Канаш хула библиотекинче хула уставне халӑха вуласа панӑ, сӳтсе явнӑ. Ҫурла уйӑхӗнчех устава хула периодикӑллӑ кӑларӑмӗсенче пичӗтленӗчӗ. Ҫав майпа вара пур ҫынӑн та хула уставӗпе паллашма, хӑйӗн сӗнӗвесене пама май пулнӑ. Хальхинче панӑ сӗнӳсене протокола кӗртнӗ, проекта хула депутачӗсен пухӑвӗн пулас заседаниӗнче йышӑнӗҫ. |
"Сириус" ача-пӑча театр студиӗ хӑйсем патне пӗчӗк артистсене чӗнет. Студи Елчӗкӗн халӑх театрӗ ҫумӗнче ӗҫлет. 1994 ҫулта пуҫарӑнтарса ярнӑ хыҫҫӑн кунта темиҫе ушкӑн вӗренсе тухнӑ. Студи темиҫе спектакль лартнӑ. |
Чӳк уйӑхӗн 18 Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн 45 ҫула ҫитнине уявлать. Уяв программипе кунта паллашма пулать. Кӗскен каласан, эстафета, музейсенче тӗрлӗ куравсем, конкурсем, концертсем (тӗслӗхрен, Ефим Шифрин "Химик" КК хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ) иртӗҫ. |
чӳк уйӑхӗн 4-8 хушшинче Пензӑра иртнӗ "Созвездие" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗнче Куславвкари интернат шкулӗнчи духовой инструмент ансамблӗн коллективӗ чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Фестивалте 28 регионтан 250 хутшӑнакан пулнӑ. Ачасем Пушкӑрт, Калмыки, Мордови, Чӑваш, Кабардин-Балкари Республикинчен, Краснодар тата Ставрополь енӗсенчен, Белгород, Владимир, Иваново, Кострома, Ленинград, Липецк, Мурманск, Чулхула, Оренбург, Орел, Пенза, Пермь, Рязань, Самара, Саратов, Свердловск, Тамбов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен хутшӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru |
Чӳк уйӑхӗн 21-28 хушшинче шупашкарти Ленин районӗнчи ҫӗмьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан центрта "Анне - тӑван хӗвелӗм" ятлӑ курав иртӗ. Халӗ вӑл курав валли ачасем пикенсех ӳкерчӗксем ӳкереҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Чӳк уйӑхӗн 12 18 сехетре Чӑваш патшалӑх филармониӗнче «Малин йӑмӑкӗсем» вокал ансамбльӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль 12 ҫул ӗҫлет. Ансамбльте Лидия, Ирина тата Елана тӑван йӑмӑксем юрлаҫҫӗ. Ку ансамбль Чӑваш Енре кӑна мар, тулашӗнче те паллӑ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнине чысланӑ. Суверeнитет йышӑннӑ куна чыслакансем чӑваш патшалӑхлӑхне хӳтӗлессишен, Раҫҫейӗн федераци институтне пӑсас марришӗн, демократи йӗркисене хӳтӗлессишӗн митингланӑ, чӑваш халӑхӗ ячӗнчен заявлени ҫырса йышӑннӑ. Ӑна chuvash.ru сайт ҫинче вулама пултаратӑр. |
Шупашкарта тата тепӗр ҫӗнӗ хаҫат тухма пуҫланӑ. Унӑн ячӗ: "Сцена Чувашии". Пӗрремӗш номерӗ юпа уйӑхӗн (октябрь) 29 пичӗтленсе тухнӑ. Хаҫат тиражӗ 20 000 экз. Хаҫатра исскуствопа культура мероприятисене ҫутатӗҫ. Репортажсем, тишкерӳсем, интервьюсем, конкурсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех унта тӗрлӗ культура ҫурчӗсен афиши пичӗтленӗ. Пӗрремӗш номерти статьясем: * "Первый Чапай в истории оперы"; * "И печаль, и радость «отчего дома»"; * "Свежий взгляд на купца Ефремова"; * "На столичных театральных подмостках можно и учиться, и радоваться"; * "Классика актуальна всегда"; * "«Граф Люксембург»: радостные встречи". |
Чӳк уйӑхӗн 1-пе 7-мӗш хушши К. Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча библиотеки «21 ӗмӗрти вулав» ятлӑ акци ирттереть. Пӗтӗм ача-пӑча библиотекисем ку акцине хутшӑнӗҫ. Тӗслӗхрен Л. Кассиль ячӗллӗ библеотекӑна пӗтӗм эрне тӑршшӗпе ача-пӑча сачӗнчен пепкесем килӗҫ. Вӗсене сасӑпа интереслӗ кӗнекесене вуласа парӗҫ, аудиокассетӑсем ҫине ҫырнӑ чи лайӑх авторсен юмахӗсене, калавӗсене итлеттерӗҫ. Сасӑпа вуланине итлеме ҫaк эрнере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, библиотекӑсем сире кӗтеҫҫӗ. |
Литаратура кӗтесӗнче эсир халӗ вилми Нарспи поэмӑнa тупма пултаратӑр. Шкулта ӑна пурте вуланӑ пулӗ-ха, пурте Нарспишӗн куляннӑ. Халлӗхе сайта чӑвашлине кӑна кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кайрантарах вырӑс тата ытти чӗлхесем cинче те кӗртӗпӗр. Ҫавӑн пекех ку уйрӑмра эсир Валери Туктарпа Николай Карай сӑввисене тупма пултаратӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |