса киревсӗр производствӑна чарса лартнӑ. Суя продукцие 2007 ҫулта кӑларма тытӑннӑ. Ултавҫӑсем кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ хатӗрсене ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ та ҫӗнӗ тесе сутнӑ. Тавара вара пысӑк заводӑн маркировкипе паллӑ тунӑ. Айӑплисен пурин те электроаппарт енӗпе пӗлӳ пулнӑ, пӗри хӑй вӑхӑтӗнче электроаппарат заводӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та суя релесем пуҫтарасси вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулман. Ҫапах та ҫак хатӗрсем юрӑхлӑ теме ҫук, вӗсем час-часах вана-вана кайнӑ. Пӗрех тавара йӳнӗрех хакпа сӗннине кура ӑна туянас текенсем тупӑнсах тӑнӑ. Релеҫӗсем завода темиҫе миллион тенкӗлӗх сӑтӑр туни паллӑ. Суя релесене чӑннисенчен уйӑрма ансат мар. Следовательсен ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Сӑтӑрҫӑсене тупса айӑпланӑ, суя продукцие вара йывӑр тракторпа таптаса тӗп тума йышӑннӑ. Ултавлӑ хатӗрсене 5 грузовик таран тупнӑ. |
![]() Кашни ҫулах авӑнӑн 22-мӗшӗнче тӗнчере «Пӗр кун — автомашинӑсӑр» акци ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Раҫҫейре «Пӗр эрне хушши альтернативлӑ транспорт» ятлӑ ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме йышӑннӑ. Унта 7 хула хутшӑнӗ, вӗсен йышӗнче — Шупашкар та. 19-мӗш числаран пуҫласа 25-мӗшӗччен экологсемпе вырӑнти влаҫри машинӑллӑ ҫынсене обществолла транспортпа, е велосипедпа, самокатпа, роликсемпе усӑ курма чӗнеҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн водительсем ку ӗҫе пуҫӑнма хатӗр марри сисӗнет. Акцие хутшӑнакан сахал. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх ку эрне ыттисем пекех пулӗ. Ҫапах та вӑл вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха — ҫакӑ шанӑҫ кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хулин 1-мӗш клиника пульницинче паян Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ вӗренӳ бази уҫӑлчӗ. Вӗренӳ центрӗн тӗп тӗллевӗ — пулас тухтӑрсене медицинӑри ҫӗнӗ технологисемпе паллаштарасси. Клиника больницинче медицина факультечӗн 9 кафедри ӗҫлет. Студентсене кунта суйласа илнӗ профессире кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхтараҫҫӗ. Диагностика, сиплев ӗҫне ҫӗнӗ хатӗрсем кӗртсе пынине кура пулас тухтӑрсен вӗсемпе усӑ курма вӗренсе ҫитмелле. Патшалӑх университечӗпе Клиника больници хушшинчи килӗшӳ шӑпах ҫакна пурнӑҫлама май парать. Вӗренӳ центрӗнче студентсем кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курса хальхи диагностикӑн ушкӑнӗсемпе тӗплӗн паллашма пултараҫҫӗ, кунта ультра сасӑ та, рентген та, томограф та кӗрет. Вӗренӳ центрӗн пӳлӗмӗнченех вӗренекенсем тӗнче тетелӗпе усӑ курса Раҫҫейре иртекен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсене, тӗрлӗ канашлӑва хутшӑнма пултараҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |