Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗн «Парне» ятлӑ фольклор ансамбльне йӗркелесе янӑранпа 1 ҫул ҫитрӗ. Пуш уйӑхӗн юлашки кунӗнче СПб Национальность ҫуртӗн банкет залӗнче «Парне» ансамблӗ Питӗрте пурӑнакан йӑхташсем валли концерт йӗркелерӗ. Питӗрте пурӑнакан чӑвашсен историйӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрлӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем йӗркеленсе хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Ҫавнашкал «Нарспи» ятлӑ юлашки ушкӑнӑн ертӳҫи В. Исакова пулнӑ. Т. Ильинанӑн йӗртсе пыракан «Парне» ушкӑнӗн шучӗ, паянхи кунпа, 13 ҫын. Ушкӑн юрӑ шӑратса тата ташӑ ташланипе кӑна ҫитӗнместь, сцена ҫинче тӗрле кӑтартусем (сӑмахран, мода кӑтартӑвӗ, А.Кӑлканӑн «Харавҫӑ мулкач» юптарине лартса пани) те кӑтартса куракансене савӑнтарать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗ | ||
Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Хусанкай Академийӗн черетлӗ конференцийӗ иртрӗ.
Регионти наукӑпа практика конференцине ирттерекенсем - Этнопедагогика наукӑпа тӗпчев институчӗ. Ку институт Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 2003-мӗш ҫулта Геннадий Никандрович Волков академик тӑрӑшнипе уҫӑлчӗ. Унӑн директорӗ — педагогика наукисен докторӗ Г.Н. Волков -РАО академикӗ, директор ҫумӗ — педагогика наукисен докторӗ Людмила Васильевна Кузнецова профессор.
Конференци ячӗ — «Этнопедагогическая пансофия Хузангая» (Хусанкай пултарулӑхӗн этнопедагогика пансофийӗ). Ӗҫлӗ калаҫӑва НИИЭ директорӗ — Г.Н.Волков академик, Вера Кузьминична Кузьмина — П.П. Хусанкай мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки, Атнер Петрович Хусанкай — филологи наукисен кандидачӗ, Раиса Сарпи — сӑвӑҫ, Викторов Геннадий Александрович (Мускавран) — «Сыны Отечества» ертӳҫи, Валеев Ильяс Иштуганович (Ӗпхӗрен) — педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Арсалиев Шавади Мадов-Хаджиевич (Чечняран) — педагогика наукисен докторӗ тата ытти тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ. | ||
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче область филармонийӗ саккӑрмӗш хут Чӗмпӗр Енӗн чи пултаруллӑ пикисене кӗтсе илчӗ. Чиперккесен ӑмӑртӑвӗн географийӗ сарӑлни кӑҫал 14 пике сцена ҫине тухсанах курӑнчӗ. Унчченхи конкурссене хуларисемпе чaнлӑсем ытларах хутшӑнатчӗҫ пулсан кӑҫал ытти районсенчен килме кӑмӑл турӗҫ. Чи малтан сарпикесене УОЧНКА ертӗҫи (вӑлах жюри председателӗ) В.И. Сваев ырӑ сунчӗ. – Пирӗн тӑрӑхра чи малтан пуҫарнӑ конкурс Раҫҫейри регонсенче пурӑнакан чӑвашсене хавхалантарчӗ. Чӗмпӗрсен сасси Мускавра та янӑрать. Ӑнӑҫусем сире, - терӗ Владимир Ильич. Ульяновск область кӗпeрнаттӑрӗн пулӑшаканӗ Т.В.Сергеева сарпикесене ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗ. – Наци автономисенчен чӑвашсен пӗрлӗхӗ хастар ӗҫленине палӑртнипе пӗрлех эпир иртнӗ ҫул Анна Буркина Раҫҫейри конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннипе мухтанатпӑр. Унӑн сӑнӗллӗ календарь администрацири пур кабинетсенче те ҫакӑнса тӑрать. Паянхи конкурса хутшӑнакансене пурне те ҫӗнтерме сунатӑп. Телейлe ҫул сире, - пехиллерӗ Татьяна Владимировна. Ачасен “Ҫӑлкуҫ” ушкӑнӗ (облаҫри тӑлӑх ачасен ҫурчӗ, ертӳҫи С. | ||
Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче В.Катаев ҫырнӑ «Ӑнсӑртран авлансан» (Квадратура круга) спектакль премьери пулӗ. Режиссёрӗ — Александра Федина (вӑл паллӑ вырӑс режисёрӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Леонид Хейфецӑн веренекенӗ). Спектакльти рольсене театрӑн ҫӑмрӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Геннадий Большакова, Владимир Семёнова, Светлана Андреевӑна курма пулать.
| ||
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑвай район вулавӑшӗнче ача-пӑча кӗнекисен эрни уҫӑлнӑ. Ӑна Тӗнчери ача-пӑча кӗнеки кунне тата шкул ачисен канмалли кунӗсем пуҫланнӑ майпа уҫнӑ. Пӗрремӗш кунӗнче вулавӑшри ача-пӑчасен кӗнекисен фондне кӑтартас енӗпе ӗҫленӗ, «Кулӑш, тумлам, урра!» тата «Ҫутҫанталӑк пурнӑҫне итлетпӗр» ятлӑ куравсем йӗркеленӗ. Вулавӑша килнисемпе кайӑксемпе чечексем ҫинчен пӗчӗк викторна ирттернӗ. Конкурсра Вьюник Алена, Лебедева Оля, Петрова Люда тата Петрова Кристина пӗлӗвӗсене лайӑх уҫса панӑ.
| ||
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шӑп та лӑп кулӑш кунӗнче, А. Смолин сӑвӑҫ 50 ҫул тултарчӗ! Ҫак куна халалласа литература музейӗнче унӑн автор каҫӗ иртрӗ. Чаплӑ сӑвӑҫа саламлама унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх юлташӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ — литература музейӗн залӗ тӑп-тулли пулчӗ. Саламлаканӗсен чаречӗ пӗрре те пӗчӗкленмерӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри Анатолий Смолина ҫуралнӑ кунӗпе тата юбилейӗпе саламларӗ. А. Смолин та кая юлмарӗ, хӑйӗн сӑввисене темиҫе хут та пӑхмасӑр каласа пачӗ.
Chuvash.Org пӗрлӗх те А. Смолин ҫак юбилейпа саламлать, ырлӑхпа сывлӑх сунать, хӑйӗн пултарулӑхӗпе малашне те савӑнтарма сӗнет. | ||
«Кӗмӗл сасӑ»Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗсен министерстви 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнсенче «Кӗмел сасӑ» ятлӑ тӗнчери чӑваш эстрада юррисен VIII фестивалне ирттерет!
Тутар, Пушкӑрт, Чӑваш республикисенчи, Чӗмпӗр, Саратов, Самар, Тюмень облаҫӗсенчи тата ытти регионсенчи чӑвашсен чи пултаруллӑ эстрада юрӑҫисем хутшӑнаҫҫӗ.
Хӑнасем - иртнӗ фестиваль ҫӗнтерӳҫисем: Вячеслав Христофоров, Лариса Васильева, Михаил Федоров, Ирина Сафандеева, Полина Борисова, Алена Акӑшпи тата чӑвашсен ытти паллӑ эстрада ҫӑлтӑрӗсем.
Фестиваль концерчӗсем Чӑваш Республикин культура училищин вӗрентӳ театрӗнче (Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт) иртеҫҫӗ. 18 сехетре пуҫланать. Билет хакӗ 80 тенкӗ.
Пурне те пырса курма чӗнетпӗр!!! | ||
Чӑваш Ен правительствин юлашки ларӑвӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство перлешӗвӗнчи» лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Предприятири ӗҫсем япӑх пыни пирки пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчех предприяти панкрута тухма пуҫланӑ, анчах та ун чухне лару-тӑрӑва лайӑхлатма май тупса панкрута тухассинчен ҫӑлнӑ. Халӗ вара завод каллех ҫав шая ҫитме пуҫланӑ — палартнӑ правительство ларӑвӗнче. Предприятири ӗҫ укҫи Шупашкартинчен те, ун йышши ытти предприятинчен те каярах, 2006 ҫулхи тупӑшлӑхӗ палӑртнӑ 12% вырӑнне 2% ҫеҫ ӳснӗ, пӗр хушӑ эрнере 4 кун кӑна ӗҫленӗ. Фёдорова предприятири ытти ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Предприяти ертӳҫи Михаил Резников каласа панӑ тӑрӑх вара предприятин ӗҫӗсем япӑх пулни Раҫҫее 500 вакун Китай пиротехникине илсе килни, вӗсене 2 хут йӳнӗрех хакпа сутни, самай укҫа производствӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре янипе ҫыхӑннӑ. Вӑл калашле 2007 ҫулта предприятири ӗҫ укҫи 21% ӳсмелле, тупӑшлӑхӗ — 16%. Предприятири лару-тӑрӑва ҫӑлма ыйтса Н. Фёдоров Фрадков патне ҫыру янӑ.
| ||
Кӑҫал Раҫҫейре Китай ҫулталӑкне палӑртнӑ май Шупашкарта «Восток» (Хӗвелтухӑҫ) ятлӑ Китай патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗ хӑйен пултарулӑхне кӑтартӗ. Вӗсен пултарулӑхне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх опарӑпа балет театрӗнче курма пулать. Ку ушкӑн Китайри пур провинцире те пулса курнӑ, ҫавӑн пекех тӗнчери 80 патшалӑха ҫитнӗ. Ушкӑнри 100 ытла хутшӑнаканӑн ӳнер шайӗнчи патшалӑх чаплӑ ячӗсем пур. Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла Китай халӑх тата ытти ҫӗрсенчи ташӑсем, юрӑсемпе инструментлӑ пьесӑсен шучӗ — пин ытла.
| ||
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ валли халалласа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуканесен куравӗ уҫӑлнӑ. Кунта Татьяна Шарковӑпа Галина Изратовӑн ӗҫӗсене курма пулать. Татьяна Шаркова хӑйӗн пуканисене пластикпа тӑмран хатӗрленӗ, Галина Изратова вара — фольгана тӗпе хурса пластикпа тӑма хутӑштарса. Вӑл каланӑ тӑрӑх тӑмпа ӗҫлеме ҫӑмӑл, анчах та пуканесем ытла йывӑр пулаҫҫӗ. КУравта ҫавӑн пекех йывӑҫран хатӗрленисем те ҫыхса тунисем те пур. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |