![]() Сулӑ ҫакланнӑ вырӑн Пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, Белоруҫпе Литва хушшинчи чикӗре ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ тет. Чикӗне сыхлакансен куҫӗ умне юханшыв тӑрӑх ишсе пыракан сулӑ лекнӗ. Ӑна шывран кӑларсан ҫар ҫыннисем брезентпа хупланӑ темиҫе ещӗк пирус асӑрханӑ пулнӑ. Сулӑ хӑй тӗллӗн куҫман иккен, ун ҫинче электронлӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ мӗн — GPS-навигатор. Сигарет ещӗкӗсем палӑртнӑ вырӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитӗччӗҫ пулӗ те, анчах та сулӑна хӑнтӑрсем чарнӑ иккен. Ҫаксен пурнӑҫӗ шывра иртнӗ пирки хӑйсен йӑвисемпе тӑранса пурӑнмалли вырӑнӗсене ҫыран ҫинчи йывӑҫсемпе картласа хураҫҫӗ. Хайхи сулӑ касса антарнӑ йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ та иккен. Ҫапла вара «кучченеҫ» чикӗ сыхлакансен аллине лекнӗ. Ҫар ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх контробанда шутне кӗрекен япаласене ку меслетпе Белоруҫрен питӗ нумай куҫараҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уяв саманчӗсем Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мӑн Этменти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта районти шкул ачисем, вӗрентӳҫӗсем Петӗр Ялкир пурнӑҫне, пултарулӑхне халалласа йӗркеленӗ литература тата пултарулӑх фестивальне ирттерчӗҫ. Кунта шкул ачисем ентешӗмӗр сӑвви-юррисене те янратрӗҫ, хӑйсен ӗҫӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Ӑслисемпе тавҫӑруллисем, ҫамрӑк художниксем те тупӑшрӗҫ |
![]() Кӑҫал республикӑри 58 ялпа хула, 4 экономика объекчӗ, 1 кӗпер тата 847 ҫурт ҫурхи шывран шар курма пултарать. Ҫуртсене ҫӑлса хӑварас тесен паянах кирлӗ йышӑнусем тумалла. Ҫанталӑка тата юханшыв калӑпӑшне кура пӑр тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра хускалать. Кӑҫал инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ 14 район халӑхне сыхӑ тӑма хушать: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай тӑрӑхӗсенчи ҫуртсене ҫурхи шыв илме пултарать, вӗсенче 3 пин ҫын пурӑнать. Ҫӑлавҫӑсем халӗ юр тата пӑр хулӑнӑшне виҫсе тӑраҫҫӗ, гидротехника юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, пӑр аркатмалли япаласем хатӗрлеҫҫӗ. Пӑр кайнӑ вӑхӑтра 500 ытла техника ӗҫлӗ, 4 пине яхӑн ҫын сыхӑ тӑрӗ. |
![]() Ҫураки вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑхӗсене ҫунтармалли-сӗрмелли япаласем туянма ҫӑмӑллӑхсем парӗҫ. Топливӑна вӗсене пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи курттӑм хакран 30 процент йӳнӗрех сутмалла. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑпа ӗҫлекен нефть компанийӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ — «Лукойл» тата «Сургутнефтегаз». Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен вӗсем ҫӗр ӗҫченне йӳнӗ топливӑпа тивӗҫтерӗҫ. Паянхи куна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвексемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 50 хуҫалӑх килӗшӳ тунӑ. Пӗр литр бензин ял хуҫалӑх предприятийӗ валли 17 тенкӗ те 20 пус пулӗ, ку вӑл пасар хакӗнчен 10 тенкӗ йӳнӗрех. Пӗр кӑткӑслӑх ҫеҫ пур — топливӑна хуҫалӑхсен Сергач е Кстово хулине хӑйсен кайса илмелле пулӗ. Хальлӗхе ҫӑмӑллатнӑ майпа 6 пин ҫурӑ тонна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвек туянма калаҫса татӑлнӑ. Ҫураки ирттерме республикӑри хуҫалӑхсене 8 пин тонна кирлӗ. Ҫитес вӑхӑтра калӑпӑшсене ӳстерес пирки правительство шайӗнче йышӑну тума палӑртнӑ. |
![]() Вӑрнарти иккӗмеш шкулта ачасен телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ теҫҫӗ. Пӗрремӗш курава хак пама ачасем ятарласа ашшӗ-амӑшне чӗннӗ. «Шкул пурнӑҫӗ» телепрограмма тӑватӑ пайран тӑрать имӗш. Вӗренӳре пулса иртнӗ лайаххине е япӑххине «Сӗтел хушшинче» ятлӑ пайра курма пулать, вӗрентекенсен ӗҫ-хӗлне «Учительскаяра» тупма пулать, спортри ҫитӗнӳсем «Шкул хыпарӗсенче», «Кӑткӑсра» вара шкулти мӗнпур «ҫуп-ҫап» пустарӑннӑ. Вӑрнартелеушкӑн шкулти 223-мӗш пулӗмӗнче вырнаҫнӑ тет. Интереслекенсене тата пулашас текенсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Чӑваш Улхашра вырнаҫнӑ 1012-мӗш суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем халӑха суйлава пыма хистемелли меслет шутласа кӑларнӑ теҫҫӗ. Юнашар ялти халӑх ҫуртӗнче пӗлтӗр кинопӳлӗм ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Кунта халӑха тахҫанах килӗшнӗ киносем эрнешерӗн кӑтартаҫҫӗ ӗнтӗ. Суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем йышӑннӑ тӑрӑх, кашни суйлавҫӑ хӑйпе пӗрле тепӗр ҫын суйлавра хутшӑнма хистесессӗн, иккӗшне те пӗр каҫ тӳлевсӗр кино кӑтартаҫҫӗ тет. Ҫитес кинокаҫӗ пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вырӑс Улхаш халӑх ҫуртӗнче иртмелле имӗш. Шупашкарти «Асамат» юрӑ ушкӑнӗ те ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ пулас, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑванкас халӑх керменӗче Леонид Антонов каланӑ тӑрӑх, ҫак ялӑн халӑхӗ суйлавра йышлӑн пулсан, тепӗр хут килсе савӑнтарма шантарнӑ. |
![]() Пирӗн, чӑвашсен, сахал ҫул пурӑнсах тӑван халӑхӑн асне тарӑн кӗрсе юлма пултарнӑ пултаруллӑ та хастар ҫынсем чылай. К.Ивановпа М.Ҫеҫпӗлтенех тытӑнма пулать ку шут хисепне, анчах сӑмахӑмӑр пирӗн саманташ, Кирилл Демьянович Кириллов (1962–1996) — театр критикӗ, тележурналист, ҫыравҫӑ пирки. 34 ҫултах уйрӑлса кайнӑ вӑл пирӗнтен, апла пулин те ячӗ халӑхра ырӑпа тӑрса юлнӑ. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче литературӑна, драматургине вӑркӑнса кӗнӗскерӗн, «Чун кирлӗ, чун!» ятлӑ кӗнеки тинтерех ҫеҫ, мӑшӑрӗ Надежда Мефодьевна Кириллова тӑрӑшнипе кун ҫути курнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшне Кирилл Кириллова астӑвакансем, ун ӗҫне малалла тӑсакансем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӑннӑ пулсан театр критикӗ 50 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫак ятпа ЧПГӐИн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ертӳҫи В.А. Ендеров, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн профессорӗ В.Г. Родионов, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ М. |
![]() Комсомольскинчи шкул Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкулта тӗрлӗ предмет эрнисене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӗсене вӗрентекенсем кашни ҫулах шкул планӗпе килӗшӳллӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Анчахрах химипе биологи предмечӗсемпе хатӗрленӗ икэрнелӗх пулса иртнӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗнче вара истори, обществознани, право тата экономика урокӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикенчӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: 2012 ҫул — Раҫҫей исторйӗ ҫулӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем кашни класрах Тӑван ҫӗршыв историне халалланӑ уроксем ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли тӗрлӗрен тупӑшусемпе вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Сӑмахран, пиллӗкӗмӗшсем хушшинче «Асамлӑ уй» («Поле чудес») вӑйӑра ачасен авалхи историпе ҫыхӑннӑ сӑмахсене пӗлмелле пулчӗ. Кунта 5а класра вӗренекен Диана Тимаева тата 5б класра вӗренекен Николай Миронов ҫӗнтерме пултарчӗҫ. Чӑн та, кӑҫал ҫеҫ истори предметне вӗренме тытӑннӑ пулсан та, аван пӗлӳ пуҫтарма пултарнӑ шӑпӑрлансем. Улттӑмӗшсем вара «Эрудит» вӑйӑра вӑй виҫрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Надия Абинова (6а) тата Юлиана Сыраева (6б) тивӗҫрӗҫ. Вӗсем мала тухнинчен те тӗлӗнмелли ҫук: уроксенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, класри тата шкулти ытти ӗҫсене та хутшӑнма ӳркенсе тӑмаҫҫӗ. |
![]() Хӑш чух, пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, эпӗ ҫынсем Тӗнче тетелӗнсе мӗн шыранине пӗлес йытупа апаланса ларкалатӑп. «Яндекс.ру» шыравҫӑна тӗпе хурса тӗпчетӗп. Калас пулать, тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ тетел хӑнисем. Чи пӗрремӗш вырӑнта «Мӗн вӑл…?» ыйту ларать иккен. Юрату мӗнне пӗлесшӗннисем вара чи йышлисем. Романтика! Ун хыҫҫӑн «Эп ухмах пулсассӑн, ман мӗн тумалла?» ыйту вырнаҫнӑ. Сӑмахран, арҫынсем вӑл ыйтупа муритленмеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗ вара ҫак ыйту ҫине 5 млн. хурав парать иккен! «Мӗнле?» — ҫак ыйтупа тухакансем иккӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ. Суши апата мӗнле майпа ҫимеллине пӗлес шухӑшлисем малта. Унтан вара мӗнле тӗрӗс чуп тумаллине ыйтакансем. Виҫҫӗмӗш вырӑнтисем начарланас хуйхӑпа аппаланаҫҫӗ имӗш. «Ӑҫтан укҫа тупас?», «Ӑҫта-ши ман савни?». Юлашки ыйту ҫине 300 порносайт тухса тӑрать. «Кам?», «Кам куна тунӑ?» ыйтусемпе те сахал мар муритленекенсем. «Ҫывӑракан ҫына мӗншӗн фотоаппаратпа ӳкерме юрамасть?», — тесе йытаканнисем те чылай. Пӗррехинче В. Путин телевиденире «Ку сакӑр ҫул эпӗ галера ҫинчи чура евӗрех ӗҫлерӗм (как раб на галерах)», — тенӗ пулать. Тахӑшне «как краб на галерах» тесе илтӗннӗ те, вӑл, паллах, тетелте — «Мӗншӗн Путин краб? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юрий Васильев Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю. Васильев райадминистрацин структура подразделенийӗсен, федераллӑ тата республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен уйрӑмӗсен, районти предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе черетлӗ планерка ирттернӗ. Иртнӗ эрнери ӗҫе пӗтӗмлетнӗ тата малашлӑх ӗҫсене палӑртнӑ хыҫҫӑн районти службӑсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Пушӑн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ. Районта ҫак кун 29 суйлав участокӗ суйлавҫӑсене кӗтсе илӗ. Ю.Васильев организаципе техника ыйтӑвӗсене пурне те татса панине тепӗр хут тӗрӗслесе тухма, тивӗҫлӗ службӑсене килӗшӳллӗн ӗҫлеме, тимлӗ пулма ыйтнӑ. Планеркӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленес, Ҫӗнӗ Пуянкасси тата Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенче ҫӗнӗ урамсене электрификацилеме тытӑнас, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хӗле ӑсатас тата ытти ыйтусене пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |