Вӗрмерсен уявӗ![]() Вӗрмер ялӗ картта ҫинче «Салам, тӑван ялӑм!» ятпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче Ял кунӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче ял халӑхне уяв ячӗпе саламлама Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Егоров килсе ҫитнӗ. Ял пурнӑҫне аталантарнӑ ҫӗре пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене вӑл Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ тата уяв спонсорӗ Николай Михайлов та парнесемпе килнӗ. «Поддержка» страхлакан компанин специалисчӗсем хӑйсен яланхи клиенчӗсене хаклӑ парнесем панӑ. Ҫак уяв кунӗнче районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Цивиляночка» халӑх ансамблӗ хӑйсен уҫӑ та янӑравлӑ юррисемпе ҫынсен чунӗсене тыткӑнланӑ, ташӑҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ, ял халӑхӗ вӗсемпе пӗрле ташласа–юрласа савӑннӑ. Уяв вӑхӑтӗнче пурте техӗмлӗ шӳрпепе сӑйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче, Муркаш районӗн Калайкасси ялӗнчи Аксар керемӗнче Чӑвашсен „Вут-шу” наци тытӑҫу ӳнерӗн арӗсем тата наци юхӑмӗн хастарӗсем пухӑнчӗҫ, чӑваш пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма тупа турӗҫ. Ҫимӗк уявӗ ячӗпе така шӳрпи пӗҫерчӗҫ, техӗмлӗ тултармӑш хатӗрлерӗҫ. Уявпа тупа мешехине чӑвашсен мӑчавӑрӗ Евгений Ерагин (Ешентей) ертсе пычӗ. Ку ӗҫре ӑна Атӑл паттӑр тумне тӑхӑннӑ Алексей Иванов-Сӗрмек тата Фёдор Мадуров шепсутҫӑ пулӑшрӗҫ. Кашни вутшуара („Вут-шу” тытӑҫу ӑсталӑхне вӗренекене) усал-тӗсӗлтен тасатрӗҫ, чӑваш шерпечӗпе тата сӑвап пӑттипе сӑйларӗҫ. Пухӑннӑ халӑх ҫине Ҫимӗк сиплӗхӗпе тулнӑ симӗс курӑка ывӑҫӑн-ывӑҫӑн сапрӗҫ. Мешехе хыҫҫӑн вутшуарсем ҫитмӗл те ҫичӗ курӑкпа хатӗрленӗ мунчара рехетленчӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнчӗҫ.
| ||
![]() Ҫӗрпӳ урамӗ Ҫӗрпӳре чӑх вӑрлакана тытнӑ — кун пирки Чӑваш Енӗн ШӖМ сайчӗ пӗлтерет. Темиҫе кун каялла 47 ҫулхи арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗ патне хӑнана кӗнӗ пулнӑ. Лешӗ, шел те, килте пулман иккен. Самантпа усӑ курас тесе арҫын 5 чӑхха миххе чиксе хӑйӗн килне вӑшлаттарнӑ. Никам та курмасть тенӗ ӗнтӗ вӑл, анчах та кӳршӗ хӗрарӑмӗ асӑрханӑ-асӑрханах. Килти кайӑк-кӗшӗк ҫухалнине асӑрханӑ хуҫа йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, сиене пӗтӗмӗшле 1100 тенкӗлӗх хакланӑ. Халь ӗнтӗ пуҫиле ӗҫ (уголовное дело) пуҫарнӑ, арҫын ҫакӑн йышши ытти преступленисене хутшӑнни-хутшӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӗнеке хуплашки Трак Ен тӑрӑхӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан ывӑнма пӗлмен тата тараватлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ Антонина Герасимовна Львова 2009 ҫулта вулакансене хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине «Манӑҫми сӑнарсем» ятпа парнелерӗ. Кӑҫал вара унӑн иккӗмӗш пысӑк ӗҫӗ — «Сувар сӑмахӗ» кӗнеки 1 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курчӗ. Ку хутӗнче А.Г. Львова халӑха хӑйӗн 1975—1995 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисемпе юррисене тата пурнӑҫ пирки шухӑшланисене сӗнет. Сӑмах май, ӗҫчен те пултаруллӑскер, кӑҫалхи майӑн 5-мӗшӗнче 82 ҫул тултарчӗ. Вӑл шкулсенче ҫамрӑк ӑрӑва чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, чи маттуррисене явӑҫтарса кружок та йӗркеленӗ. Ялсен, шкулсен историне тӗпченӗ, вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленнӗ. Ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑвӑ-юрӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтри паттӑрсемпе тылра вӑй хунӑ хӗрарӑмсен пурнӑҫӗпе таччӑн ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен автор хӑй те ҫав тапхӑрти йывӑрлӑха ялта тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ. Ҫавӑнпах пуль Антонина Герасимовнан ыттисене каласа памалли темӗн чухлех. Кӗнекене мӗншӗн «Сувар сӑмахӗ» ят панӑ-ха? А.Г. Львова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, суварсем историлле ята ялан сӑвапланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӗмпӗр хулине пухӑннӑ 85 ушкӑн хушшинче Хӗрлӗ Чутайсем те пулнӑ. Район чысне райадминистрацин социаллӑ аталану секторӗн заведующийӗ, юрӑҫ Александр Самсонов, «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗн директорӗ, композитор, юрӑҫ Зоя Спиридонова тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» фольклор коллективӗ хӳтӗленӗ. Чутайсен чӑваш тумне тӑхӑннӑ Штанашсем пухӑннисем умӗнче тӑван ен илемӗ, туслӑхпа тӑванлӑх юррисене шӑрантарнӑ, хаваслӑ ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Фольклор ушкӑнӗнче вырӑнти шкулта, медицина офисӗнче, лавкара, уй-хирте ӗҫлекенсем: З. Прокопьева, В. тата В. Париковсем, А.Арсенкин, Н.Егорова тата ыттисем. | ||
![]() Куславкка район халӑхӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Акатуя анлӑн уявларӗ. Хальччен «Радуга» пионер лагерӗ пулнӑ уҫланкӑна чӑваш ялӗ картишӗсемпе, килӗ-ҫурчӗсемпе, ҫатан карти-мӗнӗпе куҫса килнӗ тейӗн. Ял халӑхӗ тата хула ҫыннисем, уява килнӗскерсем, пӗр-пӗрин патне хаваспах «хӑнана» ҫӳрерӗҫ. Кашни «килтех» вара сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме. Уява пухӑннӑ халӑха район ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн ҫур аки вӑхӑтӗнче чи хастар ӗҫленисене наградӑсемпе паха парнесем пачӗҫ. Районта кӑҫал тыр-пула пурӗ 11 пин гектар ытла акнӑ. Ҫакӑн чухлӗ ҫӗре сухаласа акма машинӑпа трактор паркне ҫӗнетни май пачӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта районта 250 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ытти ҫитӗнӳсем те сахал мар куславккасен. Ҫавӑнпа та мӗншӗн савӑнас мар-ха паянхи уявра? Акатуй кашни ҫулах хавасланма, пӗр-пӗрне курса калаҫма кӑмӑл тӑвакансене пӗр ҫӗре пухать.Уява таврари ялсенче пурӑнакансем кӑна мар, ытти хуласенчен те килеҫҫӗ. Халӑх ӑстаҫисем те хӑйсен тӗрлӗ-тӗрлӗ таварне — килте тӗртнӗ кавирсене, хӑваран авса тунӑ сӗтел-пуканпа карҫинкка-сумккасене, килти хуҫалӑхра кирлӗ савӑт-сапана сӗнчӗҫ. | ||
![]() «Язык успеха» ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто-пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци кӑҫал та (пӗлтӗрхине шутласан — иккӗмӗш хут ӗнтӗ) ҫуллахи чатӑр уйлӑхне (лагерьне) ирттерет. «Хавал» хальхинче Етӗрне районӗнчи Сӑр шывӗ хӗрринче иртӗ — ку вырӑнта Емельян Пугачёв пӑлхавҫӑ хӑй ҫӑрӗпе куҫнӑ тет. Утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те 24-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йӗркелекенсем тӗпе хывнӑ. Эсир кунта, ҫак уйлӑхра, чӑваш чӗлхине вӗренме, Емельян Пугачёв ҫулӗ тӑрӑх экскурсире пулма, юрӑ юрлама, тӗрлӗрен лекцисем итлеме пултаратӑр. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулӗҫ. Ку лекцисемпе семинарсене ирттерӗҫ: К(П)ФУ истори факультечӗн доценчӗ Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан), чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, тӑлмачӗ Чиндыков Борис Борисович, Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Мадуров Федор Иванович, социолингвист тата тӑлмач Эктор Алос и Фонт (Барселона – Шупашкар), публицист тата сӑвӑҫ Станьял Виталий Петровчич, «Вут-шу» кӗрешӳн тренерӗ Романов Алексей Егорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Иванов Владимир Александрович, тата ыттисем. | ||
![]() Наградӑсене тивӗҫнӗ ачасем Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ ялан пултаруллӑ ачасене чысланипе вӗҫленет. Ҫак кун кашнин ҫитӗнӗвне шута илеҫҫӗ‚ тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи наградӑсем Тав хутӗнчен пуҫласа Гран-при таран пулчӗҫ‚ вӗсене 32 ача илме тивӗҫрӗ. Чи хаклисенчен пӗри — Татьяна Ванюшина ячӗпе хисепленекен Дипломпа преми. Ӑна ҫамрӑк ӑсчаха ӗмӗрлӗхе асра хӑварас тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Алиса Яковлевна Федорова пуҫарнӑ. Сӑмах май каласан‚ иртнӗ ҫулта тӑван халӑх патриочӗ Василий Никитин ячӗллӗ Дипломпа преми йӗркеленӗччӗ. Т. Ванюшина ячӗпе хисепленекен Диплома тата укҫан премие 24 ача тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче чи пултаруллисем — Виктория Аймакова‚ Екатерина Ермолаева‚ Екатерина Спиридонова‚ Александр Сидорочев‚ Анастасия Петрова‚ Иван Яковлев. Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗ тата Чӑваш халӑх ӑсчахӗ В.М. Тарасова ачасене чаплӑ парнесемпе чысларӗҫ. Халӑх ӑсчахӗ Дарья Яковлевана пин тенкӗлӗх Гран-при‚ Канаш вара Ангелина Захарована Чӑваш Республикинчи чӗлхепе культура лагерьне канма кайма путевка парса хавхалантарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Легендӑри паттӑр ятне панӑ «Василий Чапаев» теплоход ҫак кунсенче Куславкка пристанӗ ҫумне килсе чарӑнчӗ. Мускавран килнӗ туристсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл ҫинче ҫакӑн пек хитре хула пурри ҫинчен пӗлмен те. Ун умӗн кӑшт маларах ҫак пӗчӗк те симӗс хулара «Ф. Жолио-Кюри» теплоход турисчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем те куславккасен тараватлӑхӗнчен питӗ тӗлӗнчӗҫ: наци тумӗсем тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илсе кашнинех тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ. Пурӗ кӑҫал туризм сезонӗ пуҫланнӑранпа Куславккара туристсен тӑватӑ теплохочӗ пулчӗ те ӗнтӗ: ҫӳлӗрех асӑннисемсӗр пуҫне «Алексей Толстой» тата «Александр Суворов». Унчченхи ҫулсенче туризм сезонӗнче Куславккара 60-шар-80-шар карап та пулнӑ. Мӗнпе илӗртет-ха Атӑл ҫинчи пӗчӗк хула? Ҫутҫанталӑк тӗлӗшӗнчен ҫав тери илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑскер, Куславкка икӗ ҫӳллӗ хысак хушшинче ларать. Икӗ енчен те ҫӳллӗ сӑртсем пулин те, ҫапах та Атӑлӑн леш енчи ҫыранӗ вара инҫете-инҫете курӑнать. Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗ вырӑна вара Кайӑк вӗҫевӗ тесех ят панӑ. Кунтан чи асамлӑ, чуна тыткӑнлакан вырӑнсем уҫӑлаҫҫӗ. | ||
![]() ППЭ бланкӗ Кремльти пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Дмитрий Медведьев «Вӗнерӳ ҫинчен» саккуна кӗрмелли улшӑнусене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем тӑрах малашне тӑван чӗлхепе тата литературӑпа пӗтӗмешле патшалӑх экзаменне (ППЭ) тытма пулать. 9-мӗш тата 11-мӗш класс хыҫҫӑн суйлама пулать. Маларах ҫак улшанусене РФ Патшалӑх Думи ҫирӗплетнӗччӗ, Федераци Канашӗ ырланӑччӗ. Тӑван чӗлхепе экзамена суйласси — шкул ачин ирӗкӗ, вӑл вырӑс чӗлхипе экзамен тытассинчен хӑтармасть. Экзамена мӗнле тытассине вырӑнти влаҫ органӗсем хатӗрлӗҫ. «Новости» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен ППЭ формипе иртмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |