Чӑваш кӗсли![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра «Чӑваш кӗсли» интернет олимпида ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пырӗ (малтан регистрациленӗҫ, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем ҫине хуравлӗҫ). Ку тупӑшура Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче пурӑнакан икӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: 5-7-мӗш тата 8-10-мӗш классенче вӗренекенсем. Олимпиада Инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче иртӗ, кашни ӳсӗм ушкӑнӗ валли 10-шар ыйту хатӗрленӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 50 минут параҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем чӳкӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗмлетме шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Юлашки виҫӗ ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗрес текенсен умне ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Чи малтанах литературӑпа пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) памалла тунине палӑртмалла. Чӑваш литературипе пӗрлӗхлӗ экзамен ҫуккине асра тытсан, абитуриентсен пӗтӗм Раҫҫейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вӑл вырӑс литературипе) памалла пулчӗ. Хайхи чӑваш филологине вӗренме кӗрекенӗн вырӑс чӗлхипе литературине пӗлнин шайне кӑтартма тиврӗ. Ҫак лару-тӑрура Тутарстанӑн Ҫутӗҫ министрествийӗ тутар чӗлхипе тата литературипе республика шайӗнчи ППЭ йӗркелеме ӑс ҫитерчӗ. Вӗсен филологи факультетне вӗренме кӗрекенсем ҫапла майпа тӑван чӗлхипе тата литературӑпах экзамен парса кӗчӗҫ. Кӑҫал педагогика специальноҫӗсене вӗренме кӗрекенсене «Литература» вырӑнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирӗк пачӗҫ. | ||
![]() Тӗнче тетелӗнче вӗрентекенсем хушшинче иртнӗ «Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисем палӑрчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Элӗк районӗнчи Юнтапа вӑтам шкулӗнче вӗрентекен Леонтьева Зоя Ивановна тивӗҫрӗ. Ҫак ӑмӑртӑва Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри 2011 ҫулхи авӑнӑн 20-30-мӗшӗсенче ирттерчӗ. Конкурсри ыйтусем чӑваш чӗлхипе литературине тӗпчекенсем, чӑваш халӑхӗн тӗнче шайне ҫӗкленнӗ ывӑлӗ-хӗрӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех, чӑваш ҫыравҫисен паллӑ хайлавӗсем театр тата ӳнерте мӗнле йӗр хӑварни ҫинчен пулчӗҫ. Пурӗ 150 ҫын ытла хутшӑнчӗ. Малти вырӑнсене ҫавӑн пекех Евгений Майков (Шупашкар районӗ), Галина Малова (Елчӗк районӗ), Лена Максимова (Вӑрмар районӗ), Ольга Никифорова (Шупашкар районӗ), Вера Воронова (Елчӗк районӗ), Валентина Яковлева (Патӑрьел районӗ), Елена Иванова (Ҫӗнӗ Шупашкар), Надежда Круглова (Елчӗк районӗ), Елена Леонтьева (Шупашкар), Лидия Никифорова (Йӗпреҫ районӗ) тухрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Паянхи аслӑ вӗренӳ заведенийӗн задачисен шутне студентсене пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫамрӑксем епле татса панине сӑнаса тӑрасси те пулса тӑрать. Ҫавна май чӑваш филологийӗпе культура ӗҫченӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан специалистсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть факультет вӗренекенӗсемпе тата ӗҫченӗсемпе Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Ильич Черкесов тӗл пулчӗ. Вӑл юлашки ҫулта хула епле ҫӗнелсе хитреленни пирки каласа пачӗ. Тӗп хула кӑна мар, Чӑваш Республики те хӑтлӑ пултӑр тесе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ушкӑнӗ мӗнле ӗҫсем туса ирттерни пирки те тӗплӗн ӑнлантарчӗ. «Паянхи ҫамрӑксем — Чӑваш ен пуласлӑхӗ. Вӗсем пирӗн хулара тӗпленнччӗр тесе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав шутрах — ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшас енӗпе те», — тесе пӗлтерчӗ хӑна. Тӗл пулура ҫавӑн пекех университет ректорӗ В.Г. Агаков та тухса калаҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп! «Ҫулсем — регион сӑн-сӑпачӗ, унӑн ытлӑх-ҫитлӗхӗн тата социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн никӗсӗ», — текен каларӑш чӑннипех тӗрӗс. Эсир пурнӑҫлакан ӗҫ пахалӑхӗпе водительсемпе пассажирсен, ҫуран ҫынсен пурнӑҫӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ, машинӑсем чӑрмавсӑр ҫӳресси тата таварсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра илсе ҫитересси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Паян Чӑваш Ен ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ: ҫӗнӗ аслӑ ҫулсем хута каяҫҫӗ, юханшывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, ҫулсене юсассипе тата тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ӳсет. Отрасль аталанӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Раҫҫей хулисенчи ҫӗнӗ ҫулсем» проекчӗ те пысӑк тӳпе хывать, ӑна пурнӑҫлани республикӑн тӗп хулинчи ҫул-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫ калӑпӑшне палӑрмаллах пысӑклатать. Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фондне туса хуни вара республикӑри ҫулсен тытӑмне малалла ҫирӗплетме ҫӗнӗ майсем уҫать. Ҫапах та ҫак ырӑ улшӑнусене тӗп вӑйсӑр — ҫынсемсӗр, вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа тата хӑйсене шеллемесӗр пурнӑҫлакан ӗҫсӗр — тума ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Тӑрӑм шкулӗ Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнчи ачасем виҫӗ кун хушши йывӑҫ пахчине хура пилеш татма ҫӳрерӗҫ. Хура пилеш — питӗ усӑллӑ ҫырла. Ӑна пӗрремӗш сивӗсем хыҫҫӑн кӑна пуҫтармалла. Медицинӑра та унпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пилешре тӗрлӗ витамин нумай (Р, С, Е, К, В1, В6, бета-каротин), ҫавӑн пекех микроэлементсем те чылай (бор, тимӗр, марганец, пӑхӑр, фтор). Тӗслӗхрен, хӑмла ҫырлипе танлаштарсан, хура пилешре йод 4 хут нумайрах. Хура пилеш ҫырли юн пусӑмне нормӑна лартать, юнри холестерина чакарать. Тухтӑрсем сахар диабечӗ, ревматизм, аллерги, атеросклероз чухне те ҫак ҫырлана ҫиме хушаҫҫӗ. Ӑна шӑнтса хума та, типӗтме те юрать. Чӑваш Тӑрӑм ачисем виҫӗ кун хушши питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ вара. 5- мӗш класрисем пӗр кун хушшинче 150 кг пилеш пуҫтарчӗҫ. Чи нумай татаканни Королева Марина пулчӗ (28,5). Шкулӗпе виҫӗ кун хушшинче 2,5 тоннӑна яхӑн татнӑ ҫырлана Канашри заготсбытбазӑна ӑсатрӗҫ. Чӑн та, усӑллӑ ӗҫ чун канӑҫӗ пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() 2008-мӗш ҫулта «Ӑраскал» кӑларӑм 40 ҫул тултарнӑ ятпа «Чӑваш Радио» пултарулӑх ушкӑнӗ ӳнер музейӗ умӗнче аллея никӗсленӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетсе илем кӳме шут тытнӑ. Телей кӳрекен аллейӑна никӗслес ӗҫе Венера Большова «Ӑраскал» кӑларӑмӑн авторӗ пуҫарса янӑ. Паян кунта 40 тӗп лартса хӑварчӗҫ, тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ. Хыр, туйя, барбарис йывӑҫҫисем аллейӑна ҫулталӑкӑн пур вӑхӑтӗнче те илем кӳрӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе «Чӑваш Радио ветеранӗсемпе, унта ӗҫлекенсемпе пӗрле студентсем те хутшӑнчӗҫ, ача сатне ҫӳрекенсем те айккинче юлмарӗҫ. «Ӑраскал» аллейӑн сӑн-сӑпатне тӗппипе улӑштарма палӑртнӑ. Ҫамрӑк хунавсене аллейӑна ҫурмаран пайлакан яштака хырӑн икӗ айккипе лартса хӑварчӗҫ. «Чӑваш Радиона» ертсе пыракан Эльвира Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна. Ҫавӑн пекех кунта чечек клумбисем йӗркелеме, саксемпе хунарсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. «Ӑраскал аллейи ҫамрӑксен чи юратнӑ кану вырӑнӗ пуласса, хулана илем кӳрессе шанатпӑр», — теҫҫӗ радио ӗҫченӗсем. | ||
![]() Валенитина Игнатьева Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш члхине вӗрентес меслетлӗх кафедрин ертӳҫи Валентина Игнатьева доцент хуласенчи шкул ачисене чӑвашла вӗрентес ӗҫе пуҫараканӗсенчен пӗри. Ҫак кунсенче педуниверситетра республикӑри паллӑ педагогӑн юбилейне анлӑн паллӑ турӗҫ. Сумлӑ преподавателе чыс тума тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, студентсемпе шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ районӗсенчен пӗрле вӗреннӗ тус-юлташӗсем те ҫитнӗ. Юбиляра ӑшӑ сӑмах калакан нумай пулчӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вӗрентӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тав хутне тивӗҫрӗ. Валентина Ивановна студенчӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑ шӑрантарчӗҫ. 33 ҫул ӗнтӗ Валентина Ивановна ҫамрӑксене пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хурать. Сумлӑ преподавателӗн ҫитӗнӗвӗсем куҫкӗретех. | ||
![]() Ҫӗнӗ чиркӳ ҫапларах пулмалла Ҫавӑнпах тӗн ҫыннисемпе чиркӗве ҫӳрекенсем чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвасси пирки тӗрлӗ шайра темиҫе хутчен те ыйту ҫӗкленӗ. Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн кӑҫалхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче те хускалчӗ вӑл. Депутатсем те ҫӗнӗ чиркӳ кирлине ырларӗҫ. Район ертӳҫисем, тӗн ҫыннисемпе канашласа, ҫакна валли район центрӗнчи «Ҫӗнтерӗве — 30 ҫул» урамра («Красноармейская» МСО территорийӗнче) ҫӗр участокӗ те уйӑрса параҫҫӗ. Паллах, чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тума проект кирлӗ. Вӑл йӳнех ларас ҫук. Ҫавӑнпах хатӗр проектпа усӑ курни вырӑнлӑрах та пуль. Красноармейскинчи «Трак керамики» завода тӑвакан хупӑ йышши «ТУС» акционер пӗрлешӗвӗн директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ Н.Ф. Угаслов ку тӗлӗшпе шӑпах ырӑ сӗнӳ панӑ, хатӗр проект пуррине каланӑ. Вӑл ҫине тӑнипе тата пулӑшнипе тӑван ялӗнче — Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хула Ҫырминче Богоявлени чиркӗвне хӑпартаҫҫӗ-мӗн. Никӗсе пӗлтӗрхи авӑнра янӑ, строительство ӗҫӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, объекта ҫитес ҫул хута яма пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар район сучӗ наркотикпе айкашнӑ ҫамрӑка айӑпланӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулине гашиш илсе килме тӑнӑ. 24-ри Андрей Арапов суд тенкелӗ ҫинче пӗрремӗш хут. Ҫамрӑк ҫын Киргизире ҫуралса ӳснӗ, вӑхӑтлӑха Шупашкарта пурӑннӑ. Наркотиксемпе ҫыхланнӑ Андрея йӗрке сыхлавҫисем ҫуллах асӑрханӑ. Гашиша вӑл Мускавра туяннӑ. Шупашкара ҫитес умӗн ӑна полици ӗҫченӗсем кӗтсе тӑнӑ. Тӗрӗслевре шырав йыттисем пулӑшнӑ. Араповӑн автомашининче 100 грама яхӑн наркӑмӑш тупнӑ. Саккун тӑрӑх ку пысӑк парти шутланать. Сӑтӑрҫӑн вӑхӑтлӑха хывнӑ хваттерӗнче те наркӑмӑшлӑ им-ҫама туртмалли хатӗрсем, унсӑр пуҫне усӑ курма чарнӑ эмел тупнӑ. Ҫамрӑк хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫакна ҫирӗплетсе хут ҫине алӑ пуснӑ. Анчах следстви пынӑ вӑхӑтра хӑй малтан каласа панине хирӗҫлеме тӑнӑ. Ҫапах та ҫамрӑк ҫыннӑн айӑпӗ куҫкӗрет. Наркотикпе ӑна алӑран тытнӑ, хваттерӗнче те ун айӑпне палӑртакан им-ҫампа тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Суд ҫамрӑка 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |