![]() Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче кашни районтах Акатуй иртӗ. Хӑш-пӗр районти ялсенче вара ӑна ирттерме те ӗлкӗрнӗ. Сӑмахран, юрӑпа ӗҫ тата спорт уявне ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аслӑ Чакри (Вӑрмар районӗ) стадионра уявларӗҫ. Тӗрлӗ тӗслӗ шарсем, транспарантсем, ялавсем ҫакӑнса тӑнӑран тата динамиксенчен хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янранӑран вӑл кунхи ҫумӑрлӑ та пӗлӗтлӗ тӑракан ҫанталӑк халӑх кӑмӑлне пӗрре те пӑсмарӗ, хавасланма чармарӗ. Ялти Акатуй тата та хаваслӑрах ирттӗр тесе Шупашкартан ятарласа артистсене чӗннӗ. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен юрри никама та тунсӑхлама памарӗ — халӑх вӗсемпе пӗрле юрларӗ, ташларӗ. Спорт пайне илес пулсан футбол та пулчӗ, кире пуканне йӑтасси те пулчӗ, «Кӗрешӳ» те, вӗрен туртасси те, ҫӑмӑл атлетикӑ та. Тӗп парнене «Кӗрешӳре» Аслӑ Чак ял ҫынни Валерий Григорьев ҫӗнсе илчӗ. Уяв тутлӑ апатсӑр иртмерӗ — чӑваш шӳрпи кашнине лекрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() хӗрерӑмсем ал вӑйне виҫеҫҫӗ Шӑматкун, ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗнче уяв иртрӗ — ял кунне паллӑ турӗҫ. Пӗрремӗш хут иртмест вӑл — халӑх ӑна ҫулсенчен паллӑ тӑвать. Пухӑнасса вара ял халӑхӗ кана мар, хулари тӑванӗсем те, юнашар вырнаҫнӑ ытти ял ҫыннисем те килеҫҫӗ. Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, вырӑнти влаҫ ҫыннисем сӑмах илчӗҫ — Иван гаврилович Сергеев пухӑннисене пурне те уяв ячӗпе салмаларӗ. Ҫавӑн пекех Николай Анатольевич Павлов (Вӑрмар район администрацийӗн ӗҫ управляющийӗ /управделами/), Геннадий Николаевич Ямуков (район пухӑвӗн депутачӗ) тата ялти хисеплӗ ҫын Юрий Анатольевич Максимов салам сӑмахӗ каларӗҫ. Малалла вара уяв пуҫланчӗ — чи малтанах шкул ачисем хушшинче кӗрешӳҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Хутшӑнакансен хушшинче аякран килнисем те пурччӗ — Шупашкартан, Хусантан, Вӑрмартан, Шӑмӑршӑран, ҫывӑх ялсенчен. Анаткассем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ — Григорьев Сергей, Семенов Александр тата Иванов Виктор вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() пӗлтӗрхи чунҫӳревре Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахасшӑн мар. Маршручӗ ҫеҫ урӑхларах пулӗ — Кавказа ҫул выртӗ. Тӗллевӗ, яланхи пекех ӗнтӗ, хамӑр тымарсене тӗпчесси. Тем тесен те чӑвашӑн чылай йӑла-йӗрки Кавказпа ҫыхӑннӑ. Асамат халапнех илес. Дагестанри халӑх (пирӗн мӑн асаттесем унта пурӑннӑ) чӑвашсене хапӑл туса йышӑнма хатӗр. Хӑнасене кӗтсе илекенсен хушшинче — Нухай халӑх конгресӗ тата Дагестан Республикин ҫамрӑксен политикин комитечӗ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуҫланӑ нумай пулмасть ҫитнӗ ҫырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ кӳлепесенчен пӗри. Автор: Сантӑр Пикл Ӗнер, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, йӑлӑм енчи «Сувар» этнокультура паркӗнче 12-мӗш хут иртекен ниме-симпозиума пӗтӗмлетнӗ май 6 ҫӗнӗ сӑнарлӑ кӳлепе вырнаҫтарчӗҫ — пӗтӗмӗшле шутласан паркри шӗпсутсен шучӗ 130-тан та иртрӗ теме пулать. Хальхинче скульпторсен йышӗ юрату йывӑҫӗ таврашне илемлетрӗ. Сантӑр Пикл, Станислав Еткер, Микуҫ Балтай тӗрлӗ енлӗ юрату сӑнарне йывӑҫран касса кӑларса кӳлепесем хатӗрлерӗҫ. Шӗпсутҫӑсен шутӗнче икӗ студент (диплом ӗҫӗ пек хатӗрленӗ) пурри те симпозиум-ниме ӗҫне самай ӳстерет. Юрату йывӑҫне тупма пулӑшакан кӑтартмӑша ҫул хӗррине, иртсе каякансем курмалла лартрӗҫ. Паян вара ниме-симпозиума вӗҫлесе унта чӳк иртерӗҫ — ҫӳлти хӑватсене пуҫ тайӗҫ, ӗҫе вӗҫленӗ май така пусса шӳрпе ҫиӗҫ.
Сӑнсем: 1 пай (тулли пай, 179 сӑн), 2 пай (тӗп сӑнсем, 40 сӑн) |
![]() К.И.Косачев Ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Трак енре РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутат, Раҫҫей парламенчӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Иосифович Косачев пулнӑ. Малтанах Мускав хӑни хӑйӗн пулӑшаканӗпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе А. Разумовпа, республика парламенчӗн депутачӗпе, Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗпе В. Андреевпа пӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров, район пуҫлӑхӗ В. Григорьев ертсе пынипе «Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) хуҫалӑхра, «Чулхула Газпромтрансгаз» ТМЯО филиалӗнче — Заволжски ЛПУМГра пулса курнӑ, вӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла ҫитеспе К. Косачев районти активпа тӗл пулнӑ. Малтанах хӑнасем Яманак тӑрӑх ҫӳренӗ, «Хӗрлӗ Сурӑм» ТМЯО сӗт-ҫу ферминче пулса курнӑ. Асӑннӑ хуҫалӑх Трак енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинче ҫирӗп те тӗреклӗ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Вӑл 2008 ҫултан Чӑваш Енри чи лайӑх 100 хуҫалӑх шутне кӗрет. Иртнӗ ҫулхи сӗт пахалӑхӗн кӑтартӑвӗсемпе асӑннӑ общество республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунта сухаламан пӗр ҫӗр лаптӑкӗ те ҫук. Ҫулленех ҫӗнӗ техника туянаҫҫӗ, уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсен кӑтартӑвӗсем ҫуллен-ҫул ӳссе пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чечек хунӑ самант Паян, чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑ кун, поэтӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енӗн культура министерстви ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Палӑк умӗнчи пухӑва чӑваш халӑх юррисене юрлакан Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ актриси уҫрӗ — пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх уююрине юрласа пачӗ. Мероприятие ертсе пыракан «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редактор ҫумӗ Геннадий Максимов пухӑннисен умӗнче тепӗр хут К.В. Ивановӑн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнчӗ. Пухура тухса калаҫакансем шутӗнче культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов, ҫавӑн пекех Порфирий Афанасьев, Валерий Туркай, Анатолий Ефимов, Светлана Асамат, Денис Гордеев, Лидия Сарине, Альбина Юрату сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре «Сувар» этнокультура паркӗнче кӑҫалхи ниме-симпозиума вӗҫлесе 6 сӑнарлӑ кӳлепе лартӗҫ. 12 ҫул ирттернӗ май Атӑлӑн йӑлӑм енчи «Чувашия» санатори ҫумӗнче пурӗ 130 яхӑн шӗпсут (сӑнарлӑ кӳлепе) вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал «Юрату» («Анне юратӑвӗ» патӗнче) кӳлепи таврашне илемлетме шутлаҫҫӗ — чӑваш халӑх мифологийӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ юпа хутшӑнӗ. |
![]() Уралеев пахчи Ҫапла, иртнӗ шӑматкун Етӗрне районӗнчи Мучар ял тӑрӑхӗнче чи капӑр та илемлӗ пахчана шырарӗҫ. Пурӗ ку тӑрӑха 6 ял кӗрет — Заштранкӑ, Кӗҫӗн Чураш, Тури Мучар, Чаканар, Шоркка тата администраци вырнаҫнӑ Анат Мучар. Шӑп вӑл ял ҫыннисен тупӑшма лекрӗ те ӗнтӗ «Xи капӑр пахча» ятне тивӗҫес тесе. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ май чи капӑр пахча ятне Чаканарти Уралеев Владимир Николаевич хуҫалӑхӗ илме тивӗҫ пулчӗ. Чӑн та вӗсен пахчинче йӑрансене тюльпан лартса уйӑрса тухнӑ. Ҫырла тӗммисем те хитрен лараҫҫӗ, шуратнӑ улмуҫҫи вуллисем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ, куҫа савӑнтараҫҫӗ. Сирӗн ялта кам пахчи капӑртарах? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уявра Йӑнтӑрчӑри (Тӑвай районӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулти 12 хӗрпе каччӑ ӗнер шӑнкӑрав сассине юлашки хут итлерӗҫ. Ытти хӑнасемпе пӗрле Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те шкул пӗтерекенсене саламларӗ. «Тунсӑхлӑ та, савӑнӑҫлӑ та сире, хаклӑ шкул пӗтерекенсем. Итрсе каякан ачалӑхӑн уявӗ ку, пурнӑҫӑн пӗр тапхӑрӗпе сывпуллашса илӗртӳллӗ пуласлӑхпа тӗл пулни. Малашлӑх ҫулӗ ҫинче сирӗн яланах телейпе ӑнӑҫу пултӑр, хаклӑ выпускниксем...» — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш халӑхӗн ӗҫпе наци тата культура йӑли-йӗркине малалла ҫирӗплетсе пырас, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫар мухтавне тата паттӑрлӑх историне илемлӗх хатӗрӗсемпе пропагандӑлас, ҫамрӑксене патриотла ӳстерес, тӑван ене хисеплесе юратма вӗрентес тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарас тӗллевпе кӑҫалхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Краноармейски ялӗнче, вӑрман ҫывӑхӗнчи «Факел» стадионта «Акатуй-2011» ирттереҫҫӗ. Хальхинче ӑна Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш — Совет Союзӗн Геройӗ В.В. Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. «Акатуй» ирттерме район администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе йӗркелӳ комитетне туса хунӑ, унӑн председательне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм аталанӑвӗн управленийӗн начальникне И.В. Степанова суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |