Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хурт-кӑпшанкӑ куравӗпе паллашрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 09.11.2013 19:58 | 1643 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци куравӗ ӗҫлет. Хурт-кӑпшанкӑ пуххине Шупашкарта пурӑнакан энтомолог-коллекционер Виссарион Петрович Лосманов пухса йӗркеленӗ. Каникул вӑхӑтӗнче куравпа ача пахчине ҫӳрекенсемпе шкул ачисем те, аслисем те хаваспах паллашаҫҫӗ.

Музей ертӳҫи Зоя Спипидонова, экскурсовод Валентина Торейкина тата экспонатсене пӑхса тӑракан Елена Чемалинова хӑнасане яланах хавас. Валентина Торейкина пухӑннисене Виссарион Петрович Лосманов биографийӗпе паллаштарать, кураври экспонатсем пирки каласа кӑтартать. «В.П. Лосманов Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗнче 1935-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. 1968 ҫулта куҫӑмсӑр майпа Мускаври политехника институтне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарта конструктор бюро ертӳҫи пулса ӗҫленӗ, 1995 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура. Унӑн ашшӗ Петр Захарович ҫутҫанталӑк пурҫӑнӗ хатӗрлекен комбинатсем валли Китай юман пуҫӑн хуртне ӗрчетнӗ, ывӑлӗшӗн ҫакна сӑнама те интереслӗ пулнӑ. 1968-мӗш ҫултанпа хӑй те лӗпӗшсемпе интересленме тытӑнать. Ҫулленех тӗрлӗ ҫӗре экспедицисене ҫӳресе хӑйӗн коллекцине пуянлатать, куравсем тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелет».

Экспозицири тӗрлӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсене пӑхса ытармалла мар, пысӑккисем те, пӗчӗккисем те, кашнин ячӗ пур: Агриппина, Атлас — чи пысӑккисем, Голиаф, Арлекин, Геркулес, Носорог, Оленерог, нӑрӑ-слон тата ытти те. Чӑваш Республики лаптӑкӗнче 1260 ытла тӗрлӗ лӗпӗш пурӑнать иккен! Кайса курӑр, ӳкӗнмӗр!

#Хӗрлӗ Чутай, #куравсем, #Херлӗ Чутай районӗ, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем