Ҫӗмӗрле районӗ — Чӑваш Ен хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ район.
Административлӑ тӗпӗ — Ҫӗмӗрле хули.
Ҫурҫӗрти чикки Хӗрлӗ Чутайпа Элӗк районӗсемпе юнашар, хӗвелтухӑҫри — Вӑрнар районӗпе, кӑнтӑрти енчи — Йӗпреҫпе Пӑрачкав районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енчи Чулхула облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ.
Лаптӑкӗ 1 047,6 км2 танлашать.
Пысӑк юханшывсем: Улхаш, Кӑмаша.
Ҫӗмӗрле районне 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче туса хунӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |