Сӑкӑт
Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пирӗн Сӑкӑт ялӗ кайни ХVIII ӗмӗрӗн 20-30- мӗш ҫулӗсен варрине тивет. Ҫав ҫулсенчи кунти вырӑнсене Сӑка тата Траль ятлӑ чӑвашсем, тӗне кӗменскерсем, хӑйсен ҫемйисемпе куҫса килнӗ. Вӗсене Патӑрьел енчен куҫса килнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра пур ҫӗрте те сӗм вӑрмансем кашласа ларнӑ. Сӑка ҫемйи хальхи Ҫӑкаллӑ Явӑш патнерех вырнаҫнӑ. Траль те ҫав, хальхи Шур ҫырми текен вырӑна куҫса ҫӗр лаптӑкӗсем хатӗрлеме тытӑннӑ, ҫурт-йӗр, хуралтӑсем ҫавӑрма пикеннӗ. Анчах та вӗсем хушшинче килӗштерсе пурӑнасси пулман пулмалла. Сӑкан ҫемйинче ҫичӗ ывӑл, пӗр хӗр пулнӑ теҫҫӗ. Тралӗн виҫӗ ывӑлӗ тата икӗ хӗрӗ Сӑка хӑйӗн ҫемйипе тӗреклӗ хуҫалӑх тытнӑ, ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑмри ялсен- хӗрӗсене илнӗ. Ҫапла вара Сӑкан ӑрачӗ хунами пуҫланӑ. Ун ӑратӗнчен хӗрӗ тарма ӗмӗтленнӗ. Сӑка ҫакна сиснӗ те ывӑлне юратнӑ. Унпа вӑрттӑн тухса катма пынӑ. Тральне хӑйне ҫӑла пуҫ хӗрлӗ янӑ, арӑмӗпе ачисене кӗлете ывӑлӗ ҫӑлӑнса юлнӑ. Вӑл Сӑкана тавӑрма шутланӑ . Анчах та кунта ҫут ҫанталӑк хӑйӗннех тунӑ. Вайлӑ ҫавра ҫил килсе тухнӑ та. Сӑкан хуралтисем кине курса Сӑка хӑвӑртрах лашисене кӳлнӗ, ткприне,ҫалма май пуррине, лавсем ҫине тиенӗ. Ачисене, кинесене пурне те выльӑх- чӗрлӗхне хӑваласа пыма хушнӑ. Вара вӗсем Ҫавал хӗррине ҫитиччен тарса килнӗ, Мӑн Элментен инҫех мар. Талӑк ытла алхаснӑ пушар чылай вӑрман лаптӑкне уй пек туса, ҫаратса хунӑ. «Шалкӑм ҫумӑр пулсан вӑл пайтах инкек кӑтартатчӗ пуль»,- тенӗ ваттисем.
Ӑслӑ Сӑка каллех вай илме пуҫланӑ. Ун тупри те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те сыхланса юлнӑ. Тата йышлӑ ӑратӗнче те вай питти ывӑлӗ- мӑнукӗсем пулнӑ. Ҫийӗнчен тата вӑрман хӑртса-касса нушаланма та кирлӗ пулман: пушар хайӗн ӗҫне тунӑ, ҫӗр акса тума вырӑн туса панӑ. Сӑка хайӗн ӑрачӗпе малтан вӑта урамри лаптӑксене йышӑннӑ.
1969 ҫ. ЧР Вӑрнар р-чи Тӑвальушкань ялӗнче
Е.Л. Ефимовӑран П.Ф. Краснова ҫырса илнӗ. //
ЧПГӐИ ӐА, III, 612, 1-3 с