Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене пула вӑрҫӑри пек халӑх тӑкӑнать теҫҫӗ хӑш-пӗр сӑнавҫӑсем. Чӑн та, аварисенче мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлмасть-ши! Ҫил кастарса вӗҫтерекен машинӑсене светофорсем мӗн тесен те «ҫӑварлӑхлаҫҫӗ».
Ҫак уйӑхра пирӗн республика лаптӑкӗнче тӑватӑ светофор хута янӑ. Вӗсенчен иккӗшне М-7 текен автоҫул ҫинче — вӑл трасса Мускава Ӗпхӳпе ҫыхӑнтарать — вырнаҫтарнӑ. Ҫавсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче, тепри — Ҫӗрпӳре. Шупашкара хӗвелтухӑҫ енчен кӗнӗ ҫул ҫинче те халӗ светофор пур. Кунсӑр пуҫне «Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр» трасса ҫинче, Канаш хулинче, вырнаҫтарнӑ.