Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Егоров Иван Павлович

Егоров Иван Павлович — чӑваш ҫыравҫи. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

1989 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ

Чистай ремесло училищинче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн литература сотрудникӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Республикӑн ӑслӑлӑхпа меслетлӗх центрӗн аслӑ редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти халӑх пултарулӑх ҫурчӗн редакторенче вӑй хунӑ.

Ӗҫӗсем

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Лайӑх ача» (1984);
  • «Виҫӗ чарлан» (1987);
  • «Куҫ ҫути» (1988);
  • «Ҫут тӗнче» (1990);
  • «Тӗтреллӗ Лондон» (2001);
  • «Ашшӗпе ывӑле»;
  • «Инҫет кӑваклӑхӗ»;
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-20 23:04:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4858 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем