Дача тапхӑрӗ пуҫланнӑ май хулаҫум пуйӑссемпе ҫӳрекен те йышланнӑ. Ҫавна май «Шупашкар — Канаш» ҫулпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗсенче вакунсене нумайлатнӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем 12 миллион компенсаци илӗҫ. Билет хакӗсем хальлӗхе малтанхи пекех: 10 ҫухрӑмшӑн 24 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Малашне Шупашкартан Канаша тунтикунран пуҫласа эрнекунччен 2 вакун ҫӳрӗ. Канмалли кунсенче — 3.
Аса илтерер: пӗлтӗр вакунсенче вырӑн ҫитменнипе дачӑна ҫӳрекенсем пӑлхав ҫӗкленӗ: рельссем ҫине ларнӑ та пуйӑса тапранса кайма чӑрмантарнӑ. Ун чухне вӗсене кирлӗ вырӑна автобуспа лартса янӑ. «Содружество» компани ертӳлӗхӗ кӑҫал кунашкалли пулмасса шанать. Вакунсенче вырӑн пурне те ҫитмелле-мӗн.
«Содружество» компанин Канашри участокӑн пуҫлӑхӗ Владимир Горохов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе ҫакӑн чухлӗ вакун хушни ҫителӗклӗ. Вокзал фойинче билет паракан 2 автомат вырнаҫтарнӑ, ҫавӑнпа черет тӑрса хӑшкӑлмалла мар. Ҫак хатӗрпе усӑ курма пӗлменнисене кассирсем пулӑшаҫҫӗ. Терминал тӑрринче унпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса ҫырнӑ. Дачӑна ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Анчах терминалпа усӑ курма йывӑр мар иккен. Шкул ачи е студент пуйӑспа каять тӑк терминалта билета йӳнӗрехпе илме пулать. Ҫумра студент билечӗ е шкултан панӑ справка ҫеҫ пулмалла. Пилӗк ҫул тултарманнисем тӳлевсӗрех ҫӳреҫҫӗ.
Анчах терминалӑн ҫитменлӗхӗсем те пур-мӗн. Елена Герасимова кассир каланӑ тӑрӑх, вӑл 500 тенкӗлӗх укҫана йышӑнмасть. Ҫавӑнпа 100, 50, 10 тенкӗлӗххисене чикме тивет. 50 пуса та йышӑнмасть.
Тепӗр тесен, дачӑна тӑтӑшах ҫӳрекенсене «Манӑн Чӑваш Ен» абонемент туянма меллӗрех. Унӑн хакӗ — 1 760 тенкӗ.