Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Хура кӑрӑҫ» кӗнеке пурӑнма вӗрентет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 24.04.2014 15:15 | 3142 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Сӑкӑтри шкул ҫурчӗ
Сӑкӑтри шкул ҫурчӗ

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 11-мӗш класӗнче вӗренекенсем Н.К. Тинюкова вӗрентекенпе пӗрле Анатолий Емельяновӑн «Хура кӑрӑҫ» кӗнекине тишкернӗ.

Хайлаври тӗп сӑнарӑн, Крисла Ҫеменӗн, ӗҫченлӗхӗ ачасене килӗшет-мӗн. Анчах ҫемье ӑшшине упрас, ача-пӑчана тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерес тӗллев мар унӑн. Укҫа-тенкӗ пухасшӑн ҫунать. «Укҫа-тенкӗ чирӗ ернӗ Ҫемен ҫынлӑха ҫухатать, кил ӑшши пирки шухӑшламасть», — тесе вӗренекенсем Крисла Ҫеменне сивленӗ.

Ачасем Крисла Ҫеменне хура кӑрӑҫпа танлаштарнӑ. Хура кӑрӑҫ — вӑрманта ӳсекен ҫирӗп те хытӑ кӑмпа. Анчах ҫак кӑмпан та ҫитменлӗхӗ пур: вӗтӗ хурт ерет те ҫак кӑмпа пӗтет. Крисла Ҫеменӗ те хура кӑрӑҫ пекех ҫирӗп те тӗреклӗ. Аварие лексен те сывӑ юлать, Лариван платник хытах хӗнесен те вилмест. Чунӗ те, сывлӑхӗ те хура кӑрӑҫ пек ҫирӗп. анчах Крисла Ҫеменне укҫашӑн ҫунни тата ӗмӗтсӗрлӗх тӗп тӑваҫҫӗ — ҫемйи арканать. Укҫа чирӗ шала каять. Укҫа вырӑнне укҫа пулӗ-ха, анчах ҫын вырӑнне ҫын пулмасть. Вилнӗ арӑмне тӑратса лартаймасть Ҫемен.

Ҫемье ӑшши пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, тӗллевпе шухӑш-кӑмӑл пӗр килнинче никӗсленет. Пӗри хуҫа, тепри тарҫӑ пулмалла мар. Пур ӗҫе те пӗрле килӗштерсе тумалла. Ӗҫленӗ чух ӗҫлемелле, савӑннӑ чух савӑнмалла. Ача-пӑчана килтен сивӗтмелле мар, вӗсене тӗрӗс пурӑнма вӗрентмелле. Ку кӗнеке вулакана пурӑнма вӗрентет. Ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ хӗрсемпе каччӑсем урока вӗҫленӗ май.

#Патӑрьел районӗ, #Сӑкӑт, #шкулсем, #вӗренӳ, #кӗнекесем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.24 18:07
"Патăрьел" тесе çырни - чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хунине пĕлерет. Çав тăмсайсем: Леонтьевпа Андреев хыççăн кайни вăл - чăваш чĕлхинчен сивтерни пулать. Тепĕр хут чĕнсе калатăп: ĕлĕкхи пек çырма сĕнетĕп. Мĕн тăвать вара чăваш чĕлхин комиссийĕ текенни?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем