Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

«Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейи кунран кун пуянланса пырать. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнласа кӑтартас, чӑваш пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫутатас тӗллев пулнӑ. Ку ӗҫ майӗпен пурнӑҫланса пырать те.

Чӑваш ялӗсене сӑнласа кӑтартас тӗлешпе хальхи вӑхӑтра ытларах республикӑн тури районӗсен ялӗсем кӗнӗ. Танлаштарнӑ май ҫак районсенчи ялсене ытларах сӑнлани курӑнать: Шупашкар районӗ (76 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (33 ял), Муркаш районӗ (27 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (20 ял), Элӗк районӗ (13 ял), Вӑрнар районӗ (5 ял). Ҫавӑн пекех Канаш, Куславкка, Етӗрне, Елчӗк районсенчи ялсен сӑнӗсем пур. Нумай мар пулин те пур.

 

«Чӑваш тӗнчинче» ытти сӑн та чылай: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей, нумай пулмасть Бичурин музейӗнчи сӑнсене вырнаҫтарнӑччӗ), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gallery.chuvash.org
 

ЧӲК
25

Ӑсчахсем ӗҫтешне манмаҫҫӗ
 Геннадий Дегтярёв | 25.11.2010 00:41 |

Конференцие хутшӑннисем
Конференцие хутшӑннисем

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ.

В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.

Малалла...

 

Телеканал страници
Телеканал страници

Тенчипе паллӑ Youtube сервисра «Сӑвар» TV канал уҫалнӑ. Ӑна уҫаканни — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ.

Хальхи вӑхӑтра интернетри телеканалра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитнине халалланӑ митингри (чӳкӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ) телекурмасем вырнаҫнӑ. Малашне ку канал урлӑ ытти мероприятисене лартма палӑртаҫҫӗ — тӗслӗхрен, юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ деклорацие йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртнине, терлӗ ҫулсенче ӳкернӗ чунҫӳреври материалсене. «Сӑвар» видеостуди ӳкерме хутшӑннӑ чылай мероприятипе ҫак канал урлӑ паллашма май пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче эпир ирттерекен «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавне те ҫак канал урлӑ ҫутатма палӑртаҫҫӗ.

Телеканал тӗллевӗ — май ҫитнӗ таран чӑваш ҫамрӑкӗсен пурнӑҫӗпе, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ «Чӑваш Ен» ГТРК ӳкермен, ҫутатман мероприятисемпе паллаштарасси. Канал тӳлевсӗр, унӑн материалӗсемпе тӗнчери пур ҫын та паллашма пултарать — ҫӗнӗ телекурмасем илсе тӑма ҫырӑнмалла ҫеҫ.

 

«Сӑвар» пӗрлешӗве 20 ҫул каяллах йӗркеленӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.youtube.com/user/suvartv
 

Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни
Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни

Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?

4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районнеВиктор Михайлов ертсе пырӗҫ.

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ.

Малалла...

 

Кӑнтӑр Корея енчи тӗтӗм. CNN сӑнӗ
Кӑнтӑр Корея енчи тӗтӗм. CNN сӑнӗ

Паян ирхине, чӳкӗн 23-мӗшӗнче Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Корея хушшинчи хирӗҫӳ вӑйланнӑ — ирхине ҫӳрҫӗрти патшалӑх ҫарӗ тупӑсенчен Енӗпхентӑ (выр. Енпхендо) архипелагне кӗмсӗртеттернӗ. Кӑнтӑр Корея ҫарӗсем тӑхтаса тӑмасӑрах вӗсене хирӗҫ хуравланӑ. Ҫурҫӗр Корея кӳрше хирӗҫ 200 снаряд вӗҫтернӗ, Кӑнтӑр Корея 80 хут пени паллӑ.

Ренхап агентство пӗлтернӗ тӑрӑх кӑнтӑр корейсен пӗр салтакӗ вилнӗ. CNN вара 15-ккӗшне аматни пирки пӗлтерет. Ҫурҫӗртисен хушшинче миҫе салтак вилнипе аманни пирки хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Ку хирӗҫӳ Азири фонд индексӗсене те пырса тивнӗ — вӗсем 1-2% чакнӑ. Тупӑран пӗр-пӗрне пени доллар хакне ӳстернӗ, корей вонӗн хакне чакарнӑ.

Пулӑма тишкерекенсем вӑрҫӑ сӑлтавӗ нумай пулмасть патшалӑхсен чикки ҫывӑхӗнче кӑнтӑр корейсемпе мериккансен ҫарӗсем вӗренӳ ирттернипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. ДКХР ӑна хирӗҫ тӑни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/11/23/wounds/
 

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чи илемлӗ кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑмӑртура 2009-2010 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесене пӑхса тухнӑ. Хаклавҫӑсен (Ю.В. Викторовпа А.И. Мордвинова ӳнер тӗпчевҫисем, З.И. Чернова, Г.С. Самсонова, С.А. Бритвина, И.М. Амосова ӳнерҫӗсем) кӗнекисен дизайнне ҫак номинацисенче пӑхса тухмалла пулчӗ: илемлӗ литература, ача-пӑчасен литератури, ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литератури тата вӗренӳ литератури.

Ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литературин номинацийӗнче чи илемли шутне Чӑваш кӗнеке издательстви 2009 ҫулта кӑларнӑ «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнекене кӗртрӗҫ.

Ку кӗнеке пысӑк хака иккӗмӗш хут тивӗҫет. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна Мускавра чи лайӑх кӗнеке шутне кӗртсе хисеплӗ дипомпа палӑртнӑччӗ. Ку кӗнеке Терентий Дверенина Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме те пулӑшрӗ, вӑл лауриат пулса тӑчӗ. Унсӑр пуҫне кӑҫал Мускавра унӑн куравӗ те иртнӗччӗ.

 

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче, вырсарникун, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче (ТД «Шупашкар») ҫӗнӗ клуб проекчӗ, чӑвашсен чаплӑ каҫӗ ҫуралать! Ячӗ — Аван party! «Виктория» кафере иртӗ.

Сире кӗтеҫҫӗ: Стас Комиссаров, Ирина Музыкантова, Костя Рязанов, Типшӗм Сашук тата ыттисем.

 

Ан манӑр, пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра (18:30). Билетсене 62-35-61 инҫесас номерӗпе туянма пулать. Хакӗ: каччӑсемшӗн — 150 тенкӗ, хӗрсемшӗн — 100 тенкӗ.

 

Саламланӑ самант
Саламланӑ самант

Кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ Пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Депутатсем сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетесси пулнӑ. Маларах, конкурс комиссийӗ ҫак вырӑна йышӑнма тӑратнӑ виҫӗ ҫын программине пӑхса тухнӑ. Николай Емельяновӑн программи чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.

Депутатсем комисси ӗҫӗпе килӗшнӗ, хула ертӳҫи Леонид Черкессов Николай Емельяновпа контракт ҫырса ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫи хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ туса пырасси пирки пӗлтерчӗ.

 

Ӑмӑрту саманчӗ
Ӑмӑрту саманчӗ

Иртнӗ кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, шкул ачисем шахматпа выляса ӑмӑртнӑ. Ахаль выляман, ку ӑмӑрту Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокӗшӗн иртекен XIII Спартакиада шутне кӗрет.

Финалта районсенчи 6 ушкӑн тата хула ачасем тупӑшрӗҫ — вӗсем маларах хӑйсен районӗсемпе хулисенче мала тухнӑ пулнӑ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн чи маттур шахматҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарсем пулни палӑрнӑ, вӗсем ыттисенче лайӑхрах выляни сисӗннӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене вара пӗр-пӗринчен пӗр очко ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ. Ҫапла май Шупашкар хулин ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна лекнӗ, Элӗк районӗн ачисем — виҫҫӗмӗшне. Унсӑр пуҫне Ҫӗмерле хулипе Елчӗк районӗн ачисем лайӑх вылянине палӑртма пулать.

Мала тухнӑ пур ушкӑна та медальсемпе, дипломсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысланӑ. Мала тухнӑ ятпа эпир пурне те саламлатпӑр!

 

Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ

Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫ­ченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫ­лӑ пурнӑҫ­лассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ.

Преми укҫине тухӑҫ­лӑ ӗҫ­лекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен».

 

Страницӑсем: 1 ... 3754, 3755, 3756, 3757, 3758, 3759, 3760, 3761, 3762, 3763, [3764], 3765, 3766, 3767, 3768, 3769, 3770, 3771, 3772, 3773, 3774, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...