![]() Кашни ача хайӗн карточкипе шкул столовӑйӗнче апатланма тытӑнӗ. Паянхи куна 64 пин карточка туса хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Хулари 40 шкулта ҫак йӗркепе паянах ӗҫлеме пуҫлама пултараҫҫӗ иккен, 26 шкулта вара ачасем ку меслетпе 2011 ҫултанах апатланаҫҫӗ имӗш. Ҫӗнӗлле утма шкулсенче компьютерпа ӗҫлеме пултаракан ҫынсем ҫителӗксӗрри чарать иккен. Вӗрентекенсем нумайӗшӗ пенси патне ҫывхараҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗлӗхе пит йывӑр ӑнкараҫҫӗ. Мӗнле пулсассӑн та карточка урла апатланас йӗркене Хусан ҫыннисен хӑнӑхма тиветех ӗнтӗ. Хӑнӑхнисем ашшӗ-амӑшне те ачисене те ку япала нумай ҫамӑллӑх парать теҫҫӗ. Ача аллинче укҫа пулманни, апат вырӑнне канихвет-премӗк туянма май памӗ тесе шанаҫҫӗ вӗсем. Столовӑйӗнче ачасене мӗнле ҫитернине те ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслесе тата пӗлсе тӑма канлӗ пулӗ. Ача карточки ҫине укҫа хума вара почтӑра е шкулта вырнаҫнӑ банкоматсенче май пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Сӑвар-ТВ» студи интернетра нумай пулмасть иртнӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑрту чыславӗн курмине вырнаҫтарма пуҫланӑ. Икӗ пайран тӑрать, пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 96 минут патнелле (1 пай, 2 пай). Асаилтеретпӗр, ҫак мероприяти кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче иртнӗччӗ. Литература ӑмӑрӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемсӗр пуҫне «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиадӑсенче мала тухнисем те парнеллӗ пулчӗҫ ун чухне. Юрӑ тӑхтавӗсенче «Asамат» ушкӑн савӑнтарнӑччӗ, уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пынӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Афган» вӑрҫи![]() Совет салтакӗсем — Афганистанра Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, хӑйсен тивӗҫне ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак асӑну кунне шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе асӑну кунӗсем ҫинчен» (выр. «О днях воинской славы и памятных датах России») Федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах та эпир ӑна чылай маларах, 1989 ҫулта кӳршӗри Афганистан ҫӗрӗ ҫинчен юлашки Совет салтакӗсене илсе тухнӑранпах паллӑ тӑватпӑр. Чӑн та, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Чылай чухне вӗсем Совет Союзӗнчен аякра пулса иртнӗ пулин те, совет, каярахпа Раҫҫей гражданӗсем, вӗсенче хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри сывлӑхне сиен кӳнӗ, хӑшӗсем вара ӗмӗрлӗхе куҫӗсене хупнӑ. Ҫак хирӗҫӳсенчен чи нумай вӑхӑта тӑсӑлаканнисенчен пӗри — Афган вӑрҫи. Совет салтакӗсем ҫак ҫӗршывра 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗчченех пулнӑ. Кашни кунах, кашни каҫах пирӗн ҫамрӑк яшсем ют ҫӗршывра сусӑрланнӑ, е пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче Афганистанра 13 833 совет салтакӗ пуҫне хунӑ, каярахпа ҫак шут 15 031 ҫитнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласенчи ҫӗр вунпилӗк кил-йыша та калама ҫук йывӑр хуйхӑ килсе ҫитнӗ. | ||
![]() Ҫӗмӗрлере паянхи куна 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ йывӑҫ ҫуртсен шучӗ самай пысак. Вӗсем кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса арканас хӑрушлӑх кунран кун ӳссех пыни вырӑнти халӑха, паллах ӗнтӗ, пит пӑшӑрхантарать. Каламалла, ҫӗнӗ ҫуртсем кашни ҫулах ӳсеҫҫӗ, анчах та ҫӗн хваттер илесшӗн черетре тӑракансен йышӗ чакни ытла палӑрмасть Ҫӗмӗрлере. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кӑҫал Щорс урамӗнче хӑпартакан ҫуртри хватерсене пурне те ишӗлекен кивӗ ҫуртсен хуҫисене пама йышӑннӑ теҫҫӗ хулара. Пӗтӗм ӗҫсене «Стройтрест №3» АУО тӑвать иккен. Паянхи куна пилӗк хутлӑ пулас ҫуртӑн виҫҫӗшне хӑпартнӑ та ӗнтӗ. Хула халӑхне ӗҫсем 2012 ҫул вӗҫнелле пӗтме кирлӗ тесе шантараҫҫӗ. | ||
![]() Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, хӗллехи ҫанталӑк сивӗ тӑнине пӑхмасӑрах, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хапӑллакан халӑх йӗлтӗр сырса Шупашкар хули 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен кану паркне пуҫтарӑнчӗ. Паллах, ҫак йышра ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе студенчӗсем те пулчӗҫ. Пирӗн ушкӑн кашни ҫулах университетра тата хулара иртекен спорт вӑййи-ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнать. Факультет сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрушӑн та ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чечек 30 градус сивӗре те ҫурӑлать иккен. Ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш нарӑс уйӑхӗнче Красноармейски тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Шетьмӗ ялӗнчи шкулта пулса иртнӗ теҫҫӗ. Шкулӑн биологи вӗрентекенӗ Илларионова Ю.В. тӑрӑшнипе кун пек савӑк самантсем кашни ҫул пулса иртеҫҫӗ мӗн. Тӗрӗсрех каласан, чечексем ҫуркунне тӗлне ҫурӑлатчӗҫ, анчах та кӑҫал юратса ӳстернӗ тюльпансем сап-сарӑ чечекӗсене хӗл варринче чӑтма ҫук самай сивӗ кунсенчех кӑларчӗҫ. Сарӑ тюльпан. Чӳречерен тахҫанах кӗтнӗ ӑшӑ хӗвел пӑхнӑ евӗрех туйӑнаҫҫӗ ҫак ылтӑн парнесем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Енре сусӑр ачасене тӗнче тетелӗ майӗпе вӑтам шкул программине вӗрентес ӗҫ сарӑлсах пырать. Кашни уйӑхрах хуласемпе ялсене ятарласа шутласа кӑларнӑ пӗрер-икшер аппарат килет. Акӑ, 2012 ҫул пуҫланнӑ-пуҫланман, Пӑрачкав ялӗн вӑтам шкулӗнче 3-мӗш классра вӗренекен Гундин Никита валли ятарласа ҫакӑн йышши пӗр компьютер килсе ҫитрӗ теҫҫӗ. Ҫак тӑнлӑ аппаратпа Никита, тата Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи тепӗр икӗ ача килтен тухмасӑрах шкул программине пурнӑҫлама пултарӗҫ. Паянтан Никита вӗрентекенсемпе тата хӑйӗн тантӑшӗсемпе килте ларсах курса калаҫма вӗрене пуҫларӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Сӑр ен» ушкӑн Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ. | ||
![]() Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ. Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те. Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене Шупашкарти пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи 7 участокра вырнаҫтарӗҫ. Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |