![]() Педканаш сайчӗн баннерӗ 5-мӗш Интернет педканаш чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене йыхравлать. Вӑл авӑнӑн 5-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать те юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пырать. Яланхи пекех чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсем интернетри канашлӑва http://pkanash.chv.su каҫӑпа кӗрсе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗрентекенсен интертӗтел форумне ҫулсерен 150 ҫынна яхӑн хутшӑнать. Вуншар тӗрлӗ ыйту хускатаҫҫӗ ун ӗҫне явӑҫнӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем: кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курасси, электрон пособисем, вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси, литература урокӗсене йӗркелесси, ӗҫ планӗсем ҫырасси тата ытти нумай ыйтусем тавра пырать уҫӑ калаҫу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Михаил Игнатьев Ҫулталӑк каялла, 2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗршывӗнче элтепӗр ылмашӑнчӗ, вӑл вырӑна Николай Фёдоров пушатнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев йышӑнчӗ. Ҫак куна палӑртса республикӑра тухса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ятарлӑ калаҫусем, теле- тата радиокӑларӑмсем тухрӗҫ. Ҫак ҫулталӑка кӗскен палӑртас пулсан ҫӗнӗ Элтепӗр чӑваш чӗлхишӗн самай пысӑк ӳсӗмсем турӗ — тетелте интерактивлӑ кун кӗнеки ӗҫлеме пуҫларӗ (ан тив, вӑл малтанхи уйӑхсенче ҫеҫ шӑв-шав ҫӗклерӗ пулин те пӗлтерӗшӗ пурах — чӑвашла хатӗрленӗ чи малтанхи влаҫ ресурсӗсенчен пӗри шутланӗ); влаҫ органӗсен сайчӗн чӑн-чӑн чӑвашла версийӗ кун ҫути курчӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӑмах панӑ Элтепӗре эпир ҫак паллӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, малашне те пӗтӗм вӑя хурса тӑван халӑхшӑн ӗҫлеме, вӑл ӗҫе туса пыма шанчӑклӑ туссемпе пулӑшакансем тупӑнса пырасса шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Владимир Ничиков хурӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче пурӑнакан Ничиков Владимир Михайлович хӑй хуҫалӑхӗнче 170 хур усрать. Вӗсене вӑл «Самозанятось» (Хӑйне хӑйех ӗҫпе тивӗҫтерни) программӑпа усӑ курса Канаш хулинчи чӑх-чӗп фабрикинче туяннӑ. Пӗтӗмешле укҫалла 200 хур илнӗ, хальхи вӑхӑтра вара вӗсенчен 30 пуҫ ҫеҫ чакнӑ. Харпӑр хӑй усламҫа тухма Владимир Михайлович виҫӗ уйӑх каялла ҫеҫ шутланӑ — унччен ӗҫсӗр ҫӳренӗ. Программӑпа усӑ курса илнӗ укҫан пӗр пайне вӑл сарай тума янӑ — хӗл лариччен ӑна хута яма палӑртать. Ҫапла май вара хурсем хӗлле ӑшӑ витере пурӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вускасси ялӗнче ҫул сараҫҫӗ Вускасси ялӗ Шупашкартан 38 ҫухрӑмра кӑна вырнаҫнӑ пулин те ял урамӗнчи ҫулсене чулпа халь те сарса тухманччӗ-ха. Типӗ ҫанталӑкра аптрамасть-ха — тусан вӗҫни кӑна кансӗрлет, ҫумӑр тавраш е кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан вара ҫулсем ял ҫыннисене нуша самай кӑтартатчӗҫ — машинсем пылчӑкланаҫҫӗ, е пушшех те лака-лака лараҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшӑва ҫитме те ҫӑмӑллах мар ӗнтӗ. Ҫакна асра тытсах вырӑнти ял тӑрӑхӗ урамсене чул сарса тухма йышӑннӑ — иртнӗ эрнере ҫак ӗҫе ушкӑнпа турӗҫ те ӗнтӗ. Чи малтанах, паллах, чулпа лакӑмсене тултарчӗҫ, ҫырмаллӑ, шыв юхакан вырӑнсене сарчӗҫ. Укҫа-тенкӗ тупӑнсан, тен, каярах асфальт ҫул та урама кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ...афиша пайӗ Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Мускав дискотекисен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать! Сире пурне те вӑл кун «Примерное поведение» клуба йыхравлатпӑр! Пуҫламӑшӗ 18 сехетре! Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ ҫӗрлеччен, 24 сехетччен тӑсӑлӗ! Сӗтел саккаслас тесен 8-(903)-153-22-71 номерпа шӑнкӑравлӑр! Ан манӑр! Юрӑ-ташӑсӑр пуҫне эсир чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхайратӑр! Меню пулӗ чӑвашла!
Клуб адресӗ: Мускав хули, «Выхино» метро станцийӗ, Самарканд бульварӗ, 8 ҫурт, 2 корпус. |
![]() «Ягуар» комбайн Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ройонти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника сахал мар туяннӑ: 6 трактор (7 млн. 835 тенкӗлӗх), ял хуҫалӑх машинисемпе тӗрлӗ хатӗрсем — 11 единица (5 млн. 991 пин тенкӗлӗх). Пысӑк укҫа выльӑх апачӗ пухакан «ЯГУАР» комбайн — 1 единица (13 млн. тенкӗлӗх), тӗш-тырӑ пухакан «АГРОС» комбайн (5 млн. 200 пин тенкӗлӗх) туянма хывма тивнӗ. Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техникӑпа хатӗр-хӗтӗре пурӗ 32 млн. та 931 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗш-тырӑ типӗтекен хатӗрсене илес пулсан, вӗсен шучӗ 112-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑвай шкулӗ Ӗнер, ҫурлан 25-мӗшӗнче, Тӑвайри вӑтам шкулӑн акт пӳлӗмӗнче районти вӗренӳ ӗҫченӗсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ пулчӗ. Унта хутшӑнакансем райадминистрацин вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата вӑй-хал культурипе спорт пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каланӑ доклада итлерӗҫ. Доклад тӑрӑх Элпуҫӗнчи вӑтам шкул директорӗ Л.Кабакова, Енӗш Нӑрвашри вӑтам шкул директорӗн ҫумӗ Л.Данилова, Тӗмерти вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Е. Степанова, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Э.Кириллова, Тӑвайри 1-мӗш ача садӗнчи музыка ертӳҫи О.Уткина тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне пуҫлӑхсем те хутшӑнчӗҫ, сӑмах тухса каларӗҫ, вӗренӳ ӗҫченӗсене ҫывхарса килекен уявпа — Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Канашлура ҫавӑн пекех вӗрентӳ ӗҫченӗсен пысӑк ушкӑнне Хисеп грамотисемпе сертификатсем парса хавхалантарчӗҫ. Халӑх тӳрех саланмарӗ, малалла тӗрлӗ предмет пайӗсем ӗҫлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Купӑс ӑстисем Лениногорскра Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Лениногорск хулинче тӗлӗнмелле хитре уяв иртрӗ. Лениногорск тӑвӗсем тӑрӑх купӑс сасси ян! кайрӗ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чӑвашсем, купӑсҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ районтан килнӗ ӑстасем. Питӗ нумай ҫын Нурлат ҫӗрӗ ҫинчен, Аксу районӗнчен килсе ҫитнӗ. Павлӑсем те маххӑ памарӗҫ. Кӳршӗ тӑрӑхран, Самар облаҫӗнчен, купӑсҫисемпе ансамблӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ мероприятие. Уявӗ вара — Чулман Атӑл леш енчи чӑвашсен «Выля, хут купӑс!» II фестивалӗ. Лениногорск хулин Культура керменӗ умӗнче ҫак кун питӗ шавлӑ пулчӗ. Купӑсҫӑсем кермен умӗнче пуҫтарӑнса пурте пӗр харӑс купӑс каласа паркпа аллея тӑрӑх «Нефть» фонтан патнелле утрӗҫ. Фестивале Лениногорск хулин «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ хитре ташӑпа уҫрӗ. Илемлӗ мероприяти иртен пуҫласа кӑнтӑрла иртиччен пычӗ. Пӗрремӗш вырӑна Нурлат районӗнчи Киклӗпуҫ ялӗнче пурӑнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пурнӑҫ кустӑрми пӗрре те пӗр вырӑнта тӑмасть — кусать те кусать малалла. Технологисем те унран юлмасла аталансах пыраҫҫӗ. Windows XP тин ҫеҫ чи анлӑ сарӑлнӑ операци системи пулсаччӗ — халь вӑл вырӑна Windows 7 йышӑнасшӑн тапӑҫланать. Тимӗрӗ те, компьютер ӑш-чикӗ, улшӑнать — хӑватлансах пырать. 64 битлӑ операци системисене усӑ куракансем нумайланса пынӑран чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма (раскладкӑна) вӗсем валли хатӗрес ыйту тухса тӑчӗ. Паянтан пуҫласа унашкал сарӑма Чӑваш чӗлхи комиссийӗн сайтӗнче тупма пулать — ӑна ун валли усӑҫсем (пользовательсем) ыйтнипе ятарласах хатӗрленӗ. Эсир ӑна «Материалсем» пайра курайратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пысӑк Енккасси шкулӗнче Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Чи малтан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнине тӗрӗслес тӗллевпе Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула ҫитнӗ. Шкула кӑҫал пурӗ 240 ача килӗ. Районта шкул чи лайӑххисен шутӗнче, вӗренме пур услови те ҫителӗклӗ. Шыв кӗртнӗ, хутса ӑшӑтмалли системӑсем аванах ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ автобус 18 ялти вӗренекене шкула илсе ҫитерет. Пур ачана та вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Шкулӑн хушма хуҫалӑх та пур — унта туса илнӗ пахча-ҫимӗҫпе хӑйсен столовӑйӗнче усӑ кураҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫи Галина Архипова шкул пурнӑҫӗпе хӑнасене тӗплӗн паллаштарчӗ — ачасен олимпиадӑсенчи, спортри ҫитӗнӗвӗсем пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Шкулта 18 вӗренмелли пӳлӗм. Михаил Игнатьев компьютер класӗнче пулчӗ, ачасем тӗнче уҫлӑхӗпе епле усӑ курма пултарнипе кӑсӑкланчӗ. Шкулти вулавӑшра та ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗ хатӗрленнӗ — кӗнекесем, хушма литература ҫителӗклӗ илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |