![]() «Хавал-2011» уйлӑхра «Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать. Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ. Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ кирпӗч савучӗ пулмалла, вӑл Кайри Карӑкран инҫех мар, «Красноармейски–Шупашкар» автоҫул хӗрринче вырнаҫмалла. Ӑна «Тус» АХО тӑвать. Ҫулталӑкра 60 миллион кирпӗч кӑларма пултаракан савута никӗслесе хута яма пурӗ 1,1 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ вӗсем. Пӗрремӗш кирпӗч 2013 ҫулта тухмалла. Утӑн 14-мӗшӗнче савут территорийӗнче никӗс хывма тытӑнас умӗн, экскаватор пӗрремӗш кубла метр тӑпра кӑларса тиесе янӑ ятпа савӑнӑҫлӑ самант ятпа халӑх пухӑнчӗ. Митинга «Тус» акционер пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Н.Ф. Угаслов уҫрӗ, кунашкал савут Тутарстанрисӗр пуҫне пирӗнпе кӳршӗллӗ ытти республикӑсенче ҫуккине, Трак енри тӑм питӗ паха пулнине, кирпӗче Европӑри ҫӗршывсен технологийӗпе туса кӑларассине пӗлтерчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫӗнӗ предприяти шӑпипе Чӑваш Ен правительстви те интересленсе тӑнине палӑртрӗ. Мӗнех, пӗрремеш утӑм пур — савут ӗҫлесе каясса кӗтмелле.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Кивӗ Майна районӗнчи Кременки поселокӗнчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ «Шуйттан хули» («Чертов городок») текен вырӑнта ҫакӑнти авалхи истори палӑкӗсене шывран сыхласа хӑварас майпа тӑвакан ӗҫсемпе пӗрле археологи тӗпчевӗсем те иртереҫҫӗ. Юрий Семыкин археолог ертсе пынипе ҫак вырӑнта 80 ҫын ӗҫлеҫҫӗ: Чӗмпӗрти педуниверситет студенчӗсем тата хӑнасем- Болгаринчи София, Шумен хулисенчи университетсенче вӗренекен студентсем. Археологсем 300 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тӗпчесе пӑхса тухсан кӑсӑкланмалли нумай япаласем тупнӑ: савӑт-сапа (пӑлхар тапхӑрӗнчи), апат хатӗрлемелли вырӑн, сухан пӗр пайне, ҫӗҫӗсем, йывӑҫ ҫуртсен юлашкисене, ухӑ вӗҫӗсене, хӗрарӑмсен шӑрҫисене, хӑлха ҫаккисене, ҫӗрӗсем. Унсӑр пуҫне пӑлхар тапхӑрӗнче пулнӑ чӳк вырӑнне тупнӑ тата кремль пек ҫуртӑн тӗпне чавса кӑларнӑ. Тӗпчевсем утӑн 24-мӗшччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ — тулашӗ, шалашӗ тӗлӗшӗнче урӑхланма пуҫларӗ вӑл. Сӑмахран, халь унта статья ячӗсем тӑрӑх кӑна мар (сӑмахсене ҫеҫ мар), вӗсен ӑшӗнчи текстра та шырама пулать. Ку унӑн усӑлӑхне самай пысӑклатма тивӗҫ. Ӗнер вара, утӑн 20-мӗшӗнче, ҫак сайт ҫӗнӗ сӑмахсарпа, М.И. Скворцов 2002 ҫулта хатӗрлесе кӑларнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарьпе» пуянланчӗ. Ӑна электронлӑлатас ӗҫе тетел хастарӗсем («син», «Сувар С» ятсемпе паллӑ) 2009 ҫултах туса пӗтернӗччӗ пулин те, сайта ӑна халӗ ҫеҫ, шалти тытӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн вырнаҫтарма май пулчӗ. Каласа хӑварас пулать — сӑмахсара тӗплӗ электронлатнӑ — йӑнашсем ҫуккипе пӗрех. Шучӗпе илсен ҫак сӑмах пуллине пурӗ 9 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Кукашни картта ҫинче Хастар ҫынсем ялта пулсан яланах пурнӑҫ ҫӑмӑлрах. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшаймасть пулсан та унашкаллисем йывӑрлӑхсене сирме пулӑшайраҫҫӗ. Ак, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫӗнӗ Кукашни ялнех илес. Ҫул ҫук, ял халӑхӗ кунта тӗпрен илсен ҫуллахи вӑхӑтра кӑна пурӑнать. Яла хытӑ асфальт ҫул ҫитет пулин те урамсенче ҫук вӑл. Ҫумӑр ҫусан, кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан ҫӑрӑлса тухас ҫук. Газ кӗртмен — вутӑ-шанкӑ илсе килме те йывӑр ун чухне. Васкавлӑ пулӑшу машини те кил таран ҫитеймест. Ҫакӑн пек лару-тӑру ял халахне килӗшмен — вӗсем урамри лакӑмсене чулсемпе питӗрес тесе шутланӑ. Хӑйсемех ӗнтӗ, патшалӑхӑн ун пек «пӗчӗк ыйтусем» валли укҫа-тенкӗ ҫук. Кукашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Юрьевна Емельянова укҫа-тенкӗпе пулӑшакана тупнӑ хыҫҫӑн (Владимир Иннокентьевич Николаев, «Теплоэнерго» ТМЯО директорӗ) ял халӑхӗ нимелле урамри ҫулсене такӑрлатса тухрӗҫ. Владислав Дубов вак чула хӑйӗн тракторӗпе турттарчӗ, ял халӑхӗ ҫула тикӗслерӗ. Маттурсем, кашни ялта вӗсем пек хастаррӑн ӗҫлесен ял нихӑҫан та пӗтмӗ, аталансах пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йыхрав хучӗ XVII ӗмӗрти Степан Разин утаман ертсе пынӑ хресченсен вӑрҫинче феодалсене хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленнӗ халӑхӑн ҫар пуҫӗсенчен пӗри — хӑюллӑ чӑваш Искей Пайтулӗ пулнӑ. Тӗрӗссипе: халӑх хӑй суйланӑ ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫынсене. Авалхи хресчен ывӑлӗ Пайтул хӑйӗн ытларах чӑвашсенчен тӑракан пысӑк полкӗпе патша ҫарӗсемпе вирлӗн ҫапӑҫнӑ, ҫав шутра чӑваш ҫӗршывне пусмӑртан хӑтарас ҫӗрте чапа тухнӑ. Анчах та 1671 ҫул пуҫламӑшӗнче, Мӑн Ҫавал шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта, тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ҫывӑхӗнчи сӑртра пытарнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе пӗрлешнӗ. Ҫапла вара Пайтул Искеев полковник халӑх паттӑрӗ пулса юлнӑ. Ҫак историлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Эпир, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем, Пайтул ячӗпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫларӗ — кӗпи те улшӑнчӗ, тытӑмӗ те. Куҫпа курӑнмасть пулин те — сайт ӑшӗнче самай пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Ҫӗнӗлӗхсем сайт аталанӑвне хӑвартлатма тивӗҫ — паллӑ ӗнтӗ, вӑхӑт ыйтӑвне тивӗҫтерменни унӑн тӗп ҫитменлӗхӗсенчен пӗри. Чи малтанах сӑмахсарсенчи шырава лайӑхлатмалла — сӑмахсене шалти текстра шырама пӗлни кирлӗ. Унсӑр пуҫне кашни сӑмахӑн тулли ӑнлантарӑвне кӗртни те кирлӗ. Тӗпрен илсен сӑмахсарсен сайчӗ пӗр 4 ҫул ҫурӑ каялла, 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнса. Чи малтанах унта М.И. Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла словаре кӗртнӗччӗ (сканерланӑскер, чылай йӑнӑшлӑскер пулин те...). Каярахпа ытти сӑмахсарсемпе те пуянланчӗ — хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 6 тупма пулать. Нумай пулмасть кӗртни — Э.В. Фоминпа А.М. Иванова хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ретроспективлӑ ӑнлантару словарӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Пушнар ялӗнче чаплӑ уяв иртрӗ — Анна Матвеевна Фёдорова 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Саламлама Етӗрне районӗнчи пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Ирина Облинова, районти ветерансен канашӗн председателӗ Алевтина Абакумова, Етерне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Чернова пынӑччӗ. Юрӑ-ташӑ саламне вара «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ илсе ҫитерчӗ. Анна Матвеева 17-ре Иван Фёдоровпа пӗрлешнӗ. Туслӑ кил-йышра перин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек пилӗк ача ҫуралнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ пурӑнайнӑ. Мӑшӑрӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалсан Анна Матвеевна аллине усман — виҫӗ ачине хӑйех ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сморотин ялӗ. Антонов Сергей сӑнӗ Иртнӗ кӗҫнерникун, утӑн 14-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Сморотин ялӗнче халӑх пухӑвӗ иртрӗ — Элӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе пӗрле вӗсем тӗрлӗрен ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах пушартан сыхланас тӗлӗшпе ялта каҫхи хурал йӗркелес терӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра Элӗк районӗнче иртмелли «Чи хӑтлӑ ял» конкурс-ӑмӑртӑва та хутшӑнас терӗҫ — яла тирпей кӗртме шут тытрӗҫ. Ял старостине икӗ ҫынна суйларӗҫ. Пӗри ершеймесен, ыйтӑва тепри татса пама пултарӗ терӗҫ ӗнтӗ (шел те, ҫӑлкуҫра ячӗсене пӗлтермен). Ашшӗ-амӑшне уйрӑмах шкул автобусӗ яла кӗменни пӑшӑрхантарать иккен — асфальт ҫулӗ пур ҫинчен ҫул сарлакӑшӗ май памасть тесе ямаҫҫӗ. Ефремов Александр Николаевич ку ыйтупа шкул директорӗ патне тухма, унпа калаҫса илме шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Турул арканнӑ самант Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест. Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ. Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |